Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ех, епле, епле хавас Янӑравлӑ тапхӑр.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Хӗр сасси, ҫинҫе те янӑравлӑ сасӑ, ян-н! кайрӗ таврана.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах сӑмахсене ҫеҫ кӑшт хытӑрах, янӑравлӑ сасӑсене пӗр ҫемҫетмесӗр калаҫать.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Мӗнле илемсӗр пултӑр? — тетӗп. — Пит лайӑх-ҫке, янӑравлӑ».
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Государь-император, — терӗ вӑл янӑравлӑ та ҫинҫе сассипе.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Халӗ ӗнтӗ марш кӗвви те, ҫынсен ӑшчике хускатакан янӑравлӑ калаҫӑвӗ те, шӳчӗ те, юрри те, макӑрни те — пурте пӗр-пӗринпе хутӑшса кайрӗҫ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Сасси тата мӗнле илемлӗ те янӑравлӑ унӑн!
Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret
Ку ӗнтӗ хурасимӗс ҫӑмӑл тумлӑ улатакка — вӑрман «санитарӗ» — хӑй хырӑмне шӗкӗсемпе, йӑплака хуртсемпе (слизевиксемпе), вӑрӑм сӑмсасемпе тӑрантасшӑн сӑмсипе пӗр ухӑнмасӑр ларакан лутрарах, янӑравлӑ, варакланнӑ (е хӑвӑлланнӑ?) ватӑ хыр сӑсӑлне-янкарне таккаса кӑларасшӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Коммунистӑн янӑравлӑ сасси ҫав вӑхӑтра ӗҫсӗр ҫынсене тула, площаде, халӑх патне тухма чӗнчӗ.А голос коммуниста звал безработных наружу, на площадь, к народу.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ваня юлташ вара унӑн питҫӑмарти ҫинчи илемлӗ путӑкӗ ҫине, пӗчӗк ачанни пек ҫутӑ куҫӗсем ҫине сӑнаса пӑхрӗ, хӗрӗн янӑравлӑ та ӑшшӑн тухакан сассине итлерӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Калӑр-ха, ачасем, пирӗн патӑмӑра гуманизмпа прогресӑн сывлӑшӗ хӑш ҫӗршывран килет? — сасартӑк хӑйӗн чее те янӑравлӑ сассипе ыйтрӗ вӑл калаҫӑва хутшӑнса.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Урамран хаваслӑ Кирук чупса кӗчӗ те Пазухина янӑравлӑ сассипе сывлӑх сунчӗ, вара сӗтел ҫине, ашшӗ умне, кӗмӗл укҫа шӑнкӑрт кӑларса хучӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Уй урлӑ каҫнӑ чух вӑл хаклӑ хӑна вӗрентнӗ ҫӗнӗ юрӑсене ҫул тӑршшӗпех юрласа пычӗ, аллинчи кӗнекине ҫӗр хут та уҫӑ-уҫа пӑхрӗ, тӗллӗн-тӗллӗн вуласа савӑнчӗ, чӑвашла та ҫапла ҫыпӑҫуллӑ, янӑравлӑ, илемлӗ ҫырма пултарнинчен хытӑ тӗлӗнчӗ…
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл кадилине хытӑрах суллама, кӗреҫе сухалне каҫӑртса, янӑравлӑ сасӑпа юрлама тытӑнчӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хӑнасене кӗтсе ил! — янӑравлӑ ҫинҫе сассипе кӑшкӑрса ячӗ Нагасова.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эпӗ пӗрре шӑпах Баймашкин ӳкерсе кӑтартнӑ Пӑрчкан сӑнарлӑ хӗре куртӑм: ҫавнашкалах тӑпӑлкка кӗлеткеллӗ, хура ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ, ҫаврака пит-куҫлӑ; утти-тӑрри, ҫаврӑнкалӑшӗ ытла та вӑр-вар; сасси — уҫӑ, янӑравлӑ, ҫинҫе сасӑ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
«Ну! — кӑшӑллатса кастарнӑ ҫӑра ҫӳҫне силлентерсе, янӑравлӑ сассипе кӑшкӑрчӗ вӑл: — Хаваслӑрах кала хуткупӑсна, эпӗ ташлатӑп!»
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук тӳсеймесӗр янӑравлӑ кулса ячӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Уҫӑ та янӑравлӑ юрлакан ҫамрӑксем хушшинче Якур Кӗтерук сассине ҫеҫ илтет.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пуп та, алтарь еннелле ҫаврӑнса тӑрса, кадилипе сулла-сулла: — Господу богу помолимся! — тесе, янӑравлӑ сассипе юрласа ячӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.