Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳтлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ӳтлӗ (тĕпĕ: ӳтлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учительница Агафья Павловна, тулли ӳтлӗ, ҫырӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, кӗлеткине ҫӑт ҫыпӑҫса тӑракан тӗксӗм кӑвак платье, урине хура туфли тӑхӑннӑскер, ӑшӑ кулӑпа ҫиҫкелесе, чи малтанах хӑйӗнпе паллаштарчӗ, унтан кашни ачапа уйрӑммӑн, ятран чӗнсе паллашрӗ, вӗсен тумтирне, хут-кӑранташне тӗрӗслесе тухрӗ, вӗсене парттӑ хушшинче кӗлеткене кирлӗ пек тытса ларма вӗрентрӗ, пӗлӳ пухмалли ӗҫсемпе мелсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Платна кӗлеткеллӗ, вӑтам пӳллӗ, шӑнӑрлӑ, тӗксӗм ӳтлӗ, ҫара пуҫӑн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Амӑшӗ, Кӗтерне инке, вӑтам пӳллӗ, тулли ӳтлӗ, ҫутам хӗрарӑм, чӑваш тӗриллӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, сӗтел пуҫтарма чарӑнчӗ те, ывӑлӗ ҫине таса тӳпе тӗслӗ куҫне ирӗксӗртен ҫавӑрса, хытсах кайрӗ:

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Яр шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ашшӗ, ҫыра сӑн-питлӗ, ҫилпе кушӑрканӑ, ҫунса тӗксӗмленнӗ ӳтлӗ Мӗкӗте пичче, кутник сакки ҫинче ҫӗнӗ армутирен урай шӑлмалли шӑпӑр майласа ларать.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫаврака питлӗ, кӗре ӳтлӗ, ҫӑра куҫ харшиллӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем…

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл ӗнерхи ҫи-пуҫпах, ҫапах паян темшӗн тасарах, тирпейлӗрех пек курӑнать; унӑн кӗре ӳтлӗ ҫаврака пичӗ, тап-таса хура куҫӗсем ҫамрӑклӑх илемӗпе ялкӑшаҫҫӗ; хӗр духипе пит ҫунӑ пулас: унран лантӑш шӑрши кӗрет.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аля вара йӑлтах урӑх ҫи-пуҫпаччӗ: хура панбархат платьепе; кӗре ӳтлӗ илемлӗ аллисем те, мӑйӗ те ҫара; кӑкӑрӗ ҫинче ылтӑн брошка — хӗреслесе хунӑ тулӑ пучахӗсемпе утмӑл турат чечекӗ йӑлтӑртатать.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сӑн-питрен чикан евӗрлӗрех: кӗре ӳтлӗ, хура кӑтра ҫӳҫлӗ.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юнӗ выляма пуҫланӑ каччӑн ҫак хурлӑхлӑ кӑвак куҫсене, илемлӗ, сӗткенлӗ тутана, кӑштах кӑтраланса тӑракан сарӑ ҫӳҫе, хӑмӑр платье ҫухин ҫурӑк витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан чӑлт шурӑ ӳтлӗ кӑкӑра антӑхса кайса чуп тӑвас килчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ритӑн кӗре ӳтлӗ питне хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, анчах вӑл мӗншӗн хӗрелнине Таня тавҫӑрса илме мар, асӑрхамарӗ те.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫак самантра унӑн кӗре ӳтлӗ сӑнӗ, хура куҫӗсем ниҫта шӑнӑҫайми курайманлӑхпа ҫунса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӗксӗмрех ӳтлӗ, пысӑк хура куҫлӑ, ҫаврака питлӗ, кӗскерех сӑмсаллӑ каччӑ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Микула мӑйӗ тавра хӗрарӑм алли мар, Анукпа иккӗшне пӑвакан сивӗ ӳтлӗ ҫӗлен явӑннӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тавралла вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑйӑр, тӗттӗм ӳтлӗ ҫынсем, панама тӑхӑннӑ, хӗвел ҫинче пиҫӗхнӗ салтаксем пулнӑ.

Помоги переводом

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Ухтиван шурӑ ӳтлӗ, тӗреклӗ, тӑп-тӑп кӗлеткеллӗ.

У Ухтивана кожа с ровным загаром, он строен, высок.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лутра вӑл, «типӗ», тӗксем ӳтлӗ, хура ҫӳҫлӗ.

Большинство из них смуглокожи, худощавы, черноволосы.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Николай та, Бенкендорф пекех, пысӑк ҫамкаллӑ, яка шурӑ ӳтлӗ, хитре.

У царя, как и у Бенкендорфа, высокий лоб, красивое, с гладкой белой кожей лицо.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах эс ан пӑшӑрхан, Нухрат, эп ҫирӗп ӳтлӗ, час сывалатӑп…

Помоги переводом

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хура ӳтлӗ этеме аса илтеретчӗ.

Он был похож на арапа.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней