Поиск
Шырав ĕçĕ:
Уҫӑ кантӑк витӗр йывӑҫсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӗр-пӗринпе чӗвӗлтетни илтӗнет.Весело пересвистывались птицы на деревьях за открытым окном.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗҫен кайӑк чӗвӗлтетни те, шӑрчӑк чӗриклетни те илтӗнмест.Не слышно было ни птичьего щебета, ни стрекотанья кузнечиков.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫерҫисем яланах, хӗлле те, кивӗ тимӗрҫ лаҫҫи ҫивиттин айӗнче пурӑнаҫҫӗ, вӗсем чарӑнмасӑр чӗвӗлтетни вара мӑлатукпа сунтал хыттӑн янранине илемлетсе тӑрать.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӑна кайӑксем чӗвӗлтетни ыйхӑран вӑратнӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫуркунне ҫитнине форточкӑсем витӗр ирӗлнӗ юр нӳрлӗхӗ кӗни те, ҫерҫисем ҫуйхавлӑн чӗвӗлтетни те, трамвайсем пӑрӑннӑ чух савӑнӑҫлӑн та янравлӑн чӑнкӑртатни те, юртан тасалнӑ асфальт тӑрӑх хыттӑн таклаттарса утакан ҫынсен ури сассисем те уҫҫӑнах палӑртрӗҫ; каҫсерен вара — ҫакӑнта, гранитланӑ шыв хӗррине, Мускав варрине таҫтан хӑяматӗнчен килсе тухнӑ хуткупӑс пӗр пек те ҫемҫен нӑйкӑлтатни илтӗннӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кайӑк-кӗшӗк сасси ҫеҫ — улатакка шаккани, туратсем хушшине вӗҫкелекен сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑясем хаваслӑн чӗвӗлтетни е кӗпшӗл-кайӑк выҫтаххӑн чарлатни — ҫак пӑлхануллӑ та кичем, ҫемҫе хумсемпе сарӑлакан шава тӗрлӗрен сас-чӳ хушса тӑрать.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1
- 2