Поиск
Шырав ĕçĕ:
Заданисене пурнӑҫланӑ тата вӑййа вылянӑ чухне ачасем ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне урамра хӑйсене хӑрушсӑр тыткалама хӑнӑхнӑ.
Ача садӗнче ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... ln-3788360
Асӑннӑ вӑййа юратакансен «Шанӑҫ лиги. Пӗчӗк кубок» дивизионра 81 регионти 198 команда шутланать.
«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/
— Шыраттӑмччӗ, — хуравлать ача пуҫне усса, мӗншӗн тесен тусӗсемпе вӑййа пуҫӑнса путек ҫинчен мансах кайнӑ вӑл.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Чӑваш хӗрарӑмӗсен яланхи ҫи-пуҫӗ ку, пирӗн хӗрсем кун пек ҫи-пуҫпа Акатуя каяҫҫӗ, пӗве хӗрринчи ватӑ йӑмрасем патне вӑййа тухаҫҫӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Вӑййа тухнӑччӗ те, киле балалайка илме ячӗҫ.
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Наполипе» иртнӗ матчра Астори Эсекьель Лавессипе ҫапӑнса пӗчӗк ура туни шӑммине хуҫнӑ, ҫавна пула 2,5 уйӑх хушши вӑййа тухайман.
Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8
Анчах кӗтмен ҫӗртен ӑна пулӑшакан тупӑннӑ — Сигэра Миямото покемонсемпе ҫыхӑннӑ икӗ пӗрремӗш вӑййа — Pocket Monsters Red-а тата Pocket Monsters Green-а — кӑларма пулӑшать.
Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8
Сатосине вӑййа тума вӑрах вӑхӑт кирлӗ пулнӑ — вӑл чӑннипех те калама ҫук чаплӑ ӗҫ хатӗрлесшӗн пулнӑ.Сатоси очень долго работал над игрой — он хотел выпустить нечто по-настоящему грандиозное.
Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8
Вӑййа уҫӑ сывлӑшра ирттернӗ, ӑна Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунне тата Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ.Игра была проведена на свежем воздухе и приурочена к Году семьи и Дню защитника Отечества.
Ача садӗнче "Зарница" иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3659010
Вӑййа тухма пуҫласан, кӗлеткине хӗр илемӗ кӗтӗр тесе, кӑкӑрӗсем вырӑнне мӑкӑрӑлчӑксем туса ҫӗленӗ хӑю ҫыхса ҫӳретчӗ, тет.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ху ҫирӗмре, вӑййа тухмастӑн та темелле, хӗрсемпе калаҫмастӑн.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Похвиҫнӗ ял халӑхӗпе пӗр-икӗ кун хутшӑнтӑмӑр — каҫхине вӑййа тухса ҫамрӑксен юрри-ташшипе килентӗмӗр, тӑрӑшсах юрӑ сӑмаххисене ҫырса илтӗмӗр, вӑйӑ йӗркине ӳкертӗмӗр.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Каҫ-каҫ вӑййа тухма, кӗр ҫитсен улаха ҫӳреме пӑрахрӗ, ӗҫре-мӗнре хӑй ҫывӑхне никама та ямарӗ, мӗн шкултан вӗренсе тухичченех хӑйне ҫапла тытрӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Каҫхине вӑл ҫырма хӗрринчи кӗлет умне вӑййа тухрӗ.
9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӗрӗ вӑййа тухса кайсанах вырӑн ҫине выртрӗ, анчах та чылайччен ҫывӑрса каяймарӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ванюшпа Ваҫиле вӑййа хутшӑнас темерӗҫ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле уйрӑмах Ванюш вӑййа купӑспа килнине юрататчӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Халь унӑн чи малтан вӑййа тухма юрамасть, тантӑшӗсем тӳрех асӑрхӗҫ те кулӗҫ унран.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вырсарникун ҫеҫ кӗтмен уяв ҫитрӗ пулас — урамра ҫамрӑксене вӑййа тухма илӗртекен купӑс сасси илтӗнчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ванюш тепӗр каҫ та, виҫҫӗмӗшӗнче те пымарӗ вӑййа.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.