Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тем ытлашшине каласа ярасран тенӗ пек Денис ҫӑварне аллипе хупларӗ.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Эльвира, хӗрелсе кайнӑскер, пӗрре савӑнӑҫлӑн ҫуталса илет, тепре кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярасран кулнӑ пек тукалать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
— Тӗрӗс мар калатӑр, Тихон Евдокимович, тӗрӗс мар! — ун сӑмахӗсенче чуна ҫатӑр чӗпӗтекен чӑнлӑх та ҫук маррине пӗлсех хирӗҫлетӗп эпӗ; чӑнахах та ӑраскалсӑр ачалӑх хурлӑхӗн ӗмӗлки унӑн чунне ҫаплах тӗксӗмлетсе тӑрать пулсассӑн; ҫав хурлӑх ӗмӗлкине сирес шутпа та хыттӑн, тулаштарса ярасран хӑрамасӑр, пач шеллемесӗр хирӗҫлетӗп эпӗ Турунова.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӗсене пӑтраштарса ярасран хӑраса, больницӑран кӑларнӑ чухне биркӑсене ан хывччӑр тесе ыйтрӑм.Испугавшись, что я их перепутаю, попросила при выписке не снимать бирки.
Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594
Мӑн эрешмен ҫӑтса ярасран хӑранипе карта хӗрринерех лекме мекеҫленеҫҫӗ, хӳтӗрех вырӑн шыраса пӗр-пӗрне чышкалаҫҫӗ, ҫыртаҫҫӗ, чӗпӗтеҫҫӗ, таптаҫҫӗ, ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Урӑх вӗсем, комсомолецсем, анчах турра тарӑн ӗненекен ҫемьесенче ҫуралса ӳснӗскерсем, ӑс-тӑнӗпе ача шутӗнчен тухса та пӗтейменскерсем, ӑшра сӑмсаланма ӗлкӗрнӗ икӗ хире-хирӗҫле «тӗнрен» (Турӑ пур — Турӑ ҫук) нихӑшне те сивлеме, ун вӗрентӗвне пӑрахӑҫлама хӑймарӗҫ, ҫавна пула, ура айӗнченех сиксе тухнӑ йӑка ӑша ҫӑтса, куҫа курӑнман вӑйсене (тен, вӗсем чӑнах пур?) кӳрентермелле тем вырӑнсӑр персе ярасран асӑрханса, пӗр-пӗринчен нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каҫхине ӑшӑччӗ, халь, ир еннелле, сывлӑм ӳкнипе пулас, ҫанталӑк ҫӳҫентермеллех сивӗтрӗ, анчах хӗр ӑна туймарӗ, вӑл малалла ерипен, ҫурхи хӗвеле хӑратса ярасран шикленнӗн утса кайрӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Каҫарӑр, Ревлен Петрович, — йӗрсе ярасран хӑйне аран-аран чарчӗ Лида.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Ха, епле! — кӗҫ-вӗҫ кулса ярасран аран тытӑнса, вӗсене хӗрхеннӗ пек кӑшкӑрса каларӗ вӗренекенсенчен пӗри.— Вот те и на! — воскликнул, изображая сочувствие, кто-то из учеников, едва удерживаясь от смеха.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫакӑн ҫинчен Хветуҫа каласа парас килет, анчах каллех хӑй сассӑр макӑрса ярасран хӑрать.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Хам ӑна хӑратса ярасран хусканма та шикленетӗп, сывлама та пӑрахрӑм темелле.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
— Анлан, Мавра аппа, эпӗ сан патна юлма пултараймастӑп! — кӳрентермелле сӑмах каласа ярасран хуравларӗ Микула.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл хыттӑнах кулса ярасран хӑйне аран чарса: — Йыттӑн ӗҫӗ ҫавӑ, уншӑн мӗн ятламалли пур? — терӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Староста нихҫан ырӑпа ҫӳременнине пӗлсе, кирлӗ-кирлӗ мар сӑмах персе ярасран астутарасшӑн, Ҫтаппан ун патнелле утрӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Арӑмӗ умӗнче ытлашши сӑмах персе ярасран Трифуна астутарайманшӑн Ҫтаппан чунтан тарӑхрӗ:
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вара хӑй те макӑрса ярасран аран-аран тӳссе: — Савнӑ тусӑм, кам кӳрентерчӗ сана? — терӗ.
XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑсса ярасран аран тӳссе, айккинелле кайса тӑчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Петӗр тетӗшӗ ҫине пӑхкаласа илчӗ, ӑна килӗшмен сӑмах персе ярасран асӑрханса, ним сӑмах та шарламарӗ.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Катя мана шавах: — Пыр шкула. Халӗ ӗнтӗ пуп ҫук. Кӑларса ярасран ан хӑра, — тет.
Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫӗрпӳ ҫулӗ ҫинчен тарсан, вӑл киле килчӗ, Касак Ваҫҫи тыттарса ярасран хӑраса нумай та тӑмарӗ, тухса кайрӗ.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.