Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

анаталла сăмах пирĕн базăра пур.
анаталла (тĕпĕ: анаталла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул тӑрӑх ҫумӑр шывӗ анаталла юхнӑ йӗр, ҫӗлен кӗтӗвӗ шуса иртнӗ пек, палӑрса выртать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппансен еннелле ҫул анаталла пулнипе, хӑвӑртрах ута пуҫларӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӳлмек патне анаталла хӑвӑрт ҫитрӗмӗр-ха, анчах та чӑнкӑ ҫырмаран ҫӳле хӑпарма ачасене ҫӑмӑл пулмарӗ, пашкакан кӗҫӗн ывӑлӑма, Арӑслана, «кутамккалама» тиврӗ.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Уявсенче халӑх: «Пирӗн урам анаталла», — тесе юрлать.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Сӑмах екки ҫуркунне анаталла урам тӑрӑх юхакан шыв пекех юхӑмланса каять.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пӑрахутсем, пӗр-пӗрне хӑваланӑн, тытмалла вылянӑн ту-ту-ту-у! кӑшкӑртса анаталла е тӑвалла ирте-ирте каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӑрахутсем пӗрисем — тӑвалла, теприсем анаталла васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анаталла, тусан мӑкӑрлантарса, тӑрантас анать.

Помоги переводом

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пирӗн урам анаталла, шуса пырать пӗр ҫуна…

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арсентьев урӑх нимӗн те чӗнмерӗ, вӑрт ҫаврӑнчӗ те прачакпа анаталла уттарчӗ.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тепре туртӑнса илчӗ те — ыратни кӑштах чакрӗ, ӳт тӑрӑх анаталла анса кайрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Утӑмӗсем унӑн хӑй тӗллӗнех вӑрӑмланчӗҫ — кӑна ҫул ӑна хӑваласа пычӗ, анаталла кайрӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анаталла, тӑвалла, Хыт шӑпӑрпа шӑлмалла.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗҫӗмсӗр пӗр евӗрлӗ илтӗнекен сасӑ енне ҫаврӑнчӗ те Сатур акӑ мӗн курчӗ: аслӑ ҫулпа анаталла, кӗпер еннелле, те ӗне, те лаша ушкӑнӗ килет.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Унтан тата хытӑрах кӑлтӑрттарса кулса ячӗ те сукмак тӑрӑх анаталла чупса анса кайрӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шыв май тӑрса анаталла пӑхсан, сылтӑм енче шывӑн сылтӑм ҫыранӗ, сулахай енче — сулахай ҫыранӗ пулать.

Если стать лицом по течению, то справа будет правый берег, слева — левый.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв тӑрах анаталла кайрӗҫ.

Пошли вниз по ручью.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ачасем сӑрт ҫинчен анаталла хӗпӗртесе чупса анчӗҫ, шыв патне чупса пычӗҫ.

Весело сбежали ребята под горку, добежали до ручья.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв хӑш еннелле юхнине пӗлесшӗн компас ҫине пӑхрӗҫ те юхнӑ май анаталла утрӗҫ.

Посмотрели по компасу, в каком направлении течет ручей, и пошли вниз по течению.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв тӑрӑх анаталла.

Вниз по течению ручья.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней