Поиск
Шырав ĕçĕ:
Авӑ, тӳпере тӑрисем мӗн тери янӑравлӑн, мӗн тери хӗпӗртесе юрӑ шӑрантараҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Мӗн хуйхӑрса ларатӑн, Павӑл? — янӑравлӑн чӗнчӗ вӑл.
I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫавӑн ҫинчен ирхине Укахви инке выльӑх-чӗрлӗхне кӗтӗве яма тухнӑ ял-йыша радио дикторӗ пекех янӑравлӑн каласа кӑтартрӗ:
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тепӗр самантран вӑл лӑпкӑн, анчах питӗ янӑравлӑн, тунсӑхлӑрах та ҫепӗҫ юрӑ пуҫлать, дирижер ҫавӑн пекех ҫепӗҫ те юхӑмлӑн суллать…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Хуҫи ҫывӑха пырса тӑнине туйса, лаши, пуҫне кунтӑк ӑшӗнчен кӑларса, янӑравлӑн кӗҫенсе ячӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗҫех пысӑк вырӑсла хапха каллех кӗриклетсе уҫӑлчӗ, картишне умлӑн-хыҫлӑнах урхамах пек тӗреклӗ, пӗри тепринчен хӳхӗм тӑватӑ ут пуҫӗсене ухкаласа, янӑравлӑн кӗҫенкелесе килсе кӗчӗҫ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫӳллӗ хыҫлӑ ҫуна ҫӑмӑллӑн тапранчӗ, шӑнкӑрав сасси янӑравлӑн илтӗнсе юлчӗ…
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Урам кукӑрне ҫитсен ҫеҫ шӑпланнӑ урамра уйрӑмӑнах янӑравлӑн вылянакан купӑс сасси ҫывӑрса кайнӑ ҫынсене те чылайӑшне вӑратса хаварчӗ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл чӑн-чӑн ӳпкев те, хӑйӗн тӗлӗшпе уйрӑм кӑсӑклав та кӗтмест, ҫавӑнпа та Ева янӑравлӑн та хыпаланса калаҫма пуҫласан тӳрех сис-чӳленчӗ:
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Манӑн хуравӑм уншӑн питех те киленӗҫлӗн илтӗнчӗ ахӑр, мӗншӗн тесен вӑл чӑнласах тата янӑравлӑн ахӑлтатса кулма пуҫларӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ лаша чӗрнисем янӑравлӑн та ҫирӗппӗн чӑнклатнине, ҫулҫӑсем пиҫҫӗн ҫатӑртатнине, кайӑк таса та харсӑр сасӑпа кӑшкӑрнине илтетӗп.
VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Чулсенчен янӑравлӑн ҫапӑна-ҫапӑна, татӑкӑн-татӑкӑн чӑнклата-чӑнклата е пуҫ ҫийӗн шӑхӑра-шӑхӑра вӗҫсе — пульӑсем вилӗм пирки аса илтереҫҫӗ, анчах вӗсен хивре ҫак хӑрушлӑхӗнче эпӗ ҫапла тилӗрӳллӗн, хаяррӑн тӗрӗсленекен ӑраскалӑм умӗнче тӗлӗнмеллерех киленӳ тата кӑштах хӑпартлану туятӑп.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Пурнӑҫран тӑпӑлтарса кӑларнӑскерсем, — вӗсем кашни утӑмсерен янӑравлӑн чӑнкӑртатакан сӑнчӑрлӑччӗ, тӗнче тулашӗнчи пӗлтерӗшсӗр ӗҫ патне танккатчӗҫ.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Хӑлхисенче сывлӑш шӑхӑрать, ыткӑнса-ӑнтӑлса пынӑран ӳчӗ нӑйкӑшать-сурать, мӗн пурри пӗтӗмпех — сывлӑш ҫитменнипе антӑха-антӑха, чӑнкӑ ҫӗртен шыва сикнӗ хыҫҫӑн хӑлхара шав кӗрленӗн янӑравлӑн — хусканусӑрлӑхне ҫухатрӗ те унпа пӗрле ҫӗмрен пек вирхӗнсе чупма тытӑнчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Стомадор янӑравлӑн, кӑштах хӑрӑлтатса, сӑмахсене тупа тунӑн вӗҫлесе калаҫать, вӗсене пӑтраштармасть.Стомадор говорил громко, чуть хрипловато, договаривая фразу до конца, как заклятие, и не путал слов.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫавӑнпа… — пуҫларӗ Сногден, халӗ унӑн сасси малтанхи пекех, сӑмахӗсем янӑравлӑн, хӑвӑрттӑн тата витӗмлӗн илтӗнеҫҫӗ, — сирӗн аҫӑр хатӗрленсе ҫитнӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӑшал вуллине ҫӳлелле тытса Энниок икӗ кӗпҫинчен те печӗ; икӗ хутчен янӑравлӑн шартлатрӗ — уҫӑмсӑр ахрӑма куҫса сасӑ вӑрманта ҫухалчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл тӗмсен йӗпе сӗмлӗхнелле вунӑ утӑм пек чупса кайрӗ те чарӑнчӗ; мӗн пулса иртнине пӗтӗм чун-чӗрипе итлет: йытӑ тилӗрсе вӗрет; пенӗ сасӑ, тепре, тата тепре… икӗ ҫын кӑшкӑрашать; Гелли чӗри хӗрсе кайса ӗҫлекен ҫӗвӗ машини евӗр шаккать; вырӑнтан вырӑна хӑвӑрттӑн куҫа-куҫа, авкаланса-хуҫкаланса мӗлкесем ҫурма уҫӑ алӑк еннелле ыткӑнаҫҫӗ; темиҫе ҫеккунтран чӳрече кантӑкӗ тулалла янӑравлӑн тухса сирпӗнчӗ те — тавралӑх иккӗленӳсӗр, анчах ҫак самантшӑн тӗлӗнмелле шӑплӑха путрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Кун пирки эпӗ калаҫмастӑп та, — янӑравлӑн хуравларӗ Гелли, — эпӗ кунашкал япаласене хак параймастӑп.— Об этом я говорить не буду, — звонко сказала Гелли, — я не судья в этом.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Епле тӗлӗнмелле ир! — терӗ янӑравлӑн.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.