Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Атя, Петя, кӗпер тӑрӑх хулана каятпӑр!» — мана алӑран туртрӗ Инга.
VII // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Анчах ҫакӑн чухлӗ ӗне выльӑха хӗл кунӗсенче алӑран парса тӑрантарма мӗн чухлӗ вӑй кайнине вӗсем хӑйсем анчах пӗлеҫҫӗ.
Ӗҫрен хӑраман ӑста пулнӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... bb%d0%bda/
— Ӗҫпе йӑпанма тӑрӑшатӑп, ӗҫ алӑран кайсанах чун каллех ҫунма тытӑнать.
«Анне, эпӗ хамӑн вырӑна тупрӑм» // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634
Шкул ачисем ӑна уроксенче сӳтсе яваҫҫӗ, аслисем алӑран ямасӑр шӗкӗлчеҫҫӗ, ваттисем куҫҫульне шӑлса илеҫҫӗ.
Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ // Ольга ИВАНОВА. https://chuvbook.ru/news/konstantin-maly ... lave-irtre
Ытти амӑшӗсем пекех, передовойри ывӑлӗсемшӗн кулянакан Рузида аппа телефонне алӑран ямасть.
Пӗртӑвансем СВО зонинче служит тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... va-3815974
Ҫак ҫулсенче пӗр-пӗринпе алӑран алла тытӑнса пытӑмӑр.
Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610
Халӗ те вӗсем пӗрле, пӗр-пӗрне алӑран алла тытса утаҫҫӗ, шурӑмпуҫне пӗрле кӗтсе илеҫҫӗ, анӑҫа ӑсатса яраҫҫӗ, иккӗшне савӑнӑҫпа хуйхӑ-суйха пайлаҫҫӗ.
Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610
«Ну, Николай Михайлович, — терӗм хама хам, — кун пек ӑнӑҫу, тен, урӑх нихӑҫан та тӗл пулмӗ, ҫавӑнпа ӑна алӑран вӗҫертме юрамасть.
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
Тӑруках вӑйсӑрланса ҫӗрелле усӑннӑ алӑран вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса ӳкрӗҫ, ура айне пулса лутӑрканчӗҫ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Сасартӑках ҫӗҫӗ вӑйсӑрланнӑ алӑран чуллӑ ҫӗр ҫине чӑнклатса ӳкрӗ.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Кӗнеке курсан, алӑран ярас килместчӗ.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
— Чӗкеҫ, — алӑран туртрӗ ҫав самантра Алина, — кил хӑвӑртрах, вырӑн пушанчӗ.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
— Тавтапуҫ, Ксени, — терӗм эпӗ хаклӑ медале алӑран ямасӑр.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Йӑмӑх ҫитсӑран ҫӗленӗ хутаҫне алӑран ямасӑр, Ксени сӗтел ҫывӑхне, хыҫлӑ пукан ҫине, пырса ларчӗ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Лару-тӑрӑва сӑнаса тӑмалла, пуҫарулӑха алӑран вӗҫертмелле мар.Важно следить за развитием ситуации и не выпускать инициативу из своих рук.
21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
— Виҫӗ тенкӗ? — ыйтрӗ вӑл Вовӑна алӑран вӗҫертмесӗр.
Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Тӑрмашсан-тӑрмашсан, танкӑшсан-танкӑшсан чӗлпӗре алӑран вӗҫертет те ашшӗ енне ҫаврӑнатъ ывӑлӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ҫамрӑксене алӑран вӗҫертрӗмӗр пулмалла, йӗркелӗх ҫук вӗсенче.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Курасчӗ сан, мӗнле мана Чубай алӑран туртрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Ҫук, ҫук, Сарман, кунта темӗн урӑххи пулӗ, камӑн алӑран вӗҫертес килет укҫана.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.