Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ачашланма (тĕпĕ: ачашлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫавӑн хыҫҫӑн асатте ачашланма пуҫларӗ, шыва кӑҫатӑ тӑхӑнса ҫеҫ кӗрет.

Но только после дед избаловался, в реку стал лазить только в валенках.

Асатте кӑҫатти // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 111-114 с.

«Ҫамрӑк ҫынсем ачашланма ухатах мар», — тесе хытарнӑ вӑл ӑна.

«Молодые люди до этого не охотники», — твердил он ей.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Йытӑ пушшех хаяррӑн вӗрчӗ те тӑрук ерипен йынӑшма, такампа ачашланма пуҫларӗ.

Собака лаяла все яростнее и злее и вдруг начала тихо поскуливать и ласкаться к кому-то.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл казачка тутинчен юлнӑ кӑшт тӑварлӑрах шӑрша туйса, унӑн ачашланма тарават ӳтне, ҫав ӳтрен кӗрекен чапӑр пылӗпе, тарпа, хӗрарӑм ӑшшипе хутӑш кӑткӑс шӑрша типтерлӗн аса илсе ҫывӑрса кайрӗ…

Он уснул, ощущая на губах солонцеватый запах ее губ, бережно храня в памяти охочее на ласку тело казачки и запах его — сложный запах чабрецового меда, пота и тепла.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич ури патне ачашланма пысӑк куҫлӑ чӑпар кушак аҫи пырса тӑчӗ.

Под ноги Пантелею Прокофьевичу подошел было поластиться рябой большеголовый кот.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шуйттанӗ ӗнтӗ Солоха патӗнче шӳт туса мар, чӑннипех ачашланма пуҫларӗ: Солоха аллине вӑл, заседатель пуп хӗрӗн аллине чуптунӑ пек, ҫав тери хуҫкаланса чуптума тытӑнчӗ.

Черт между тем не на шутку разнежился у Солохи: целовал ее руку с такими ужимками, как заседатель у поповны.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сиксе илсе, Черня хуҫа ури патӗнче ачашланма тапратрӗ.

Подскочив, Черня начал ласкаться у ног хозяина.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пынӑ ҫынсене тем пысӑкӑш йытӑ тапӑнчӗ, юрать-ха, вӑл Иван Остена палласа илчӗ те ачашланма тытӑнчӗ.

На путников бросилась овчарка, но, узнав Ивана Остена, стала ласкаться к нему.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗлет-и вӑл ачашланма?

Знает ли он ее?

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑраннӑ хыҫҫӑн Вера Павловна вырӑн ҫинче нумайччен ачашланса выртать; вӑл ачашланма юратать, кӑшт тӗлӗрнӗ пек пулать, ҫук, тӗлӗрмест вӑл, мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлать; выртать вӑл тӗлӗрмесӗр, шухӑшламасӑр — ҫук, шухӑшлать: «Епле ӑшӑ, ҫемҫе, аван, питӗ ырӑ ирхине ачашланса выртма; упӑшки, урӑхла каласан, «савнӑ тусӗ» вӑтам пӳлӗмрен, — ҫук, вӑтам пӳлӗмсенчен пӗринчен, халӗ ӗнтӗ вӑтам пӳлӗм иккӗ, ку вӑл качча тухни тӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайсан-ҫке-ха, — «Верочка, вӑрантӑн-и?» — тесе каличчен ачашланса выртать.

Вера Павловна, проснувшись, долго нежится в постели; она любит нежиться, и немножко будто дремлет, и не дремлет, а думает, что надобно сделать; и так полежит, не дремлет и не думает — нет, думает: «Как тепло, мягко, хорошо, славно нежиться поутру»; так и нежится, пока из нейтральной комнаты, — нет, надобно сказать: одной из нейтральных комнат, теперь уже две их, ведь это уже четвертый год замужества, — муж, то есть «миленький», говорит: «Верочка, проснулась?»

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӑй патне ачашланма пынӑ кушак аҫине тапса сирпӗтрӗ, ирхи апата ларсан, арӑмне кӑлӑхах «ухмах» тесе хучӗ, сӗтел хушшинче хуҫалӑх ҫинчен калаҫнӑ чух вырӑнсӑр сӑмах хушнӑшӑн кинне кашӑкпа хӑмсарса илчӗ, ӑна ҫитӗннӗ хӗрарӑм мар, пӗчӗк ача вырӑнне хучӗ, тейӗн.

Оскорбил действием ластившегося к нему кота, за завтраком ни с того ни с сего обозвал жену «дурехой», а на сноху, неуместно вступившую за столом в хозяйственный разговор, даже замахнулся ложкой, как будто она была маленькой девчонкой, а не взрослой женщиной.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вара тинех вӑл, ӗҫ хыҫҫӑн канма тесе, ӗҫченленсе выртнӑ ҫӗртен урӑхларах, ӗмӗтленме те ачашланма меллӗрех майланса выртать.

Тогда только решается он отдохнуть от трудов и переменить заботливую позу на другую, менее деловую и строгую, более удобную для мечтаний и неги.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пирӗн, паянхи хӗрсен, кӑштах ачашланма та юрать.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней