Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

заместителӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турслета уҫнӑ церемоние район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Алексей Данилов хутшӑннӑ, ачасене тӗрлӗ ҫитӗнӳсем суннӑ, ҫамрӑк туристсемшӗ икӗ кун чи усӑллӑ та тулли пуласса шаннӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлекре пӗтӗм районти турслет иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3778405

Предпринимательлӗх тата туризм министрӗн ҫумӗ Ильнур Тактаевӑн тата Ляонин провинцин коммерци управленийӗн начальникӗн заместителӗ Чжан Вэйдунӑн тӗлпулӑвӗ Пушкӑртстанри делегаци КНР пырса кайнӑ шайра иртнӗ, правительство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх.

Помоги переводом

Пушкӑртра Китайӑн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3769766

Надежда ИВАНОВА, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн заместителӗ: «Инаугураци вӑхӑтӗнче Владимир Путин хӑйне чӑн-чӑн лидер, ҫирӗп тӗллевлӗ руководитель пек кӑтартрӗ. Ҫӗршывра пурӑнакан мӗнпур ҫын Владимир Владимировичпа мӑнаҫланать, пӗтӗм ҫӗршыв ун тавра пӗр чӑмӑра пухӑннӑ. Вӑл Раҫҫее ура ҫине тӑратнӑ, социаллӑ тата экономикӑллӑ аталанӑвне тивӗҫтернӗ. Тӑван ҫӗршывӑмӑр малалла та Владимир Путинпа пӗрле ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тӑвасса иккӗленместпӗр».

Помоги переводом

Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m

Симон Васильевич Коробкин, министр заместителӗ, урамра пирус мӑкӑрлантарса тӑраканскер, Левене аякранах палласа илет:

Помоги переводом

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Паянтан эсӗ арӑмун тислӗк енӗпе ӗҫлекен заместителӗ пулатӑн.

Помоги переводом

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пуҫне чикет те, кутӑн чака-чака, пуҫлӑх пӳлӗмӗнчен тухать, вара заместитель алӑкӗ ҫине мӗн ҫырнине икӗ-виҫӗ хутчен те вуласа тухать: «Министр заместителӗ — Коробкин С. В.» тесе ҫырнӑ иккен хура кӗленче ҫине.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ ура ҫине тӑнине кура, министр заместителӗ стакана графин ҫумне лартать:

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Министр заместителӗ пӗчӗк кӗнеки ҫине каллех тем ҫырса хурать, тарланӑ ҫамкине типӗтет те сифонран пӑчӑр-пӑчӑр шыв ярса: — Уфф, ҫунтарать паян, — тет ӗҫнӗ май.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапла шутлама ӗлкӗрет ҫеҫ вӑрманҫӑ, министр заместителӗ, трубкӑна тытса, сылтӑммипе телефон кӑлтӑрмачне ҫавӑрать.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Министр заместителӗ тимлӗн итлесе ларать вӑл каласа панине, умӗнчи блокночӗ ҫине тем ҫыра-ҫыра хурать.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пач кӗтмен чух «Ивановвкубе» хушма ятпа ҫӳрекен Иван Иванович Иванов — лесничий заместителӗ килсе кӗрет.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тикашпа Хӗрлӗҫыр ялӗсенче пурӑнакансемпе Вӑрмар муниципаллӑ округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Юрий Иванов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Пронин, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн строительствӑпа территорисен аталанӑвӗн управленийӗн строительство пайӗн начальникӗн заместителӗ Екатерина Иванова, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн Тикашри пӗр мандатлӑ суйлав округӗн депутачӗ Владимир Яковлев тӗл пулса калаҫрӗҫ.

Помоги переводом

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Ҫавӑн пекех Хӗрлӗҫыр ялӗнче пурӑнакансене паллӑ пулӑм ячӗпе Тикашри территори пайӗн пуҫлӑхӗ Валерий Нарсов, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн культура аталанӑвӗн тата библиотека ӗҫӗсен центрӗн директорӗ Алена Саминова, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн строительствӑпа территорисен аталанӑвӗн управленийӗн строительствӑпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн пайӗн начальникӗн заместителӗ Екатерина Иванова ӑшшӑн саламланӑ.

Помоги переводом

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Культура министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Татьяна Казакова пӗтӗмӗшле халӑха культура ҫуртне илӗртмелли майсем пирки, малашнехи аталану ҫул-йӗрӗпе паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Канашлӑва ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Татьяна Казакова, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Сывлӑх сунса, призывниксене район администраци пуҫлӑхӗн заместителӗ Алексей Данилов тата районти ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин тухса каланӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлекре Призывник кунӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3755469

Афганец-воинсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ, ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ Артур Галеев, районти ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин сӑмах каланӑ.

К присутствующим воинам-афганцам обратились первый заместитель главы администрации района, начальник управления сельского хозяйства Артур Галеев, военный комиссар района Салават Абдуллин.

Пишпӳлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... un-3646508

— Эпӗ аслӑ сержант званипе пехота взвочӗн командирӗн заместителӗ пултӑм, - малалла калать Владимир Тефтерев.

Помоги переводом

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

Пӗтӗм процесс темиҫе минут йышӑнать, — ӑнлантарнӑ Пушкӑртстанри Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗн заместителӗ Марат Гадилов.

Весь процесс займет несколько минут, – прокомментировал заместитель председателя Центральной избирательной комиссии Республики БашкортостанМарат Гадилов.

Обходчике кӗтсе илӗр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3641600

Чӑваш АССР Министрӗсен Совечӗ ҫумӗнчи радиовещанипе телевидени комитечӗн председателӗн заместителӗ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней