Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пиншер сăмах пирĕн базăра пур.
пиншер (тĕпĕ: пиншер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пиншер ҫул пытарса усранӑ пуянлӑха вӑл вӑр-варах ҫынна кӑларса пама васкамасть.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пиншер, миллионшар айӑпсӑр ҫынна айӑпласа, пурнӑҫӗсене татнӑ.

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӗрӳ ҫапӑҫусенче ҫӗршер, пиншер салтак, тӗрлӗ техника ҫухатса, тӑшман ҫаплах Мускав ҫывӑхнелле шурӗ.

Помоги переводом

VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ахальтен мар эпир, ҫирӗммӗш ӗмӗр ҫыннисем, пиншер ҫул каяллах каласа хӑварнӑ сӑмахсене ӑса илетпӗр, шухӑша каятпӑр, малашне мӗнле пурӑнмалли пирки ӗмӗтленетпӗр.

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ара, кунашкал пиншер танкӑртату та «Асран кайми аки-сухи» юррӑн пӗрремӗш йӗрки-ҫаврӑмӗн тӗшне тӑмаҫҫӗ мар-и…

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Начар колхоз ҫинчен калаҫатпӑр пулсан, эпир ҫав колхозра пурӑнакан пиншер ҫынсен начар пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫатпӑр.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кайра пыракан колхоз — пурнӑҫран кая юлнӑ, социализмла пурнӑҫӑн тивлечӗсемпе туллин усӑ курайман пиншер ҫынсен пурнӑҫӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пирӗн пиншер ентеш алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӗв турӗ.

Тысячи наших земляков приняли для себя решение защищать Отечество с оружием в руках.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Эпир ҫак ӗҫсем сирӗн ялти Миххаран ҫеҫ мар, пиншер ытти Миххасемпе обществӑлла стройран, влаҫра ҫӗр улпучӗсемпе капиталистсем тӑнинчен килнине аван пӗлетпӗр.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑҫал вӑл Элнет юханшыв тӑрӑх пиншер тӑваткал чалӑш йывӑҫ антарчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир тунӑ ӗҫре яланах пиншер ҫын вӑйӗ, шухӑш-туйӑмӗ.

Помоги переводом

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗҫсӗр вӑрҫӑн айӑпсӑр пиншер мӗскӗнӗсем.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ вӑл, фронтран ҫӗршер, пиншер ҫухрӑм килсе, чӗнмесӗрех пӗчӗк яла ҫитрӗ, Кузнецовсен ҫемйине хуҫалла, пуҫтахланса пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑн пиншер мӗскӗнӗсем.

Помоги переводом

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Ҫук, пиншер ҫухрӑм йӗпенмесӗр утнӑ аттисене киле ҫитсен йӗпетмӗ-ха, кил-йыш умне тӗкӗр пек йӑлкӑшса, ҫуталса тӑракан атӑпа ҫитсе тӑрӗ вӑл.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫак тапхӑрта ун стенисенчен пысӑк квалификациллӗ пиншер специалист тухнӑ.

Помоги переводом

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Унта пиншер хӑна хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Пиншер ҫулсем иртнӗ — мӗн тунӑ.

Помоги переводом

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Взрыв тунине хӑлхана хупласах лартакан сасӑ илтӗнсе каять те, ҫӗр ӑшӗнчен вара темиҫе вунӑ пиншер тонна тимӗр руди сирпӗне-сирпӗне тухать.

Раздаются оглушительные взрывы, и десятки тысяч тонн руды вырываются из недр земли.

Магнитогорск // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав темиҫе пиншер километр тӑсӑлса выртакан ҫеҫен-хирте пур ҫӗрте те ҫиелте темӗн хулӑмӑш хура тӑпра выртать.

Вся эта тянущаяся на тысячи километров степь покрыта мощным пластом чернозема.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней