Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй те, ак, ку яхӑнта ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнаймарӗ, уссинчен ытла тӑкакне ҫеҫ кӑтартрӗ пулмалла.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юлашкинчен эпӗ ҫакна куртӑм: пӗр пулӑ ами, ман урасенчен ҫур метр яхӑнта, хӳрине хыттӑн пӑркаланипе хӑйне хӑй пулӑшса, авкаланкаласа, таса шӑтӑка ӳт тӗслӗ пӗрчӗклӗ вӑлча кӑларса пӑрахрӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Шутланӑ тӑрӑх, сирӗнтен пӗр хӗрӗх километра яхӑнта, залив ҫыранӗнчен ултӑ-сакӑр километрта, пӗлместпӗр, унтан та ҫывӑхрарахра-и тен.
Юлташсем инкек кураҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ку яхӑнта мӗн чухлӗ кулянмарӑмӑр саншӑн: ҫавӑнпах ӗнтӗ юратса пӑрахрӑмӑр пулмалла.За это время сколько горя с тобой натерпелись; должно, от этого и полюбился ты нам.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Ҫак яхӑнта ӑна: «Эс, Шерккей, тӑр-ухмах иккен», — тенӗ пулсан, вӑл хӑйне самай ҫӑмӑлтарах туйнӑ пулӗччӗ.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унччен нихҫан та Ильинична табак тӗтӗмне юратни пулманччӗ, чӗлӗм туртакансене ялан кухньӑран хӳтерсе яратчӗ, анчах юлашки яхӑнта вӑл ку енӗпе те улшӑнчӗ: «Кайса чӗн-ха Прохора, — пӗрреччен ҫеҫ каламарӗ вӑл Дуняшкӑна, — хӑть килсе чикаркка та пулин туртса кайтӑр, атту кунта виле шӑрши те кӗрекен пулчӗ…
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ковчегов инженер ҫав яхӑнта пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Юлашки вӑхӑтра тем вар ыраткала пуҫларӗ ман, ҫак яхӑнта тюрех май ӑш хыпса ҫӳрет, витӗр спиртланса ҫитрӗм те, халӗ ав ҫунакан лампа ҫывӑхне ларма та хӑракан пултӑм…
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӳркесленнӗ эпӗ ку яхӑнта.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ку яхӑнта ҫак сӑмахсем уншӑн ахаль сӑмах кӑна пулман.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Салхуланса ҫӳрет вӑл ҫак яхӑнта, палӑртмасть, анчах каҫ-каҫ шарламасӑр, пӗччен сыпкалать пулмалла…»Сумной он это время ходит, виду не подает, но похоже, что по ночам выпивает втихаря и в одиночку…»
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Аптрарӑм вӗсемпе… ку яхӑнта пӗрехмай шурӑ эрех ӗҫкелеҫҫӗ…
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сосновкӑран пӗр пилӗк ҫухрӑм яхӑнта Верхлева сали ларать, темиҫе пӳрт тӗрлӗ ҫӗрте сапаланса вырнаҫнӑ; ҫав сала та ӗлӗк-авал 0бломовсен пулнӑ, анчах тахҫанах урӑх алла куҫнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку яхӑнта эпӗ Географи обществинче докдад тӑвас хисеплӗхшӗн ҫунмарӑм та, ҫырса хатӗрленӗ доклада вӗсене кӑтарттаракан йыхравлӑ хыпар та илмерӗм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унта эп ку яхӑнта кӗркелех тӑтӑм, анчах яланах тенӗ пек усӑсӑр: шкул ҫуртӗнче темӗнле ҫар пайӗн штабӗ вырнаҫнӑ, классенче ҫыру машинкисем татти-сыпписӗр ҫатӑртатаҫҫӗ; учительсен пӳлӗмне питӗрсе илнӗ, директора хӑҫан тата ӑҫта курма май пурри ҫинчен никам та тӗплӗн калаймасть.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вутӑ ку яхӑнта питӗ кирлӗ.
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку яхӑнта Саньӑна курманни темиҫе кун та иртрӗ; вӑл хӑшпӗр чухне ҫӗрле ҫеҫ телефонпа шӑнкӑртаттарать, пӗррехинче тата ун патне института хам кӗрсе тухрӑм, институт ӑна экспедицине хатӗрленес майпа пӗчӗкҫӗ кӑна хайне уйрӑм пӳлӗм панӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам кӗнӗ хыҫҫӑн пӳлӗм алӑкне хупрӑм, ҫурта ҫутрӑм та вырӑн ҫине выртрӑм; ыйхӑм кӑна ку яхӑнта яланхинчен те ытларах кӗттерчӗ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир унпа пӗрне-пӗри часах ӑнланса лайӑх юлташлантӑмӑр, мӗншӗн тесен туслашма пултараймастӑп эпӗ: икӗ тусран пӗри кирек хӑҫан та теприн чури пулать, хӑйсем акӑ, ҫавӑн чури пултӑм-ха, тенипе килӗшеҫҫӗ пулсан та: — эпӗ чура пулма пултараймастӑп, хушма ку яхӑнта халӑм ҫук, хушасси — ывӑнтаракан ӗҫ, мӗншӗн тесен унпа пӗрлех тата улталасси те пулать; питех кирлӗ пулсан, манӑн тарҫӑсем те, укҫам та пур!
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Ара, пӗлетӗн вӗт-ха эс, ку яхӑнта эпӗ ниепле те чус туянма йӳнеҫтерейместӗп.
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.