Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем мана, чикан хӗрӗ пек, алка ҫакса ҫӳреттерес тесе, хӑлха вӗҫне шӑтарасшӑн пулнӑ пулас.Они, наверное, решили мне в ухе дырку пробить, чтобы я вроде цыгана серьгу носил.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ула чалма тӑхӑннӑ вӑрӑм турок, Юсуф, хӑлхисене кӗмӗл алка ҫакнӑскер, пӗрисен — аллисене, теприсен — урисене сӑнчӑрланӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пур вӗри пӗр туйӑм унӑн: алка ҫакнӑн хӑлхаран юратать вӑл кунӗн-ҫӗрӗн ҫакӑнма телефонран.Лишь одна любовь рекой залила и в бездну клонит — любит этакой серьгой повисеть на телефоне.
Суя сӑмах саракан // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 106–109 с.
Тӗклӗ шлепке те, алка та — йӑлт уншӑн.
Маруся наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗ // Александр Алга. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 65–72 с.
Унтан сасартӑк, куҫӗсене хуплакан хӗрлӗ тӗслӗ тӗтре витӗр, вӑл хӑйӗн аппӑшӗн ансӑр шурака сӑнне, тир ҫухави ҫинче алка йӑлтӑртатнине, сӑрланӑ тутисем ҫумне ҫыпӑҫнӑ куллине асӑрхарӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Алка кӗленчи ҫутӑлса илчӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ун чух аса илмерӗн турра? — сӑмахӗсене юрланӑ пекрех тӑсса ыйтрӗ икӗ хут ӑна питӗ вирлӗ янклаттарса янӑ каҫӑр сӑмсаллӑ старик, хӑлхине алка ҫакнӑскер.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫулӑм пек хӗрлӗ сухаллӑ, хӑлхине кивелсе кайнӑ хура алка ҫакнӑ ватӑ казак сулахайра утса пыракан Бунчука ним сӑлтавсӑрах питӗнчен чӑпӑрккапа туртса касрӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Арӑмне Григорий юбкӑлӑх ҫӑм пусма тӑрӑхӗ парнелерӗ; ачисене пӗр кӗрепенкке пыллӑ пӗремӗк валеҫсе пачӗ; Дарйӑна — куҫлӑ кӗмӗл алка, Дуняшкӑна — кофтӑлӑх, Петрона пирус тата пӗр кӗрепенкке табак пачӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пӗлетӗн-и, Митрич, — калаҫма пуҫларӗ пӗркеленсе пӗтнӗ хӑлха ҫунатти вӗҫӗнчен алка тирсе янӑ казак, алӑк умӗнче тӑраканскер.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Алка ҫакнӑ мӑн сухаллӑ казак аванмарланса тата тарӑхса кулса илчӗ те, котелокри вӗри шыва аяккалла сапса ярса, ҫилӗллӗн пӑшӑлтатрӗ:
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Завод ҫурчӗсем, йывӑҫсемпе хупланнӑ поселоксем, алка пек шурӑ изоляторлӑ пысӑк напряжениллӗ линисем ирте-ирте юлаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак самантра Ненила патне кухньӑна хайхи ҫӳллӗ, урлӑ хӑлхинчен илемлӗ алка ҫакса янӑ казак мӑнаҫлӑн килсе кӗрет.
Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
— Пӑрах лӗкӗртетме, — пӳлет шӑлйӗренсене урлӑ хӑлхинчен пысӑк алка ҫакса янӑ ҫӳллӗ йӗкӗт.— Брось зубы скалить, — оборвал балагуров высоченный детина с огромной серьгой в оттопыренном ухе.
«Ӑҫталла ҫул тытатӑн?» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Типшӗм шӑмӑллӑ пулнӑ, уксахланӑ (ҫамрӑк чухне патша смотрӗнче юланутсем ӑмӑртса чупнӑ чух вӑл сулахай урине хуҫнӑ пулнӑ), сулахай хӑлхине ҫур уйӑх евӗрлӗ кӗмӗл алка ҫакса ҫӳренӗ; унӑн хура сухалӗпе ҫӳҫӗсем мӗн ватӑлса ҫитичченех шупкалман; ҫилленнӗ чухне вӑл хӑйне хӑй пӗлейми пуличченех хӗрсе кайнӑ иккен.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Халӗ эпӗ ӑна ҫӑлатӑп», — таҫтан-тулашран пӑшӑлтатрӗ сасартӑк Ромашова хӑлхинчен темӗнле ют, ӑнланса пӗтерме ҫукла сасӑ, Ромашов вара куҫӗсене васкамасӑр ватӑ, самӑр, пысӑк питлӗ хӑлхари хӗреслӗ те ҫурма уйӑхлӑ кӗмӗл алка ҫине куҫарчӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Маша Миронова сан патна каҫалапа ҫӳретӗр тетӗн пулсан, ӑна эсӗ, черченкӗ сӑввусем вырӑнне, пӗрер мӑшӑр алка парса парнеле.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Василий Краснов-Асли, Леонид Агаков, Александр Алка, Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Георгий Ефимов, Юрий Скворцов, Хӗветӗр Уяр, Анатолий Емельянов, Анатолий Кибеч, Александр Галкин, Василий Давыдов-Анатри, Мария Волкова, Мария Ухсай, Александр Кӑлкан, Юрий Сементер, Николай Теветкел, Лаврентий Таллеров, Любовь Мартьянова тата ытти вун-вун пултаруллӑ сӑмах ӑсти хӑйсен литература ӗҫӗсене чӑн малтан «Тӑван Атӑл» журналта кун ҫути кӑтартнӑ.
«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20
Вырӑс классикӗн сӑввисене А.Алка, А.Артемьев, С.Шавли, А.Ӗҫхӗл тата ыттисем те чӑвашла куҫарнӑ.Стихи русского классика переводили А.Алга, А.Артемьев, С.Шавли, А. Эсхил и другие.
Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
К.Иванов, Н.Шупуҫҫынни, А.Алка, Н.Ваҫанкка, И.Ивник, П.Хусанкай… — пурте вӗсем Пушкинран вӗреннӗ, вӗсемшӗн вырӑс поэчӗ ырӑ тӗслӗх пулнӑ, чылай чӑваш ҫыравҫисене пысӑк витӗм кӳнӗ.
Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01