Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӑшт сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытла та йывӑр пулнӑ пулмалла чечеке ҫут тӗнче курмашкӑн, ҫӗре ҫӳлелле тӗкнипе пуҫӗ те кӑшт пӗкӗрӗлнӗ, ҫулҫи ҫинче хӗвелпе кушӑхнӑ тӑпра катӑкӗ ҫыпҫӑнса тӑрать.

Помоги переводом

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арҫын кӑшт кукӑртарах тӗреклӗ урисемпе йывӑҫ урайне кисретсе пырать.

Помоги переводом

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Куна, Раман, кӑшт кукӑртрӑн-ха, — терӗ вӑл.

Помоги переводом

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубовӑн пичӗ пӗҫерсе кайрӗ, чӗлхи ҫине пӗр сӑмах та килмерӗ, аптранипе вӑл карттусне хывса аллинче лӳчӗркеме тытӑнчӗ, кӑшт аяккинелле пӑрӑнса, хӑйпе мӗн пулса тухнине виҫӗ-тӑватӑ сӑмахпа ӑнлантарса пачӗ.

Помоги переводом

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑшт ҫеҫ пите-питӗн пырса ҫапӑнмарӗҫ, куҫӗсем шӗл-кӑваррӑн ялкӑшса илчӗҫ…

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, хӗрнӗ пӑчка кӑшт сивӗтме тесе чарнӑскер, пулӑшакана ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ:

Помоги переводом

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗлетки типшӗм, кӑшт курпунтарах.

Помоги переводом

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Бригадира Захаров кӑшт тӑхтама ыйтрӗ.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Иксӗмӗр тытӑнтӑмӑр пӗчӗк комплекслӑ бригадӑсем йӗркелеме, — кӑшт айккинерех чӗнсе илчӗ вӑл ӑна, — иксӗмӗрӗнех вӗсен уссине кӑтартма тивет.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман ӑна алӑ пачӗ, хӑй савӑнӑҫлӑ, тусӗ умӗнче кӑшт мухтанса илесси те килчӗ унӑн:

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун ҫине сӑнаса, кӑшт шеллесе пӑхрӗ каччӑ, вара йӑл кулса илчӗ:

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Капитоновича шӑпӑрттӑн итлесе ларнӑ Раман ура ҫине тӑчӗ те, пӑчкине илсе, кӑшт тытӑнчӑклӑраххӑн: — Ӑнлантӑм, Иван Капитонч, — терӗ.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑшт тӳрккесреххӗн курӑнакан, пустуй сӑмах ваклама юратман ҫак каччӑ поселок ҫамрӑкӗсем хушшинче сисӗнмеллех йӗрке кӗртме пултарнӑшӑн парторг чӑн та савӑнмаллипех савӑнать.

Помоги переводом

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫурхи ҫилпе кӑшт кушӑрханӑ тути хӗррисенче савӑнӑҫлӑ кулӑ вылять хӗрӗн.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сидорова вӑл кӑшт делянка тӑрӑх уткаласа ҫӳреме чӗнчӗ.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Тата кам? — кӑшт шӑппӑнрах тархасларӗ следователь.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та масар ҫине ҫитиччен кӑшт юлсан тепре чарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ну, тавтапуҫ, — кӑшт тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн тарӑннӑн сывласа илсе хӗссе кӑларчӗ мӗскӗн, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах хӑваларӗ лашине хӑйӗн чунӗнчи пекех тӗксӗм урам тӑрӑх.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑҫта халӗ пирӗн ҫӗтӗк кӗсьесемшӗн санаторисем? — каллех сӑмсипе нӑшӑклатма тытӑнчӗ Натали, унтан, кӑшт тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн, пӑшӑлтатса калаҫӑва малалла тӑсрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗ вара, лагерьте ларса сывлӑхне ҫухатнӑран халтан кайиччен ӳсӗрекенскер, виличчен кӑшт маларах ҫапла хушса хунӑччӗ:

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней