Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Чир-чӗр шыраса ан тупайтӑр тесе ҫапла иккӗмӗш ят хураҫҫӗ этеме, — ӑнлантарса пачӗ мана асанне.
Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.
— Чарӑн, йӗксӗк! — терӗ хаяррӑн Григорий, ҫак этеме лайӑх кӑна ҫутӑлтарса ярасран хӑйне аран кӑна чарса.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр шутласан этеме телейлӗ тума питӗ сахал кирлӗ.В сущности, человеку надо очень немного, чтобы он был счастлив.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Председатель вырӑнӗ хӑех этеме хӑш-пӗр енчен кӑшт урӑхларах пулма хушать…
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан сасартӑк Ильиничнӑн ҫак хӑй курайман этеме пӗр кӗтмен ҫӗртенех хӗрхенесси килсе кайрӗ, — ҫавӑн пек ӑша-чикке вӑркаттарса ҫынна тӑван амӑшле хӗрхенес кӑмӑл ҫирӗп шухӑш-туйӑмлӑ хӗрарӑмсене те парӑнтарать.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Этеме тӗлӗнтермелли ӗҫ пулать ку.
V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Этеме кӑсӑклантарнине пӗтӗмпех пӗлме ун пурнӑҫӗ питӗ те кӗске.Человеческая жизнь мизерно коротка для познания того, что человека интересует.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Этеме вара кун пек чух хут енне туртать.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Мур тӗплесе кайтӑрах ҫавӑнта, нивушлӗ вара кама-тӑр татах ӗҫпе пурнӑҫ пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑман ӑнлану пулнине, этеме вӑл мимепе чӗре пекех кирлине тепӗр хут ӑнлантарса памалла ӗнтӗ, ӳкӗтлемелле!
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Хӑш те пӗр япаласем этеме кура та, ун шухӑш-кӑмӑлне кура та мар, хӑйсемпе хӑйсем пурӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем пурӗ-пӗрех шӑпана хӑйсем майлӑ ҫавӑрма, ӑна, час-часах каланӑ пек калама, тивӗҫсӗр пӑрахма пултараймаҫҫӗ.
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Кӳренместӗр-и эсир? — терӗ Константин, ҫакӑн пек чӑн-чӑн этеме, пысӑк ҫынна хӑйӗн ирӗксӗрех темӗнле кӳренмелле сӑмахсем каламалла пулнипе асапланса.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мӗн тери кураймасть вӑл ҫак ытла та каппайчӑк мӑн кӑмӑллӑ этеме!Ну до чего же он не выносил этого набитого чванливой спесью человека!
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӑҫтан тупнӑ-ха Бахолдин кунашкал этеме?
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Этеме вӗлернӗ, санӑн ав: «Йӑтӑрах йӑтӑр, тем чул йӑтсан та йӑтса пӗтеремейстӗр!» тенӗ пек пулса тухать.Человека убили, а у тебя получается: «Таскать вам не перетаскать!»
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем те, ҫветтуйсем, апата пирӗнпе пӗрешкелех хырӑма тултараҫҫӗ, пырши-пакарти те турӑ этеме виҫсе туса панӑ пекех вӑтӑр аршӑн тӑршшӗ пулма кирлӗ… — шухӑша кайнӑ пек калаҫа пуҫларӗ Антип.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сасартӑках вӑл хӑйӗнчен темиҫе утӑмра темле хӑрушӑ чӗрчун пуррине сиссе илет те, пуҫне ҫӗклесе, хӑй ҫине тинкерсе пӑхакан этеме курать.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Этеме пурнӑҫ ҫулӗпе утнӑ ахаль те ӗнтӗ кӗске вӑхӑт уйӑрса панӑ, кунта ав ӑна та чакарма тивет…Тут и так коротко отмерено человеку в жизни пройтись, а тут надо и этого срока лишаться…
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Саккун вӑйне илчӗ халь сӗмсӗрлӗх, — терӗ те лӑпкӑн Кавказ этеме мӗн те пулин хирӗҫлесе каласса кӗтмесӗрех калаҫӑва татрӗ:
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Манра этеме курчӗҫ вӗсем, мӗншӗн-ха хӗпӗртес мар, эппин?
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мӗнле-ха, нивушлӗ вара эпир ҫав хӑравҫӑ этеме, сутӑнчӑка, итлесе тӑрӑпӑр?
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.