Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑнлантарма (тĕпĕ: ӑнлантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана «пичче» тесе чӗнеҫҫӗ, — ачашшӑн ӑнлантарма тӑрӑшрӑм эпӗ.

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

…«Тилли юррисене» вулатӑн та савӑнса ҫапла калатӑп: ку юрӑсенче — тӑван халӑх юрри-сӑввисен тахҫантанпа пухӑнса пынӑ илемӗ, халӑх кӑмӑлӗ, ӑс-хакӑлӗ, чӑваш поэзийӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, вӑйӗ, поэт ӑсталӑхӗ, тетӗн, вара ху каланӑ сӑмахсене ҫирӗплетсе пама, сӑлтавлама, ӑнлантарма тытӑнатӑн.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Командир арӑмӗн хӑй пек тӑлӑхсене ҫакна та ӑнлантарма тивет.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫавӑнпа выльӑх пусма васкатпӑр та, председатель юлташ, — ӑнлантарма васкарӗ колхоз председателӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна ҫеҫ каласа ӑнлантарма пулӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Так не натӑ, вот этӑк натӑ!» — ӑнлантарма тӑрӑшать Кулюкка, мӑйне тӑсса кӑтартса.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ылтӑн Петрукӗ, йӗтем пуҫлӑхӗ, веялкӑсем еннелле кӑтартса, Кулюккана хытӑ кӑшкӑрса тем ӑнлантарма тӑрӑшать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унтан пӗр конвоира Иван еннелле кӑтартрӗ, вӑл суккӑррине ӑнлантарма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрлӗ Ҫырантан, — пӗр-пӗрне пӳлсе, ӑнлантарма пуҫларӗҫ хӗрарӑмсем.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Йӑлӑхса мар, — ӑнлантарма васкарӗ Ҫтаппан, — ялта паян-ыран суха патне тухӗҫ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑшпӗрисем халиччен каласа панинех тепӗр хут ӑнлантарма тӑрӑшрӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ чӑваш ачи, арӑмпа та шифр чӗлхипе мар, чӑвашла калаҫатӑп, — ӑнлантарма тӑрӑшатӑп «патриота».

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Володьӑна хӗрсене лӑплантарма ыйтрӑм, вокзал тулашне пирӗнсӗр тухма юраманнине ӑнлантарма хушрӑм.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Утар ӗҫӗ, аслӑ ҫынсем пурнӑҫа ӑнлантарма тӑрӑшни, тӗнчене пӗлес кӑмӑлӑм мана вӑрмантан хӑрама пӑрахтарчӗ, вӗлле хурчӗсене юратма вӗрентрӗ.

Помоги переводом

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

— Тӗп инженера нимӗн те ӑнлантарма кирлӗ мар.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пуҫу пысӑках мар пулсан та, ӑслӑ эсӗ, Алеша! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те аллипе хӑлаҫланса крановщицӑна ӑнлантарма тытӑнчӗ:

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мирун, аран сывлаканскер, пушшех аптӑраса ӳкрӗ, хӑй айӑпсӑр иккенне ӑнлантарма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Часах каласа ӑнлантарма ҫук ҫавраҫил ҫӗкленчӗ, алпастӑсем — усал вӑйсем кирлӗ мар вӑхӑтра туй тума тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫитӗннисем хӑйсем тӗллӗн нихӑҫан та нимӗне те ӑнланса илеймеҫҫӗ; ҫавна пула пӗчӗккисене йывӑр килет: вӗсен вӗҫӗмсӗрех ҫитӗннисене мӗн те пулин ӑнлантарма тивет-ҫке-ха.

Взрослые никогда ничего не понимают сами, а для детей очень утомительно без конца им все объяснять и растолковывать.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Завьялов Иванов ҫинчен ыйтнине илтсенех, хӗр ӑна пӳрте кӗме чӗнчӗ те пит нумай сӑмахсемпе ӑнлантарма тытӑнчӗ: Иванов Ҫурҫӗрте ӗҫлет, унӑн кил-йышӗ — арӑмӗ Анна Федоровна тата пӗчӗк хӗрӗ Груня — кунта пурӑнаҫҫӗ; анчах халӗ Иванова хӑйне те, Анна Федоровнӑна та, Груньӑна та курма ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ӗнер Кавказа тухса кайрӗҫ те унтан пӗр уйӑхсӑр таврӑнмаҫҫӗ.

Помоги переводом

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней