Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрашать (тĕпĕ: кӑшкӑраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмпех хускалать, кӑшкӑрашать тата — вӑрттӑн килӗшӳлӗхре, ҫӑтмаха аса илтерекен тӳлек-сӑпай савӑнӑҫа лекесшӗн.

Все двигалось, кричало и таинственно соглашалось там отдаваться невинной радости, напоминающей рай».

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ӑна лӗклентерет, вӑл сулланать, уринчен ури ҫине пусма хевти ҫитменрен кӑшкӑрашать.

Его тошнило, он шатался и вскрикивал, бессильный переступить с ноги на ногу.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Итлекенсен пӗр йышӗ ахӑлтатсах кулать, хӑшӗ-пӗри тарӑхса кӑшкӑрашать, анчах артист пайтине пухрӗ-пухрех.

Часть слушателей расхохоталась, иные вознегодовали, но артист все же собрал мзду.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эшкер, карчӑк тавра пуҫтарӑннӑскер, кулӑпа чыхӑна-чыхӑна, ӑнланмалла мар ятлаҫа-ятлаҫа кӑшкӑрашать.

Публика, окружившая старуху, вопила, захлебываясь кто смехом, кто бессмысленными ругательствами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Гималай упи, пӗчӗкскер, сасартӑк хӑйне такам вилесле кӳрентернӗн туйса илчӗ те ярӑнчӑкӗ ҫине хӑпарчӗ; унӑн хӑми ҫине капӑр сӑмахсем ҫырса хунӑ: «Миша ярӑнать»; упа ҫара пӳрнисемпе ҫекӗллесе явса тытрӗ, малалла-каялла йӑррӑн ярӑнма пикенчӗ, нӑйласа, нӑйкӑшса кӑшкӑрашать.

Маленький гималайский медведь вдруг почувствовал себя смертельно обиженным, влез на свою качель, доска которой была украшена надписью: «Миша качается», и, скрючив босые пальцы, проворно залетал взад-вперед, испуская тонкие скулящие возгласы.

III. Ҫӗнӗ «таркӑн» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Темӗн кӑшкӑрашать, шлюпка ҫине ларасшӑн мар.

Он что-то кричал, не хотел садиться в шлюпку.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Курӑк хушшинче хӑмӑр, йӗпкӗн хӗрлӗ тата кӑвак чечексем чӳхенеҫҫӗ; мӑклӑ тунасенчен чӑлханнӑ тӗкӗл тура тунсӑхлӑн, пӗр кӗвӗллӗн сӗрлет; инҫетри ҫутӑ пайӑркисен авӑрӗнчен вӗҫсе каҫнӑ кайӑк ушкӑнӗ негрсен оркестрне евӗрлесе кӑшкӑрашать.

Лиловые, пурпурные и голубые цветы качались в траве; слышалось меланхолическое гудение шмеля, запутавшегося в мшистых стеблях; птицы, перелетая глубину далеких просветов, разражались криками, напоминающими негритянский оркестр.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл тӗмсен йӗпе сӗмлӗхнелле вунӑ утӑм пек чупса кайрӗ те чарӑнчӗ; мӗн пулса иртнине пӗтӗм чун-чӗрипе итлет: йытӑ тилӗрсе вӗрет; пенӗ сасӑ, тепре, тата тепре… икӗ ҫын кӑшкӑрашать; Гелли чӗри хӗрсе кайса ӗҫлекен ҫӗвӗ машини евӗр шаккать; вырӑнтан вырӑна хӑвӑрттӑн куҫа-куҫа, авкаланса-хуҫкаланса мӗлкесем ҫурма уҫӑ алӑк еннелле ыткӑнаҫҫӗ; темиҫе ҫеккунтран чӳрече кантӑкӗ тулалла янӑравлӑн тухса сирпӗнчӗ те — тавралӑх иккӗленӳсӗр, анчах ҫак самантшӑн тӗлӗнмелле шӑплӑха путрӗ.

Она отбежала шагов десять в мокрую тьму кустов и остановилась, слушая всем своим существом: неистовый лай, выстрел, второй, третий; два крика; сердце Гелли стучало, как швейная машина в полном ходу; в полуоткрытую дверь выбрасывались тени, быстро меняющие место и очертания; спустя несколько секунд звонко вылетело наружу оконное стекло и наступила несомненная, но удивительная в такой момент тишина.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Йӗри-тавра тӗрлӗ тӗслӗ, капӑр пин-пин кайӑк вӗҫет, кӑшкӑрашать.

Тысячи цветных птиц кричали и перепархивали вокруг.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Пӗр ҫӳллех мар ҫар ҫынни, — пӗчӗк ҫеҫ хура мӑйӑхлӑскер, хӗрлӗ сӑнлӑскер, йӗп-йӗпех тарланӑскер, ҫухави ҫурӑлса кайнӑ гимнастерка тӑхӑннӑскер, — вагон патӗнчен боецсем еннелле ыткӑнса пырать, вӑл ҫурӑлчӑк сассипе хӑйӑлтатса кӑшкӑрашать.

Невысокий военный с черными усиками, красный, потный, с разодранным воротом, метался от вагона к бойцам — хрипел надорванным горлом.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кривонос! — кӑшкӑрашать вӑл.

Кривонос!

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эмиль ашшӗ кӑшкӑрашать, вӑрҫать, амӑшӗ макӑрать, Ида та макӑрать, Лина та.

Папа Эмиля ругался и кричал, мама Эмиля плакала, и сестрёнка Ида плакала, и Лина плакала.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Тур ҫӑлтӑрах! — каччӑсем пӗрин-хыҫҫӑн тепри ӗнерен тарнине курсан кӑшкӑрашать Лина.

— Какой ужас! — всё твердила Лина, видя, как парни один за другим спасаются бегством.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӗсем маншӑн ҫапӑҫаҫҫӗ вӗт! — кӑшкӑрашать вӑл.

Они из-за меня дерутся! — кричала она.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Хуняма пек кӑшкӑрашать: кӑна тума — юрать, кӑна — юрамасть.

— Как свекровь командует: это — можно, то — нельзя.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Гусев халӗ чӑннипех те ухмаха ерчӗ пек, — аллисене стена ҫине сарса хучӗ те чупса кайрӗ: кӑшкӑрашать, ятлаҫать, чул муклашкисене ывӑтать.

Гусев теперь точно обезумел, — раскинул руки по стене и побежал, вскрикивая, ругаясь, отшвыривая камни.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах та, Лосьпа Гусев ун еннелле утма пуҫласанах, йӗнерӗ ҫине йывӑррӑн сиксе хӑпарчӗ, унтан вӑрӑм пӳрнипе юнарӗ, чупса каймасӑрах вӗҫсе ҫӗкленсе каллех ҫӗре анса ларчӗ, чӑйӑлти-йӑнкӑрти, ҫинҫе сассипе татах кӑшкӑрашать, хуҫса пӗтернӗ ӳсен-тӑран ҫинелле кӑтартать.

Но, когда Лось и Гусев двинулись к нему, он живо вскочил в седло, погрозил оттуда длинным пальцем, взлетел, почти без разбега, и сейчас же опять сел на землю, и продолжал кричать писклявым, тонким голосом, указывая на поломанные растения.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗттӗмлӗх хытах шавлать, темскер кӑшкӑрашать, сасартӑк ҫав шӑв-шав витӗр хаяр сасӑ уҫҫӑн илтӗнсе кайрӗ:

Темнота грохотала и кричала, и сквозь весь этот грохот и крик он вдруг услышал отчетливый и страшный голос:

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ман хыҫҫӑн чупать, темӗн кӑшкӑрашать.

За мной бежит, орет чего-то.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

— Питӗ аван, — тенӗ ӑна судья, — эсӗ кайӑк чӗлхине ӑнланатӑн пулсан, кала-ха: ав ҫав кӑвакарчӑн, йывӑҫ ҫинче лараканскер, мӗн кӑшкӑрашать?

— Хорошо, — сказал судья, — если ты понимаешь птичий язык, то скажи, о чем кричит тот голубь, который сидит на том дереве?

Кайӑк чӗлхи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 10–12 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней