Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Америка сăмах пирĕн базăра пур.
Америка (тĕпĕ: Америка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир куратӑр вӗт, — тесе пуҫларӗ тепӗр хут географ, — Америка ҫӗрӗсенчен Ҫенӗ Зеландине ҫав тери аслӑ вырӑн уйӑрса тӑрать, ҫакӑнта вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель пӗртен-пӗр пушӑ утрав урлӑ ҫеҫ каҫать.

— Вы видите, — снова начал географ, — что на всём огромнейшем пространстве, отделяющем Новую Зеландию от американского берега, тридцать седьмая параллель пересекает лишь один пустынный и бесплодный островок.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Халӗ пире Австралинчен урӑх ниҫта та мар пек, «Британи» ҫавӑн ҫывӑхӗнче ҫеҫ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ пек туйӑнса тӑрать; тахҫан пӗрре халь хамӑр тӑракан Америка та ҫавӑн пекех пулнӑ вӗт пирӗншӗн.

— Признания, что Австралия кажется нам теперь единственно возможным местом крушения «Британии» совершенно так же, как некогда этим местом казалась Америка.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шыравсене Америка ҫӗрӗнчех малалла тӑсас тесшӗн марччӗ эпӗ.

Я вовсе не хочу сказать, что мы должны продолжать поиски в Америке.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вара вӑл, пӗр минут та иккӗленсе тӑмасӑр, пирӗн решенине, Америка ҫыранӗсен тӑрӑхӗнче шырав ӗҫне пуҫлас решенине ырларӗ.

И он, не колеблясь ни минуты, одобрил наше решение начать поиски на американском берегу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Америка ҫыранӗсен тӑрӑхӗпе пырса, вӑл хӗвеланӑҫӗнчи архипелагӑн мӗнпур утравӗсене пӑхса ҫӳренӗ, анчах «Британин» йӗррине ниҫта та тӗл пулман!

Идя вдоль американского берега, он обследовал все острова западного архипелага, но не нашёл там никаких следов «Британии».

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Америка «тигрӗ» — ягуар, сунарҫӑсем ытлашши йӑлӑхтарса ҫитерсен, йывӑҫ ҫине тарса пытанать.

Американский «тигр» — ягуар, когда на него слишком наседают охотники, находит пристанище на деревьях.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халь ӗнтӗ вӗсем нимӗн хӗрхенсе тӑмасӑр Америка ҫӗрне пӑрахса хӑварма пултараҫҫӗ, шухӑшӗпе вӗсем ӑна хӑварнӑ та.

Они могли теперь без сожалений и страха покинуть американский материк, и мысленно они уже покинули его.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑр широтин вӑтӑр ҫиччӗмӗш градусӗ Америка урлӑ каҫать те, Атланти океанӗпе пырса…

Тридцать седьмой градус южной широты пересекает Америку, проходит по Атлантическому океану…

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл ҫакӑ пулать: Америка ҫӗрӗнчи шыравсене ҫаплипех хӑварма тивӗҫ пур-и пирӗн?

Вот она: должны ли мы окончательно оставить поиски на американском материке?

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Америка ҫыранӗ икӗ енӗпе те: Лӑпкӑ океанра та, Атланти океанӗнче те «Британипе» нимӗнле крушени те пулманнине хӑвӑрах пӗлнӗ хыҫҫӑн, нивушлӗ эсир каллех пампассенче шыраса ҫӳресшӗн? — тесе ыйтрӗ майор.

— Неужели вы хотите возобновить поиски в пампасах? — спросил майор, — теперь, когда вы удостоверились, что «Британия» не потерпела крушения ни вблизи тихоокеанского, ни вблизи атлантического берегов Америки?

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсене Америка ҫӗрӗнче шырани ӑнӑҫсӑр пулнине кура ҫав телейсӗр тинӗс ҫыннисене ҫӑласси урӑх нихҫан та пулас ҫук пек туйӑнать.

Казалось, что после неудачной попытки разыскать их в Америке всякая надежда на спасение несчастных моряков бесповоротно потеряна.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ирӗкре ҫӳрекен лашасене алла вӗрентсе мӗнпур Америка ҫӗрӗнче мухтава тухнӑ рестреадорсен ҫурчӗсем сайралса пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа та тепӗр чухне милӗ-милӗпе кайсан та экспедицин ҫулӗ ҫинче пӗр ҫурт ларни те курӑнмасть.

Хижины реетеадоров, знаменитых на всю Америку укротителей диких лошадей, попадались всё реже и реже, и экспедиции случалось проходить целые мили, не встретив ни одного жилья.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Калас пулать, ку халӑх Америка ҫӗрӗнче пӗртен-пӗр чураланман халӑх, вӗсем нихӑҫан та ют ҫӗршывсен ушкӑнӗнче пулман.

Кстати сказать, это единственное из американских племён, никогда не испытавшее чужеземного владычества.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла вара, Кӑнтӑр Америка урлӑ каҫасси хӑрушӑмарлӑх енчен те, ҫавӑн пекех хӑвӑртлӑх енчен те аван иртме тивӗҫлӗ.

Таким образом, путешествие через южноамериканский континент должно было происходить в наиболее благоприятных условиях как с точки зрения его безопасности, так и быстроты.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эпӗ калам тата, Америка ҫӗрӗн урлӑшне каҫса кайма пӗрре те хӑрушӑ мар.

— Я добавлю, что переход через американский материк не представляет никакой опасности.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Питех вӑйлисен аллинче пулсан, эпир «Дункан» ҫине Америка ҫӗрӗн хӗвелтухӑҫӗнчи ҫыранӗнче ларатпӑр та Буэнос-Айреса каятпӑр, унта пирӗн майор Мак-Набс пӗр отряд пуҫтарса илсен, вӑл отряд Аргентинӑн мӗнпур провинцийӗнчи индеецсен йӑхӗсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарӗ.

В первом случае мы встретим «Дункан» на восточном берегу Америки, поедем в Буэнос-Айрес, и майор Мак-Набс организует там отряд, который способен будет одержать победу над всеми индейцами аргентинских провинций.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пӑхса тӑрӑр, — малалла тӑсать вӑл, — Америка ҫӗрӗ урлӑ уҫӑлса ҫӳреме тухса каятпӑр, манран ан юлнӑ пултӑр.

— Глядите, — продолжал он, — следуйте за мной в этой прогулке через американский континент.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Манӑн шухӑшпа, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Америка ҫӗрне Лӑпкӑ океанӑн ҫыранӗнчен пуҫласа кӗрсе кайнӑ вырӑнтан тытӑнмалла та, Атланти океанне ҫитичченех ҫак параллельрен ниҫта та пӑрӑнмасӑр пӗтӗм материк урлӑшӗпе каҫса каймалла.

— Я думаю, что надо начать с места, где тридцать седьмая параллель пересекает американский материк на берегу Тихого океана, и пройти весь материк, не уклоняясь ни на полградуса от этой параллели, до того самого места, где она доходит до берега Атлантического океана.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван кӑтартса пынисене итлесе, Джон Мангльс пӗрмаях Чилоэ архипелагӗн ҫыранӗсен ҫывӑхӗнче, Америка ҫӗрӗн хисепсӗр ишӗлчӗкӗсенчен аякра мар пырать.

Следуя указаниям Гленарвана, Джон Мангльс шёл всё время вблизи самых берегов архипелага Чилоэ, этих бесчисленных обломков американского континента.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель Америка мӗнле тупни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Паганель рассказывал историю открытия Америки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней