Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӳсӗркелесе пырне тасатрӗ те колхозникӑн паянхи пурнӑҫӗ, унӑн тивӗҫӗ ҫинчен витӗмлӗн калама пуҫларӗ.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӗр сӑмахсене татса та витӗмлӗн каларӗ…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑйне хӑй ответлӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшса, вӑл аллине хӗрлӗ пиҫиххийӗ хушшине чикрӗ, сасси хыттӑн та витӗмлӗн янӑраса тухрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Асӑннӑ мероприятисем ку ҫулхи - Чӑваш Енри телейлӗ ачалӑх ҫулне тата Раҫҫейри педагогпа наставник ҫулне витӗмлӗн пуянлатӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Акӑ вӑл лӑпкӑ сасӑпа, анчах витӗмлӗн каласа хучӗ:
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Илемлӗ сӑмах мелӗсемпе халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫне витӗмлӗн сӑнласа парас, ҫапла туса хальхи самана ҫыннисене ҫӗннишӗн тата хастарлӑрах тӑрӑшма хавхалантарас ӗмӗте тытса ӗҫлекен писательсен шутне Мранька Микихверӗ те кӗрет.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Хан элчӗн пыл пек юхакан сӑмахӗсене киленсе итлерӗ, анчах, темшӗн-ҫке, питех витӗмлӗн тухмарӗҫ вӗсем.
6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Марине сӑмахне ҫирӗплетмелле аллипе витӗмлӗн сулчӗ те ҫынсем хушшине пӗшкӗнчӗ.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ман шутпа, ҫак хайлавсен асамлӑ хӑвачӗ сӑвӑҫӑн пысӑк пултарулӑхӗнче, сисӗмлӗ чун-чӗринче, пуян тавракурӑмӗнче, ҫивӗч ӑс-тӑнӗнче, пурнӑҫри пулӑмсене ӗнентерӳллӗн те витӗмлӗн кӑтартса пама пултарнинче.
Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor
Ҫӗнӗ Шупашкарӑн кашни ҫитӗнӗвӗнчех кунта пурӑнакансен пӗрлехи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗ тата вӗсем тӑван хулана чунтан юратни, ӑна хӑтлӑрах та илемлӗрех, хальхи вӑхӑта тивӗҫтермелле тума ӑнтӑлни витӗмлӗн палӑрса тӑрать.
Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/08/27/glava ... aet-s-dnem
— Профессорпа калаҫас тетӗр пулсан, эсир, юлташсем, малтан ҫӗлӗкӗрсене хывӑр тата чӗлӗм туртма пӑрахӑр е… аудиторинчен тасалӑр, — сасӑ хӑпартмасӑрах витӗмлӗн асӑрхаттарчӗ Гордягин.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӗр ача, нянькӑран иртсе кайса, Детрея хирӗҫ хӑюллӑн утса пычӗ те ӑна урисенчен ҫавӑрса тытрӗ, витӗмлӗн каласа хучӗ:
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— …«Хумсем ҫинче чупакан! — Филатрӑн тикӗс пуплевне хӑваларӗ те Дэзи — хӑйӗн тӗшмӗртӗвӗ тӗрӗссишӗн хыпса илчӗ, унтан лӑпкӑн вырнаҫса ларчӗ, — витӗмлӗн евитлет тейӗн: «Мана ҫакӑ кӑна кирлӗччӗ, халӗ вара чӗнместӗп».
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн сӑнӗ эпӗ пӗлекенни евӗр мар, — туллин ун пекрех мар, анчах ҫавах, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна тӳрех паллани те витӗмлӗн кӑтартать: художник темӑна питӗ лайӑх уҫса панӑ, хӑй пӑхса хакланӑ нумай-нумай сӑн хушшинче суйласа илсе ҫапларах пӗтӗмлетнӗ ахӑр: «Ҫакӑ ҫеҫ ҫав сӑн пулмалла, пӗртен пӗр ӑна кӑна касса кӑлармалла».
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн хура хитре куҫӗсем лутра харшисен кукӑрӑлчӑк айӗнче витӗмлӗн куҫаҫҫӗ.Его черные красивые глаза внушительно двигались под изломом низких бровей.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Апла-и е капла-и — отряд малалла витӗмлӗн талпӑнать-куҫать.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Дюрок калавне ҫав тери витӗмлӗн вӗҫлерӗ те — унӑн мана вак-тӗвекпе паллаштарас кӑмӑл ҫуккине ӑнлантӑм.Дюрок так законченно выразился, что я понял его нежелание приводить подробности.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Акӑ мӗн, — Хейль ҫакна васкамасӑр тата витӗмлӗн каласа хучӗ, — пире сӳпӗлтетӳпе е элекпе сиен кӳресрен асӑрханӑр.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Пӑрахса хӑварнӑ хитре ҫурт евӗр — витӗмлӗн те сивлеккӗн аталанса пыракан ӑраскал Галеран чӗрине хӗстерсе чӗпӗтет.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫавӑнпа… — пуҫларӗ Сногден, халӗ унӑн сасси малтанхи пекех, сӑмахӗсем янӑравлӑн, хӑвӑрттӑн тата витӗмлӗн илтӗнеҫҫӗ, — сирӗн аҫӑр хатӗрленсе ҫитнӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.