Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав тусен айккисенчен тӑрна куҫӗ пек тӑп-тӑрӑ шыв темиҫе тӗлтен кӗрлесе юхса анать, шывсем кӗрлесе аннӑ тӗлте шыв тумламӗсем мерчен пек вылянса тӑраҫҫӗ.По склонам утесов низвергались с шумом бесчисленные водопады, легкие клубы водяных паров.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ильинична вырӑн сарса минтере айккисенчен тӗрткелесе хӑпартнӑ хушӑра Наталья сак ҫине ларчӗ те пуҫне вӑйсӑррӑн сӗтел хӗррине хучӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвелпе хӗртӗнсе выртакан чул питӗ вӗри пулнӑ, айккисенчен сирпӗнсе юхакан шывран кӑмӑллӑ нӳр ҫапса тӑнӑ.Разогретый солнцем камень был горяч, а вокруг него веяло приятной свежестью от быстро бегущей воды.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Мал енче анчах казака Терек тата инҫетри япаласем курӑнаҫҫӗ; хыҫалтан тата айккисенчен ӑна хӑмӑшсем хӳме тек хупӑрласа тӑраҫҫӗ.Только впереди казаку виднелся Терек и даль; сзади и с боков его окружала стена камышей.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫутӑ ӳкесрен, вӑл куҫӗсене ал лапписемпе айккисенчен хуплаттарса тытнӑ, кулакан капӑр-ҫутӑ пичӗпеле кӗленче ҫумнех ҫыпӑҫнӑ та: — Па-арсамӑрччӗ мӗ-скен тӗрме ҫыннине… — тӑстарчӗ, юрлаттарнӑ евӗрлӗн.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫунаттисемпе те, хӳрипе те вӗтӗртеттерекенскер, хӗвел ҫинче вӑл пулӑ тытмалли ялтӑркач пек е шыв лӗпӗшӗ пек туйӑнчӗ; ҫав лӗпӗшӗн пӗве ҫийӗпе вӗлтӗртетсе вӗҫнӗ чухне ҫуначӗсем сухалӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ, ҫавна май сухалӗ ун малтан та, кайран та, айккисенчен те вӗҫнӗ пек туйӑнать…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
- 1
- 2