Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

горницӑна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Казаксем, кухньӑна тата горницӑна кӗҫҫесем сарса пӑрахса, ҫывӑрма выртрӗҫ ӗнтӗ, ҫывӑрас умӗн юлашки хут табак туртса ячӗҫ.

Казаки уже легли спать, расстелив в кухне и горнице полсти, курили остатний перед сном раз.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Дуняшка пӗтӗм горницӑна шӑнкӑрав пек янӑратса кулса ячӗ, пуҫне ухса илчӗ; унӑн хиврен ҫивӗтлесе лартнӑ хура ҫивӗчӗсем хулпуҫҫийӗ урлӑ ӳксе, ҫурӑм тӑрӑх калта пек явӑнса анчӗҫ.

— Дуняшка бубенцами рассыпала смех по горнице, мотала головой, и черные, туго заплетенные косички ящерицами скользили по плечам ее и по спине.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑштах тӗлӗнсе, вӑл горницӑна кӗчӗ.

Слегка удивленный, прошел в горницу.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме пулӑшас шутпа кӑвак шуҫӑмлах тӑнӑскер, горницӑна ҫывӑрма каять.

Наталья, встававшая с зарей, чтоб помочь в стряпне, уходила в горницу досыпать.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хатӗр ҫитерсе, горницӑна кӗчӗ.

Окончив сборы, пошел в горенку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юрӑ горницӑна куҫрӗ.

Песня перекинулась в горницу.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька мӑшкӑлӗнчен Наташӑна аслашшӗ Гришака хӑтарчӗ: вӑл, чукмар пуҫлӑ туйипеле урайӑн ҫирӗплӗхне хыпашласа тата усӑнса аннӑ сухалӗн сарӑ сӳсленчӗкне шӑлкаласа, горницӑна кӗчӗ, туйипеле Митькӑна тӗкрӗ те ҫилӗллӗн: — Эсӗ мӗн вӗркесе килтӗн кунта, ирсӗр йытӑ, аҫ? — терӗ.

Выручал Наталью дед Гришака: входил он в горенку, щупая шишкастым костылем прочность пола и разглаживая желтую коноплю свалявшейся бороды; тыча в Митьку костылем, спрашивал: — Ты чего, поганец, заявился сюда, ась?

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗпеле тата работниксемпе пӗрле Митька хиртен таврӑнчӗ, ҫӑвӑнмасӑр-тумасӑрах, хӑпарса тухнӑ урисенчен хирте тӑхӑнмалли йывӑр чирикӗсене хывса пӑрахмасӑрах, Наталья патне горницӑна кӗрсе кайрӗ, юнашар пырса ларчӗ.

Митька приезжал с отцом и работниками с поля, — не умываясь и не скидывая с намозоленных ног тяжелых полевых чириков, проходил к Наталье в горницу, подсаживался.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон хӗрринче шыв вӑкӑрӗсем лӑрӑлтатни илтӗнет, салхурах хулӑн сасӑсем пӗр хут чӳрече витӗр горницӑна шӑвӑнса кӗреҫҫӗ.

У Дона гудят водяные быки, угрюмые басовитые звуки ползут через одинарное оконце в горницу.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнтан вара вӑл унтан-кунтан тупкалама тытӑннӑ, ют хӗрарӑмсемпе, аскӑнланса пурӑнакан жалмеркӑсемпе ҫыхланса кайнӑ, Аксинйӑна кӗлете е горницӑна питӗрсе хӑварса, кашни каҫах тенӗ пек килтен тухса кайса ҫӳреме пуҫланӑ.

С той поры стал он прихватывать на стороне, путался с гулящими жалмерками, уходил чуть не каждую ночь, замкнув Аксинью в амбаре или горенке.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий чӗвен утса горницӑна кӗчӗ, праҫникре тӑхӑнмалли лампаслӑ шӑлаварне тирпейлӗн пӑтана ҫакрӗ, сӑхсӑхса илчӗ, выртрӗ.

На цыпочках Григорий прошел в горницу, разделся, бережно повесил праздничные, с лампасами, шаровары, перекрестился, лег.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич Дарья урипе таптаннӑ курӑк; епле тӳрленнине пӑхкаласа тӑчӗ те горницӑна кӗчӗ.

Пантелей Прокофьевич поглядел, как прямится примятая Дарьиными ногами трава, пошел в горницу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Прокофий ултӑ казака аяккалла сирпӗнтерсе янӑ та, горницӑна хирӗнсе кӗрсе, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне ярса илнӗ.

Прокофий раскидал шестерых казаков и, вломившись в горницу, сорвал со стены шашку.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ерофей Кузьмич аллисене сӑтӑркаласа горницӑна кӗчӗ.

Ерофей Кузьмич вошел в горницу, растирая руки.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Час-часах горницӑна кӗркелесе ларать ӗнтӗ вӑл, ытти ҫынсем пекех, хуйхи-суйхине кура, пурнӑҫри вак-тӗвек япаласем ҫинчен калаҫса ларать.

Она частенько засиживалась с ними в горнице, разговаривая, как многие люди в горе, о каких-нибудь мелочах жизни.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Марийка горницӑна кӗчӗ.

Марийка вошла в горницу.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Володя васкавлӑ ҫикелесе, Гриценко ҫуртӗнчен тухма хатӗрленсеччӗ ҫеҫ, алӑк шалтлатрӗ те, тул тӗттӗмлӗхӗнчен ялтӑртатакан хура куҫӗсене хӗссе, тем пысӑкӑш, калама ҫук чипер, тӗлӗнмелле аван кӗлеткеллӗ пӳ-силлӗ ҫын горницӑна пырса кӗчӗ.

Когда Володя, наспех поев, уже собирался уходить из домика Гриценко, хлопнула дверь, и из темноты двора вошел в горницу, щуря блестящие черные глаза, огромный, необыкновенно красивый и на диво хорошо сложенный человек.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мана шалти, тӑвӑр, анчах та чылаях таса пӳлӗме, горницӑна, илсе кӗчӗ.

Ввел меня в горницу, тесную, но довольно чистую.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней