Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Янах сăмах пирĕн базăра пур.
Янах (тĕпĕ: янах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мучин сайра сухалӗ, качаканни пек янах вӗҫӗнче ҫеҫ ӳсекенскер, ҫӑкӑр чӑмланӑ май чӗтренкелесе илет.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑчӑртанса тухакан куҫҫулӗ пит ҫӑмарти тӑрӑх куса-куса анса ҫӗре ӳкиччен янах ҫинче шӑна-шӑна ларчӗ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ирина сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те пуҫне янах айӗнчен аллисемпе тӗревлесе пӗр вӑхӑт шухӑша путрӗ, унтан, ашшӗ ҫине пӑхса: — Ҫапла, атте, йывӑр, — терӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Арӑмӗн сап-сарӑ куҫ харшийӗсем, кӑшт каҫӑртарах сӑмси, тӑп-тӑп тути, янах айӗнчи турпалли, ҫӗрелле усӑнса аннӑ ҫӳҫӗ хӗвел шевлинче тата та илемлӗрех, ӑшӑрах курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ахаль те типшӗмскерӗн, унӑн пичӗ тата ытларах начарланнӑ, янах шӑммисем хытӑрах палӑракан пулнӑ, Прохорова куҫӗсем ҫине темле мӗлке ӳкнӗ пек курӑннӑ.

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак янах шӑммисем тухса таракан хытанка хӗрарӑм ҫине кураймасӑр пӑхать ҫеҫ.

Помоги переводом

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тутрине вӑл янах айӗнчен ҫавӑрса хыҫалалла ҫыхнӑ, икӗ питҫӑмарти тӗлӗнчен икӗ хутлам тунӑ, ҫамка тӗлӗнчен — кӗтес.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Эпӗ хампа юнашар ларакан ҫын ҫине пӑхса илтӗм те — вӑл пӗтӗм кӗлеткипе Турунов еннелле ӑнтӑлнӑ, ӑнтӑлнӑ та хытса кайнӑ; янах мышцисем ҫеҫ хуллен-хуллен талтлатса сикеҫҫӗ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Атту янах урлӑ паратӑп.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мана пӗр инкек куршанаклах ҫыпӑҫрӗ-ха тата: шӑп та шай янах вӗҫне эрне каяллах ҫӑпан шӑпӑрланӗ мӑкӑлт-мӑкӑлт янкӑслансах сиксе тухнӑччӗ те, халӗ вӑл, хӗрлӗ сухан пысӑкӑш кӳпчесе кайнӑскер, ак-ак шӑтса юхмаллах пиҫсе, пӗрсе ҫитнӗскер, самай сурса ыратать.

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Эрехне пурте хапӑл-ха вӗсем, пӗр тумламне те янах тӑрӑх юхтармаҫҫӗ, пӗтӗмпех карланка сиктереҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Нихӑшне те янах тӑрӑх юхтармӑпӑр, ҫӑварах кӗртӗпӗр…

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Альбертӑн янах таврашне арҫын мӑкӗ тапса тухсан та унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсерен ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарнӑ, питне-куҫне те вӗсемех ӑшӑ шывпа ҫуса янӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Эпӗ унран татах: «Юханшыв порчӗ ӑҫтарах-ши?» — тесе ыйтӑва ансӑрлатса тӗрӗслетсен, вӑл, сӑмахпа хуравлас вырӑнне, янах кӑлтса, сулахай аллине пӗр еннелле сӗлтсе илчӗ ҫеҫ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Паянхи кӑмпаҫӑ-юлташӗсен аяк пӗрчисене те суса тухатех, янах шӑммисене сиктеретех.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра вӗсем патне тавар туянакан — вӑтам ҫулсенчи тӑрмаланчӑк хура ҫӳҫлӗ, йӑпшак кӗре питлӗ, янах таврашне шӑрт пек сухал карталанса сӑрӑннӑ, «хура ӗҫ» ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ мӑтьӑркка арҫын — пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл ҫаплах янах шӑммине выляткаларӗ.

«Дуче» работал челюстями.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тимофей Михайлович ӑна янах айӗнчен аллипе лӑпкаса, сӑтӑркаласа ачашларӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Лешӗ пулать-и, Сахар абзы?! — тавӑрчӗ Нурулла, табак тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ типшӗм пӳрнисемпе янах айне шаклаттарса илсе.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ху мӗнле пурӑнатӑн, чиперкке? — ӑна янах айӗнчен тӗртсе каларӗ Иливан.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней