Поиск
Шырав ĕçĕ:
Стариксем ҫавӑн пек шутласан — нимех те каламӑттӑм…
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Метрпа шутласан…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сергеев ушкӑнӗнче пулӑшма килнӗ Москаленкона, Дерунова, Пекермана шутласан та пурӗ те тӑхӑр ҫын ҫеҫ пулнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах ӗлӗкхипе шутласан, унӑн поведени пит ҫирӗпех пулман.Но по тому времени, конечно, поведение было у него иногда слабое.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Эсӗ ху тума пултарайман ӗҫе тытӑнатӑн, вӗренӳсӗр пӗлӳ пулмасть, этем сахал пӗлет пулсан, кирек те мӗнле ырӑ ӗҫ тума шутласан та, инкек ҫеҫ тума пултарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫыранран шутласан, карап патне ҫитме пилӗк мильӑран ытла мар.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫак чиркӳлле ҫырнӑ пек славянла саспаллисене йӗркипе вуласан, ҫакӑн пек сӑмахсем пулаҫҫӗ: ТурцIа ке падне (Турци пӗтет) тени пулать, цифрисене пӗрле хушса шутласан 1876 пулать — тӗрӗксене пӗтме пӳрнӗ 1876-мӗш ҫул!
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Куратӑн-и, государьӑм, витӗр курса вулаканӑм, епле чее ҫынсем вӗсем, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем, епле вылять вӗсен эгоизмӗ: санӑнни пек мар, государьӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, государьӑм, эсӗ киленекен япалапа мар, урӑххипе киленеҫҫӗ; вӗсем хисеплекен ҫынсем вӗсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем-ха тесе шутласан, ҫакӑ вара вӗсемшӗн чи пысӑк киленӳ пулать, ҫавна тӑвас тесе вӗсем, государьӑм, эсӗ хӑвӑншӑн тӑрӑшнинчен каях мар тӑрӑша-тӑрӑша, темӗн тӗрлӗ япала шутла-шутла кӑлараҫҫӗ, анчах та сирӗн тӗллевсем тӗрлӗрен, ҫавӑнпа та санпа вӗсем шутласа кӑларакан япаласем те тӗрлӗрен: эсӗ ыттисемшӗн сиенлӗ, киревсӗр япаласем шутласа кӑларатӑн, вӗсем ыттисемшӗн усӑллӑ, лайӑх япаласем шутласа кӑлараҫҫӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Офицер ҫапла пӗлтерчӗ: халлӗхе эпӗ, ҫулпа шутласан, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем шутне кӗретӗп-ха ҫавӑнпа та эпӗ ҫав ҫулти ытти ҫынсемпе пӗрлешме хирӗҫ мар, терӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна та вӗсемпе ҫӳретчӗ, хальхинче вара Дмитрий Сергеич та вӗсемпе пычӗ, ҫакна пула уҫӑлса ҫӳресси питӗ лайӑх пулчӗ: вӑл вӗсемпе сайра хутра кӑна пӗрле ҫӳренӗ, хальхипе шутласан, пурӗ те иккӗмӗш хут ҫеҫ тухнӑ вӑл кун пек.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна ҫулталӑка яхӑн яра кун тенӗ пекех мастерскойра ӗҫлерӗ, ӗҫлессе чӑнах та, мӗн чухлӗ ӗҫленине шутласан, пӗртте ыттисенчен кая ӗҫлемерӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Малтанхи уйӑх тӑрӑх шутласан, уҫма юрать пек туйӑнать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир хӑвӑр ку таранччен тӗл пулса курман ҫынсемпе тӗл пултӑр, сирӗн ку таранчченхи опытсем тӑрӑх шутласан, вӗсем сире улталама пултарни вӑл ҫылӑх та мар ӗнтӗ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун чухне — пӗр 10 ҫул каялла — Петербург виҫипе шутласан, йӳнӗ вӑхӑтсем те пулнӑ-ха.Тогда — лет десять тому назад — были в Петербурге времена, еще дешевые по петербургскому масштабу.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫ мӗнле пыни тӑрӑх шутласан, акӑ мӗнле тухать: Верочка Марья Алексевна мӗн тӑвас тенӗ, ҫавнах тӑвасшӑн иккен, анчах вӑл вӗреннӗ ҫын пулнӑран тата мӗн тумаллине питӗ хӑвӑрт туйса илнӗ пирки, хӑйӗн ӗҫне урӑхла меслетпе майлаштарса пырать.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗрарӑм ҫакӑн пек пӑхӑнса тӑмасан, унӑн ҫакӑн пек власть пулсан тата унсӑр пуҫне ҫынсем хӑйсем те арҫын хӗрарӑма пӑхӑнса тӑни тӗрӗс тесе шутласан, урӑхла каласан, упӑшки хӑйне арӑмӗпе актрисӑна хисеплекен ҫын хӑйне актриса пек тыткаланӑ пек тыткаласан — ку пурнӑҫа вара нимӗн те ҫитеймест».
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсене 150 т. ҫинчен салука хурса хӑварнӑ, процентпа шутласан — 250, тӑрасса 400 ытла тӑраҫҫӗ.В залоге остались за сто пятьдесят рублей, с процентами двести пятьдесят, а стоят больше четырехсот.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр куннех Марья Алексевна хӑйӗн хӗрне саклата хурса каялла илмен фермуар парнелерӗ тата хӗрӗ валли икӗ ҫӗнӗ платье ҫӗлеме хушрӗ, питӗ лайӑх платьесем — материйӗ кӑна — пӗр платьин 40 т., теприн 52 т. тӑнӑ, пӗрмесемпе, хӑюсемпе тата фасонпа шутласан, икӗ платьи 174 т. ларнӑ; Марья Алексевна упӑшкине ҫапла каларӗ ӗнтӗ, Верочка вара платьесем ҫӗлетме укҫа 100 тенкӗрен те каярах тухнине пӗлнӗ, — илессе ун умӗнче илнӗ-ҫке, — анчах 100 тенкӗпе те икӗ питӗ лайӑх платье тума пулать вӗт.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эсӗ ӑна ман ятпа вӑрттӑн кала: вӑл бригадӑна тепӗр хут пӑтратма шутласан, ҫынсене тӗрлӗ усал ӗҫ тума илӗртсен, вара ӑна лекетех!
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Варя унӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ хырӑмне хуть кӑшт та пулин курма пултарасси ҫинчен шутласан, Давыдов вӗриленсе ӳкрӗ, вӑл тельняшкин уҫӑлса кайнӑ аркисене тачӑрах пӗрлештерсе витрӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.