Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑтӑмлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
чӑтӑмлӑ (тĕпĕ: чӑтӑмлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑх ҫынсен хушшинче хирӗҫӳллӗ самантсем тухсан чӑтӑмлӑ пулӑр.

Проявите сдержанность при конфликтных ситуациях, которые могут возникать между вашими близкими.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурӑнма пӗлни, чӑтӑмлӑ пулни йӑлара.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ун пек ҫыннӑн, каламасӑрах паллӑ, чӑтӑмлӑ та пулмалла; ҫакӑн пек ушкӑнра ларма кӑмӑл ҫуккине палӑртасса палӑртмалла, кунпа пӗрлех вӑй ҫитернине кӑтартса, хӑвӑн кӑмӑлна хирӗҫ кайма хӑвӑн хакна та ӳстермелле…

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Картран вӗҫерӗнмелле мар, чӑтӑмлӑ пулмалла.

Помоги переводом

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку япала, мӗн каласси пур, тӗреклӗ ӗнтӗ, чӑтӑмлӑ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫре чӑтӑмлӑ вӑл, хастар, текех суя-улталас йӑли те ҫук.

Помоги переводом

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ударлӑ стройкӑна паттӑр, харсӑр, чӑтӑмлӑ, чӑрсӑр ҫынсем кирлӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Иккӗмӗш этапра чи вӑйлӑ тата чи чӑтӑмлӑ звенона пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Ан вӗткеленӗр, чӑтӑмлӑ пулӑр.

Не паникуйте, проявите терпение.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Епле йывӑрлӑхсем пулсан та, чӑтӑмлӑ, ҫирӗп пулма тӑрӑшӑп…»

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Кирек мӗнле сум-ят илсен те, кирек мӗнле тум-юм тӑхӑнсан та эсӗ ачаш та ҫепӗҫ, тунсӑхлӑ та юратуллӑ, сӑпайлӑ та чӑтӑмлӑ хӗр чӗриех пулса юлатӑн.

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савнине ҫӑлас тесессӗн — унӑн чӑтӑмлӑ пулма пӗлмелле.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑрлӑхра чӑтӑмлӑ та тату пулнӑшӑн.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эрнен пӗрремӗш ҫурринче чӑтӑмлӑ пулмалла, хӑвӑра алӑра тытмалла.

В первой половине недели важно проявлять хорошие манеры, контролировать свои эмоции.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫул ҫинчен пӑрӑнас мар тесен чӑтӑмлӑ пулӑр, ан вӗчӗрхенӗр.

Чтобы не сходить с намеченного пути, будьте терпеливее, не стоит быть раздражительным.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑтӑмлӑ хӗрарӑм пурӗ пӗр парӑнма шутламарӗ…

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпир — чӑтӑмлӑ халӑх, ун пек халӑх нихҫан та пӗтмест, ырӑ ҫыннӑм…

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑтӑмлӑ, сӑпайлӑ, вӑйлӑ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ара, вӗсене ӳстернӗ чухне хамӑрӑн сӑпайлӑ, чӑтӑмлӑ, ӗҫчен те ҫивӗч куҫлӑ, асӑрхануллӑ пулмалла-ҫке.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тӑнӑҫ пурнӑҫра Ҫтаппан хӑйне хӑй лӑпка, сӑпайлӑ тытни, ҫилӗ-тарӑху килсен кӑмӑлӗ вут пек хыпса илни, инкек-синкекре, асап-хурлӑхра чӑтӑмлӑ пулни, пӗр панӑ сӑмаха ҫирӗп тытса пыни — пурте ҫаксем ӳт-пӳ, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ та сывӑ ҫынна кӗвӗллӗ паллӑсем.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней