Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

искусствӑна (тĕпĕ: искусство) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капитализм ҫӗршывӗсенчи халӑхсене капитализм пусмӑрӗнчен хӑтарнӑ социализмлӑ революцисем искусствӑна халӑх аллине панӑ.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ленин халалӗ искусствӑна паттӑрлӑх, вӑй-хал парать, ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ тӑвать.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Нацилле музыка театрӗ ӗҫлеме пуҫлани хамӑрӑн авалтан музыкӑллӑ пулнӑ халӑх культурӑпа эстетика енӗпе мӗн тери ӳснине нимрен те ытларах кӑтартса парать, ҫавӑнпа пӗрлех халӑха ҫывӑх совет искусстви ҫинчен, халӑхра ҫыравҫӑсемпе художниксем вӗрентсе ҫитӗнтересси ҫинчен, нацилле искусствӑна аталантарас ӗҫре социализмлӑ идейӑсем хӑватлӑ пулни ҫинчен аслӑ Ленин каласа хӑварнисем пирӗн вӑхӑтра ытларах та ытларах пурнӑҫа кӗрсе пынине ҫирӗплетет.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн шутпа ҫакӑ вӑл — творчествӑллӑ позицисем тумалли йывӑр та кӑткӑс ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштармалли тапхӑр, нацилле искусствӑна ӳссе пыма анлӑ ҫул уҫса паракан тапхӑр, творчество опычӗ пухмалли тата профессилле кадрсем хатӗрлемелли тапхӑр пулчӗ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Литературӑпа искусствӑна юратать тата.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Искусствӑна ӗҫ халӑх массисем патнерех ҫывхартмалла».

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Культурӑпа искусствӑна чунтан парӑнса ӗҫленӗшӗн, пултарулӑх вӑй-халӗшӗн тата хавхаланулӑхӑршӑн пурсӑра та тав тӑватӑп.

Благодарю вас за преданное служение культуре и искусству, творческую энергию и вдохновение.

Олег Николаев Культура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/25/gla ... aet-c-dnem

«Юлашки вунӑ ҫул хушшинче пирӗн тӑван искусствӑна килнӗ ҫамрӑксем, пурте тенӗ пекех, ҫак кивӗ дивана астӑваҫҫӗ. Хӑйне евӗр историллӗ диван тес пулать ӑна», — тесе шӳтлет Каюров тепӗр чух, пӗр-пӗр ҫамрӑк таланта хӑй диванӗ ҫине вырттарса.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӑтартам сире хам искусствӑна!

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Искусствӑна ҫамрӑклах ҫывӑхскер, Элкей Павӑлӗ хамӑр театр никӗсне хывнӑ чылай ҫынсемпе пӗрле вӑй хурать: артист пулать, пьесӑсем ҫырать.

Помоги переводом

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Чӑннипех-и е искусствӑна юрататӑр кӑна? — ыйтрӗ профессор.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Искусствӑна юратакан ҫын укҫашӑн кӑна ӗҫлемест — чун туртнипе, чӗре хушнипе искусствӑпа ҫыхӑнать.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Е тата Самар кӗпернинчи чӑвашсене хамӑр искусствӑна кайса кӑтартас пулсан, — мӗн чухлӗ тӗлӗнӗччӗҫ-ши вӗсем, мӗн чухлӗ савӑнӗччӗҫ чӑваш юрри-ташшине итлеме тӳр килес пулсан е чӑвашсем спектакльсем лартса парас пулсан?

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Искусствӑна юратакан ҫын кӑна.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Влаҫри юлташсен ҫакна шута илмеллехчӗ пулӗ, ыйтӑва та анлӑрах, ҫӳллӗрех пусӑмра лартмаллачӗ-тӗр: мӗншӗн-ха искусствӑра тепӗр чухне искусствӑна чӑннипех ӑнланакан-пӗлекен ҫынсем мар, халӑх та мар — кӗвӗҫӳпе вӗчӗрхенекенсем суд тума тытӑнаҫҫӗ?

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Культурӑна, искусствӑна, спорта тата вӗрентӗве аталантарас ӗҫре вӑйлӑ тӑрӑшнӑ общество деятелӗсене декабрь уйӑхӗнче Хусанта чыслӗҫ.

Помоги переводом

Ҫулталӑк тӗллевӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Ҫак ирӗклӗх вӑл наука тӗпчевӗсене, изобретенипе рационализаци ӗҫпе анлӑ сарса пынипе, литературӑпа искусствӑна аталантарнипе пурнӑҫланса пырать.

Она обеспечивается широким развертыванием научных исследований, изобретательской и рационализаторской деятельности, развитием литературы и искусства.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Король керменне тӑтӑшах ҫӳреттӗм, хамӑн искусствӑна питӗ юрататтӑм.

Часто бывал во дворце и очень любил свое искусство.

Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.

Ҫамрӑк чухне эпӗ хирургине, урӑхла каласан, ӑнсӑртран пулнӑ суранпа инкек-синкеке тата урӑх ҫын ҫапса амантнине тӳрлетекен искусствӑна вӗрентӗм.

В молодые годы я изучал хирургию, то-есть искусство излечивать раны и повреждения, полученные случайно или нанесенные чужой рукой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех эпӗ мӗн ҫамрӑкранах наукӑсемпе искусствӑна вӗренсе пынипе, пурӑна киле, ҫапла вӗреннипе пуринчен те иртсе каяттӑм.

Одновременно с ранней юности я принялся бы за изучение наук и искусств и в конце концов затмил бы всех своей ученостью.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней