Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аллинчи тутӑрне вӗлкӗштерсе, пушмакне пӗр хӗрхенмесӗр урипе темӗнле те ҫавӑркаласа та пӑркаласа тем те пӗр тӑва-тӑва кӑтартать, хӑй хыҫҫӑн туртӑнакан вӑйӑ картине тӗлӗнсе каймалла пӑркалантарать: вӑйӑри ҫынсем пӗрре ҫурма ункӑ туса ҫаврӑнаҫҫӗ, тепре, ҫывӑрма выртнӑ ҫӗлен пек, ҫӑмхаланса пуҫтарӑнаҫҫӗ, е каялла саланса тӑрса тухаҫҫӗ, е тата мӗнле те пулин ӑс-пуҫ ҫавӑрса илмелле мар фигурӑсем тӑваҫҫӗ.
XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
— Сирӗншӗн вӑйӑ, маншӑн пулсан — вӑйӑран вӑкӑр тухӗ.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫав вӑхӑтра Томӑн юлташӗсем ҫӗнӗ вӑйӑ вӗренчӗҫ: кушак виллисене тӗпчесе ҫӳреме тапратрӗҫ, ҫав вӑйӑ кашни хутӗнчех Тома тискер ӗҫ пулса иртни ҫинчен астутарчӗ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем вӑйӑ каланӑ чухне хӑвна мӗнлерех тытмаллипе, йӗркине, юрлас вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ, вӑйӑ каласа кӑтартрӗҫ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Ҫавӑн пекех ЖКХ объекчӗсене, палӑксене юсасси, пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси, кану, ача-пӑча тата вӑйӑ площадкисене хӑтлӑх кӗртесси тата ытти те.
Ҫулсене юсасси - малта // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51134-culs ... assi-malta
Ҫирӗклӗ ял клубӗнче вӑйӑ кунӗ иртнӗ.
"Ӗҫе — вӑхӑт, мыскарана — сехет" // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... et-3907874
Вӑйӑ процесӗ – пултарулӑхра кӑмӑл-туйӑма ирӗке ярасси, активлӑ канма тата темӗн чухлӗ ҫутӑ туйӑмсем илме май парасси!
"Ӗҫе — вӑхӑт, мыскарана — сехет" // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... et-3907874
Вӑйӑ Патӑрьелсем ҫӗнтернипе, 9:0 шутпа вӗҫленнӗ.
Футболистсем – маттурсем // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51028-futb ... -mattursem
Ирхи «Салям» шоу эфирӗнче БСТ каналӗнче хаҫат ҫырӑнакансен хушшинче йӑлана кӗнӗ вӑйӑ пулса иртнӗ.
"Республика Башкортостан" издательство ҫурчӗн икӗ супер призӗ Аургазӑ районӗнче пурӑнакансене лекнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/novosti/2024-08- ... kn-3884379
Тата «Савӑнӑҫлӑ мечӗк» вӑйӑ программи иртнӗ.
Пӗр харӑс, пӗрле! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... le-3888905
Ситекпуҫӗнчи «Экологи сукмакӗпе» Культура ҫурчӗ вӑйӑ программин пӗр саманчӗ чечек лартасси пулнӑ.
Экологи сукмакӗпе // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... pe-3892682
Экстремизмпа терроризм профилактики енӗпе ҫамрӑксен хушшинче ӗҫлекен «Планета ҫинче мир — ачасем телейлӗ» программа шайӗнче, Калинин ял совечӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчӗ А.Д. Зиганшина «Ачасем террора хирӗҫ!» вӑйӑ программи ирттернӗ.
Калинин ял Советӗнче экстремизмпа терроризм профилактики енӗпе ачасемпе вӑйӑсем ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... rn-3892671
Мӑнукӗсем тӗрлӗ вӑйӑ выляҫҫӗ, анчах чи юратнӑ вӑййи, шкулла выляни пулать.
Вӗрентекенсен династине малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... at-3895172
Ҫакӑн пек тӗлпулусенче яланах эмоцисем туллиех тата вӗсем май килнӗ таран интереслӗ иртеҫҫӗ, вӑйӑ тематики вара команда ӑс-тӑнне ҫӗклет те ҫӗнтерӳпе хавхалантарать!
Ситекпуҫӗнчи библиотекӑра литература квесчӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3895206
Ӑсчахсем тахҫанах вӑйӑ процесӗ ӑс-хакӑла лайӑхлатнине, вӗренӳ процесне киленӳ хушнине тата ҫын аталантарассине самаях хӑвӑртлатнине кӑтартса панӑ.
Ситекпуҫӗнчи библиотекӑра литература квесчӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3895206
Вӑйӑ программи ачасене ҫул-йӗр правилисене, урамсемпе ҫулсем ҫинче хӑйсене мӗнле тытмалли тӗп правилӑсене ҫирӗплетес тӗллевпе иртнӗ.
Пишпӳлекри ҫамрӑк гвардеецсем Пӗтӗм тӗнчери светофор кунне халалланӑ вӑйасем ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3876281
Вӑйӑ картине чӑваш тумӗтӑхӑннӑ хӗрарӑмсем тӑчӗҫ.
Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта // Михаил КУЗНЕЦОВ. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%bd%d3%9 ... %82%d0%b0/
Вӑйӑ картине тӑриччен округ пуҫлӑхӗ Н.Н. Раськин ял халӑхне саламларӗ, ялти хастар ҫынсене: Александр Яковлева, Александр Плеткина, Владимир Краснова Хисеп хучӗ парса чыс турӗ.
Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта // Михаил КУЗНЕЦОВ. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%bd%d3%9 ... %82%d0%b0/
Ҫав вӑхӑтрах хаваслӑ вӑйӑ ачасем хушшинче те иртрӗ.
Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта // Михаил КУЗНЕЦОВ. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%bd%d3%9 ... %82%d0%b0/