Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пирӗшти сăмах пирĕн базăра пур.
пирӗшти (тĕпĕ: пирӗшти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман лавккана халиччен сирӗн пек пирӗшти ура ярса пусни пулманччӗ-ха.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫа савӑнсах кайрӗ — ӑна ыталама тӑчӗ, анчах пирӗшти пек хӗр ытама ҫакланмарӗ.

Помоги переводом

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук, паян эс мана мунча тӑрринчен пирӗшти пекех курӑнтӑн.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Аллах хӳтӗлетӗр сана гяурсенчен, ҫак панцирь пирӗшти пек сыхлатӑр, — терӗ регентша хурҫӑ кӗпене хӑех тӳмелесе ярса.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗвӗ чӑн та шурӑ хурӑн, Юмахри хӗр, пирӗшти.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Тӗлӗкре ҫӗркаҫ эп куртӑм Пирӗшти пек сар хӗре.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑр куҫлӑ сар пике // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 7 с.

Вутлӑ пирӗшти пек ыткӑнса ҫӳрет тет вӑл ҫичӗ ют ҫарӗсем хушшинче.

Он носится, словно огненный ангел, среди врагов на резвом коне.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ах, хӗрӗ, калӑн, пирӗшти, — Калаймӗ сиввӗн кӳрӗш те, — Пӑхсассӑн, ҫук, куҫна илеймӗн, Ӑҫта ху пулнине пӗлеймӗн, Пачах ҫухатӑн ӗс-тӑнна, Юрать, курмастӑн ху сӑнна.

Помоги переводом

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Надежда Силпин пирӗшти кунӗ авӑн уйӑхӗнче пулать.

Помоги переводом

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

— Чӑн та пирӗшти тейӗн, — хӑй ӑшӗнче пӑшӑлтатрӗ Павӑл.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл алӑка хупнӑ-хупманах пӳрт хуҫи — пирӗшти валли кӑмака ҫине ҫӑкӑр татки ывӑтрӗ, темскер мӑкӑртатса илчӗ, унтан хӑйне кайри пӳрте илсе кайма ыйтрӗ.

Помоги переводом

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ырӑ пирӗшти хӑвна сыхланӑ пек сана эп кунӗн-ҫӗрӗн сыхлӑн.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соньӑна бальнӑй кӗпе питӗ килӗшет: шурӑ ҫӳхе пиртен тунӑскер пирӗшти тумӗ пек туйӑннӑ, арки вӗҫӗ чӗркуҫҫирен пӗр шит кӑна аяларах, ҫавӑнпа ҫавра ура тунисем арҫын куҫӗнчен кайман.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Bon jour, monieur, Эльгеев! — таҫтан, кӑвак тӳперен пирӗшти сасси пек илтӗнчӗ Соня сасси.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен тӑпри ҫинче ним пирӗшти таврашӗ те ҫук — пӗр пысӑкрах йывӑҫ хӗреспе тепӗр пӗчӗк хӗрес кӑна.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сан сас — пирӗшти сасси!

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тирнаур — пирӗшти! — шапӑлтатма пикенчӗҫ хӗрарӑмсем; чӳрече пушанчӗ, офицерсем карлӑксемпе пукансем ҫине ларса тухрӗҫ, кантӑк леш енчи тӗрткелешӗве итлекелерӗҫ, кӗҫех шав лӑпланчӗ; Розита алӑка уҫрӗ те хӑнасене кӗртрӗ.

Тирнаур — ангел! — закричали женщины, и окно опустело, а офицеры уселись на перилах и стульях, прислушиваясь к суете за окном, которая скоро кончилась; Розита открыла дверь и впустила гостей.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пирӗшти кӗрсе тӑчӗ тейӗн ҫак пысӑках мар мунча ятлӑ ҫурта.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Сирӗн кӑнттам хӑратӑвӑра итлемешкӗн пирӗшти чӑтӑмлӑхӗ кирлӗ.

Надо иметь терпение ангела, чтобы выслушивать ваши нескладные угрозы.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Шап-шурӑ ӳтлӗскер, сарӑ ҫӳҫлӗскер, темле пырса тӗкӗнме хӑяйми таса пирӗшти пек туйӑнать вӑл.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней