Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтан, Урасмет килсе кайнӑ кун, Эрнепи татӑлса йӗчӗ, унӑн куҫӗсем шыҫӑнса, тӑртанса кайрӗҫ, часах куҫҫулӗ те тухми пулчӗ.
17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫын сӑн-сӑпачӗ епле-ха ҫапла паллайми улшӑнма пултарать: куҫ хупанкисем шыҫӑнса илемсӗрленнӗ, пит-ҫӑмартисем кӳпчесе тӑртаннӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫак нушана чӑтаймасӑр ку ачасем сывӑ юлаймарӗҫ, выҫҫа чӑтса ирттереймерӗҫ, шыҫӑнса вилчӗҫ.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
— Мана вӗлерчӗҫ, — терӗ пӗри шыҫӑнса хуралнӑ мӑйне кӑтартса; ухӑ ҫӗмренӗн наркӑмӑшӗ унӑн юн таппине чарнӑ, чӗрине ҫурнӑ.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Шыҫӑнса тӑртаннӑ алли чӗлпӗре карӑнтарнӑ чух аран-аран ҫӗкленет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Эсӗ пӗтӗмпех шыҫӑнса, хуралса каятӑн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Нумай эрех ӗҫнипе пичӗ-куҫӗ шыҫӑнса кайнӑ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Носович хӑрах урине хӑйӑр ҫийӗпе сӗтӗрсе илчӗ, теприне, ревматизмпа шыҫӑнса кайнине, хуҫлатса чӗркуҫҫилерӗ.Носович потянул по песку ногу, другую, поднял опухшие от ревматизма колени.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ленькӑн пӗтӗм пит-куҫӗ тӑртанчӗ, хӗрелме пуҫларӗ, ыраш пусси патне ҫитнӗ ҫӗре вара пӗтӗмпех шыҫӑнса кайрӗ.Ленькино лицо стало пухнуть, побагровело, а когда подошли к ржаному полю, совсем затекло.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ыйхӑпа шыҫӑнса лапӑстиленсе кайнӑскер, ҫӳҫ-пуҫне туракаларӗ те крыльца ҫине тухса тӑчӗ, хӗвел хӗртсе пӑхнӑ пирки, куҫӗсене хӗскелесе илчӗ.Заспанный и неопрятный, да, почесываясь, вышел на крыльцо и сощурился от яркого солнца.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Александр Иванович пӗтӗмпех хавшаса ҫитрӗ, шыҫӑнса кайнӑ урисене аран ҫеҫ сӗтӗрсе ҫӳрет.Александр Иванович был очень плох и с трудом передвигал отекавшие ноги.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫав тери ывӑннӑ козак, пӗтӗмпех шыҫӑнса кайнӑ; пичӗ ҫилпе куштӑркаса пӗтнӗ: ӳкнӗ те вӑл ҫавӑнтах, ним туйми ҫывӑрса кайнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӳрни вара шыҫӑнса каять.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Василий Иванович манӑн шыҫӑнса кайнӑ алӑ ҫине пӑхса илчӗ.
Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Чӗрем шыҫӑнса кайнӑ ман.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Стена ҫумне ҫапнӑ вӑрӑм пӑтасем ҫинче хаҫат ҫӗклемӗсем ҫакӑнса тӑнӑ, ҫакна пула стенасем унтан та кунтан шыҫӑнса кайнӑн курӑннӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шыҫӑнса кайнӑскер, суранланса пӗтнӗскер, сӗтел ҫитти ҫинче вӑл хӑрушӑ хӗрлӗ лаптӑк пек выртать.Распухшая, в ссадинах, она пугающим багровым пятном лежит на скатерти.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Костя унпа калаҫу пуҫлама пӑхать, анчах лешӗ ун ҫине шыҫӑнса кайнӑ куҫӗсемпе шиклӗн мӑчлаттаркаласа чалӑшшӑн пӑхса илет те чӗнмест.Костя пробует с ней заговорить, но она, опасливо моргая подпухшими веками, косится на него и молчит.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл хӑй ҫивитийӗсенчен пӗрин ҫӗтӗкне чӗре-чӗре ансӑр хӑюсем турӗ, вӗсемпе юнланса пӗтнӗ урисене чӗркесе ҫыхрӗ, шыҫӑнса кайнӑ пакӑлчак сыппине тата тепӗр хут туртса ҫыхрӗ те, каяс ҫула кайма хатӗрленчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Ҫуркунне эпӗ ӑна уйра, лагерьсем патӗнче тӗл пултӑм, вӑл пуҫне суллакаласа, пӗччен, шыҫӑнса кайнӑскер, тӗве пек утатчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.