Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пасара (тĕпĕ: пасар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑйкӑрӑм, эсӗ паянах пасара кайса апат-ҫимӗҫ туянаймӑн-ши?

Ты не можешь сегодня же на рынке купить продукты?

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Пасара ҫӳрекенсем сӗт тултарса илмелли автоматпа — сӗтматпа — усӑ кураҫҫӗ.

Помоги переводом

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

— Ӑна тиенӗ автомашинӑпа Шомикрен пасара ирхи 5 сехете ҫитсе вырӑн йышӑнатпӑр.

Помоги переводом

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

«Вырӑн йышӑнассишӗн ирхи 4 сехете алӑ урапине туртса пасара ҫитетӗп», — терӗ.

Помоги переводом

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Чылай ҫӗрте Ҫимӗкре масар пасара ҫаврӑннӑнах туйӑнать.

Помоги переводом

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Мӗншӗн тесен ваккӑн сутакансен пӗр пайӗ тӗп пасара А.Николаев урамӗнчи комплексран турттарать.

Помоги переводом

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тӗрӗссине калас пулсан, лавккана, пасара ӗҫме-ҫиме туянма мар, курава ҫӳрет хура халӑх.

Если сказать правду, в магазин, на рынок не еду покупать, а на экскурсию ходит простой народ.

Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пӗчӗк ӗҫ укҫи тӳленине пула ҫынсем пысӑк хуласене «пысӑк укҫа» шырама тухса каять е алӑ сулать те хӑйӗн ҫӗнетӳ вӑхӑтӗнче аслӑлатнӑ пӗчӗк ани ҫинче апат-ҫимӗҫ туса илет, выльӑх-чӗрлӗх ӳстерет те ӑна хӑйне пурӑнмалӑх укҫа тума пасара кайса сутать.

Из-за маленьких зарплат люди уезжают в города в поисках "длинного рубля" или махнув рукой начинают выращивать продукцию на расширенных во время перестройки полях, разводить животноводство и продавать на рынках, чтобы себя содержать.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Халӗ те пасара сутма кайсан ватӑ пулсан та ӑсра наччас шутлатӑп.

И сейчас, когда иду продавать на базар, не смотря на старость быстро посчитаю в уме.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пасара сысна какайӗн виҫҫӗмӗш пайӗ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен килет.

Одна третья часть свинины поступает на рынок из Цивильска.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней