Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен мирлӗн, хӗҫ-пӑшалсӑр пухӑнма, пухусем, митингсемпе демонстрацисем ирттерме, ушкӑнпа пухӑнса ҫӳреме тата пикетсем йӗркелеме право пур.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Халӑх интересӗсемпе килӗшӳллӗн, социализмлӑ строя ҫирӗплетес тата аталантарас шутпа Чӑваш АССР гражданӗсене ҫакӑн мек ирӗклӗхсем гарантилеҫҫӗ: сӑмах, пичет ирӗклӗхӗ, пухусем, митингсем, урамра шествисемпе демонстрацисем ирттермелли ирӗклӗхсем.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Ҫавӑнпа та Мишӑн халӗ ӗҫ нумай: вӑл отряд валли кирлӗ документсем хатӗрлет, пухусем ирттерет.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Районсенче пухусем туса ирттерӗпӗр, резолюцисем йышӑнтарӑпӑр, капла вара ҫирӗпрех пулӗ.Поставим на районных собраниях, резолюцию проведем, так крепче будет.
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Цехсем тӑрӑх — кружоксенче пухусем ирттерӗпӗр, шӑматкун вара пӗрлехи пуху ирттерӗпӗр.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Е тата: сӑмах ирӗклӗхӗ ҫинчен, пухусемпе пичет ирӗклӗхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах ҫак мӗн пур ирӗклӗхсем, — рабочи класӑн пухусем тума юрӑхлӑ ҫуртсем ҫук ҫинче, лайӑх типографисем, ҫителӗклӗ таран пичетлемелли хутсем т. ыт. те ҫук ҫинче рабочи класшӑн пуш сӑмах кӑна пулма пултарнине манаҫҫӗ.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Хресченсен килӗсенче калаҫусем ирттересси, активистсен канашлӑвӗ, пӗрлешӳллӗ пухусем ҫине-ҫинех пулса пычӗҫ.Беседы в семьях, совещания активистов и общие собрания следовали одно за другим.
XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Малашне ҫакӑн пек пухусем татах та хӗрӳллӗрех иртме пуҫлаҫҫӗ.— В дальнейшем такие собрания приобретут более ожесточенный характер.
ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эпир пур батальонсенче те пухусем пухса Демьян Сергеевичпа тӗлпулу туса ирттертӗмӗр.По всем батальонам были проведены собрания — встречи партизан с Демьяном Сергеевичем.
Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫывӑхри ялсенче: Боровойре, Шугалейра, Рубежра пурӑнакан халӑх пухусем туса, нимӗҫсем куҫса ҫӳрекен ҫулсене веҫех хупса хумалла, тесе постановленисем йышӑннӑ.
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӗсен планӗсене эпӗ лайӑх пӗлсе тӑнинчен ачасем шикленместчӗҫ — вӗсем эпӗ пулӑшнине пысӑк хака хуратчӗҫ, пӗр хутчен кӑна мар мана вӗсем хӑйсен пухӑвӗсене, е ҫав вӑрттӑн пухусем пирӗн ҫуртра пулса иртнӗ чухне мана пӗчченех хуралласа тӑма шанатчӗҫ.
«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫул ҫинчи ялсенче эпир, канма чарӑнса, пухусем туса ирттеретпӗр.Останавливались на днёвки в сёлах, где проводили по обыкновению собрания.
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кун хыҫҫӑн эпир ялсенче колхозниксемпе пухусем туса ирттерме тытӑнтӑмӑр.После этого мы начали проводить в сёлах собрания колхозников.
Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
— Нумай калаҫрӑмӑр ҫав, — тесе тавӑрчӗ Эномай, — тӳрех калатӑп, мана ҫав канашлусем йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ: эпӗ — хӗҫ-пӑшал ҫынни, Тор ҫиҫӗмӗсен ячӗпе тупа тӑватӑп, ҫав мӗнпур пухусем манӑн чунӑма нимӗн те памаҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫак «лапӑрчӑк» урамсенче пирӗн пухусем пулса иртекенччӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хулара кашни кунах йышлӑ пухусем пулаҫҫӗ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пирӗн вӑрттӑн пухусем ҫинчен ахальрен пӗлме тӑрӑшмасть ӗнтӗ вӑл, паллах, Сената пӗлтересшӗн пуль-ха?
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл кашни группӑрах пухусем ирттерчӗ.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унта вӗсем: — «Хресченсем пухусем тӑваҫҫӗ, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ, чиркӗве йышӑнмаҫҫӗ», — тесе элекленӗ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Ку пухусем ҫинчен Шупашкар уесӗнчи начальниксем пӗлмесӗр юлма пултарайман.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.