Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тупанне (тĕпĕ: тупан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыран леш енчи кӗтӳҫ — те ача, те яш ҫын, те ватӑ ҫын — ывӑҫ тупанне куҫ харши тӗлне тытса Санька ҫинелле тинкерчӗ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Михельсон ури тупанне ҫу сӗре-сӗре тарнӑ пулӗччӗ…

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрремӗш ушкӑнӗнче — пуянсемпе вӗсен ури тупанне ҫулакансем: куштансем, кармаҫӑварсем.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна вӑрласа каяканни Карлай, чунсӑр-чӗресӗр этем, Хунчарсен ури тупанне ҫуласа пурӑнакан куштан.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, халӗ ӗнтӗ вӑл сан арӑму ҫеҫ мар, уру тупанне те ҫуллама хатӗр пулать.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем Кирукӑн ҫара ура тупанне сисӗнтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫав вӑхӑтра Лена, тутине чӑп тытса, ытла та вӑрттӑн, ывӑҫ тупанне пытарнӑ кулӑпа пыллана-пыллана, пӗр парка ӳснӗ, ҫирӗп туналлӑ яка вир кӗпҫине тӗпӗнченех татса илчӗ те унӑн серепеллӗ вӗҫӗпе Павӑл питне чӑшӑр-чӑшӑр тӗкӗнкелерӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ула Тимӗр ик ал тупанне ҫӑварӗ патне ҫавракалатса пӗрлештерчӗ те пӗтӗм чунне, ӑш-варне привод чӗнӗ пек карӑнтарса янратма пуҫларӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кактус йӗпписем унӑн аллине ыраттармаллах чикрӗҫ — ҫав йӗпсем унӑн ывӑҫ тупанне мар, чуннех пырса тӑрӑннӑ пек туйӑнчӗҫ; вӑл сасартӑк ҫав тери хытӑ тарӑхса кайрӗ те йывӑҫа тымарри мӗнӗпех кӑклама, хуҫма пуҫларӗ.

Колючки кактуса больно царапали ему руку, и он, внезапно разъярясь, словно они впивались ему не в ладонь, а в душу, принялся выдергивать растения из земли, мять их, ломать одно за другим.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Янтӑ япала ал тупанне якатать, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Макар малта стена ҫинче ылтӑн рамӑра ҫакӑнса тӑракан пысӑк портрет ҫине пӑхса илчӗ (вӑл ӑна хӑй студент чухне, Натюша ӑсран кайса юратнӑ чухне, диплом хӳтӗлеме ӳкернӗччӗ), унтан арӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ, ӑна пуҫ тӳпинчен ура тупанне ҫити художник куҫӗпе, савни куҫӗпе сӑнарӗ.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Касмуххан чунӗ ура тупанне анчӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ывӑҫ тупанне йӗпетсе, кӗсменӗсене ҫирӗпрех ярса тытрӗ те, киммӗ ҫӑмӑллӑн малалла ывтӑнтарса, юлташӗсем хыҫҫӑн юрласа ячӗ…

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ ывӑҫ тупанне пӗр ҫӗре тытса, пуп еннелле тӑсрӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Старик ӑна сивӗ куҫпа пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити виҫсе илчӗ те хыттӑнах вӑрҫса тӑкрӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манӑн ывӑҫ тупанне чӑрӑш йӗпписемпе хӑйӑр ҫыпҫӑнчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Янтул ывӑҫ тупанне саркалаҫа пӑхрӗ.

Яндул разжал ладонь — денег не было.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук ӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити пӑхса тухрӗ те савӑнса ҫурӑмӗнчен лӑп-лӑп-лӑп ҫупӑрларӗ.

Ивук оглядел товарища с головы до пяток и весело похлопал по спине.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тухса каяс чухне атте аннен кӑкӑрне, ури тупанне чуп турӗ.

А потом отец поцеловал грудь матери, приложился к ее пятке.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ну-ка, — ывӑҫ тупанне сурам пекки туса аллисене сӑтӑркаларӗ вӑл.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней