Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах айккинелле темиҫе утӑм тума ҫеҫ ӗлкӗрчӗ — кӗтмен ҫӗртен каҫ пулса ларчӗ, сӗм тӗттӗмре тӗшмӗшле хӑрав, юхан шыв хӗрринче тӗвӗленнӗскер, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе ӑс-тӑн хирӗҫлевне пӑхмасӑр сунарҫа ҫавӑрсах илчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Паллах, эпӗ унчченхи пурнӑҫа айккинелле тӗртсе перетӗп, анчах манӑн урӑхла май ҫук.Конечно, я отбрасываю прежнюю жизнь в сторону, но я не в силах поступить иначе.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
«Халӗ, — айккинелле сикнӗ май шухӑшларӗ Шуан, — эпӗ сире кӑтартатӑпах».«Теперь, — подумал Шуан, бросаясь в сторону, — теперь я вам покажу».
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
— Сирӗнтен тахӑшӗ пек туйӑнать, — айккинелле пӑхма хӑтланса чӗтрет Давенант, — нумай пулмасть кунтан тухрӗ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ван-Конет ӑнланчӗ: сӑмах-юмах айккинелле саланнӑ; авӑ — ӑна кӗтмен ҫӗртен такам шӑнкӑравлать, кӗпӗрнаттӑрпа сумлӑ туйӑмсӑр сасӑпа калаҫать, тата — итлекене кӳрентерме пултаракан ӑнсӑрт интонацирен асӑрханнине палӑртса.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Юратнӑ ҫыннин сивлеклӗхне пӗтерме йӑвашшӑн темиҫе хут хӑтланкаланӑ хыҫҫӑн Консуэло шӑпланчӗ, хӑй шухӑша кайнине сӑпайлӑн палӑртса айккинелле тинкерчӗ; тутине тӑсрӗ, вӑл вӗттӗн чӗтренет.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Марта ун ҫине Ван-Конет куҫне хӗссе пӑхнӑран хӗрелсе кайрӗ те турилккене сӑлтавсӑрах айккинелле тӗртсе лартрӗ.Марта покраснела под прищуренным на нее взглядом Ван-Конета и без нужды переместила тарелку.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫапах та эсир мыскараҫӑ, — терӗ лешӗ килнӗ ҫынна тӗсесе тата ӑна куравҫӑсен ушкӑнне ирттерсе ярас йӳтӗмпе айккинелле тӗксе тӑратса.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Иртен-ҫӳрен ӑна театр ҫулне темиҫе хутчен те кӑтартрӗ, анчах вӑл каллех ҫула арпаштарать: пӗрре тӑвар склачӗсен тӗттӗм лапамне пырса лекрӗ, тепре хула варринчен айккинелле тӑсӑлакан тӑкӑрлӑксен пусмисенче аташса ҫӳрерӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Кам кӗтет? — канӑҫсӑррӑн ыйтрӗ Давенант, темшӗн Галеран пирки шухӑшласа илчӗ, айккинелле туртӑнчӗ, мӗншӗн тесен карчӑк тӗлӗнмелле сӑмахӗсемпе ӑна питӗнченех сывлать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кунтан кӑларса перес йӳтӗмпе ӑна тарҫӑсем ярса тытнӑччӗ ӗнтӗ, ҫав самантра пуян пӗр ушкӑн, йӑпанас тесе-тӗр, ҫапкаланчӑк хутне кӗчӗ; хӑйне вӗҫертсен айккинелле кайса тӑнӑ официантсене хаяррӑн тӗсесе ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑскер тарланӑ ҫамкине алӑ тӳртӗшӗпе сӑтӑрса типӗтрӗ те хӑрӑлтатса юрласа ячӗ:
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Гадаутов ун ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, анчах ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр япалана туйсан айккинелле сикрӗ, Мордкин вара ҫулташӗн хул пуҫҫинчен шуса анчӗ, вӗрен ҫинчи кӗпе-йӗмле усӑнса тӗм ҫине лаплатрӗ; вӑл ӑнран кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Гадаутов, Мордкина хуравламасӑр, таҫта айккинелле кӗрсе ҫухалчӗ, кӗҫех вӑрмана упа мӗкӗрӗвӗпе янӑратса юлташӗсем патне таврӑнчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Ҫул вӗҫӗ, ун пирки тин ҫеҫ ҫывӑхрах тесе шухӑшланӑччӗ, сасартӑк ҫуклӑха куҫрӗ, курӑнмасть: хыҫала, айккинелле чупса тарчӗ, ҫухалчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Айккинелле сикрӗм те — куҫӑм ӑҫта тӗллет ҫавӑнталла сӗнкӗлтетрӗм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
— Акӑш тирӗсем… — пуҫларӗ те Тарт именсе кайрӗ, сӗлкӗшленчӗ, анчах чӗрине хытарса, айккинелле пӑхса каласа хучӗ:— Лебяжьи шкурки… — начал Тарт, смутился, упал духом, но скрепя сердце проговорил, смотря в сторону:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Унтан мӑйӗсене кахаллӑн хыҫкаларӗҫ те икӗ айккинелле сӗнкӗлтетрӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Ганэль унӑн сӑнне курмасть; ун умӗнче аяккалла кайса, аллисемпе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана, пӗкӗрӗле-пӗкӗрӗле ҫӗлӗклӗ этем кӳлепи куҫать, тепӗр чух вӑл айккинелле пӑрӑнать е каялла чакать — пӗр вырӑнта ҫаврӑнса тӑрасшӑн тейӗн.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Тӗтӗм тӑсӑлать: вӑл курӑк ҫине ҫуттӑн выртать е айккинелле ерипен саланать; ҫакна курнипе чунра пушар тухнӑн туйӑнать, ҫын шӑла ҫыртса тимлӗ сывлать, аптӑраса тӑрать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Вӑл курокӗпе шаклаттарчӗ, Нуарес вара утне кӑра хусканупа чӗвен тӑратрӗ те айккинелле сикрӗ.— Он щелкнул курком, а Нуарес бешеным движением взвил лошадь на дыбы и прыгнул в сторону.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.