Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

алтупанӗсемпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем куҫӗсене хӗссе те пӑхаҫҫӗ, алтупанӗсемпе те хуплаҫҫӗ.

Ребята старались щурить их, прикрывали ладонями.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Давыдов пӗр минута яхӑн сӗтел ҫине витнӗ вараланчӑк клеенкӑна алтупанӗсемпе шӑлса якаткаласа ларчӗ, унтан, чип-чиперех вӑхӑтлӑ ҫунакан лампа хӑюне пӑрса хӑпартрӗ, — хӑй пӑлханнине пусарас терӗ пулмалла, анчах пусӑрӑнаймарӗ.

Давыдов с минуту разглаживал ладонями грязную клеенку на столе, неизвестно для чего подкрутил фитиль умеренно горевшей лампы, — видимо, пытался унять волнение и не смог.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла кирлӗ те! — тетчӗ вӑл мана, хаваслӑн кулкаланӑ май пысӑк алтупанӗсемпе ман хулпуҫҫинчен лӑпкаса.

Хорошо это! — говорил он мне, широко улыбаясь и хлопая меня своей ручищей по плечу.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Сасартӑк Ирина Михайловна, мана темӗншӗн халиччен шиклентерсе тӑнӑ Ирина Михайловна, чипер те хастарлӑ сӑн-питлӗскер, вӗри алтупанӗсемпе мана тӑнлавран хӗссе илчӗ, ҫамкаран хыттӑн чуптурӗ.

Вдруг Ирина Михайловна, строгая и прекрасная Ирина Михайловна, которую я все время побаивалась в душе, порывисто нагнулась, сжала мне виски своими горячими ладонями и крепко поцеловала меня в лоб.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лётчик хӑйӗн лутӑрканнӑ, хӗвелпе ҫунса сӑнсӑрланнӑ пилоткине хыврӗ те, сестра аллине тытса ӑна хӑюсӑртараххӑн хӑйӗн тутисем патне илсе пычӗ, лешӗ вара, унӑн пуҫне ик енчен те алтупанӗсемпе тытса, ӑна, ҫамкинчен чуптурӗ.

Летчик снял мятую, выгоревшую пилотку и неловко поднес к губам руку сестры, а та взяла ладонями его голову и поцеловала в лоб.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней