Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лайӑх ҫанталӑкра вӗсем ир-ирех пирӗн пӳрте хирӗҫ, ҫырма хыҫнелле, пушӑ уя, шурӑ кӑмпасем шӑтса тухнӑ пек, пырса тулатчӗҫ те, интереслӑ пысӑк вӑйӑ пуҫласа яратчӗҫ: правурскерсем, вӑйлӑскерсем, шурӑ кӗпесемпе, вӗсем аллисене пӑшалсем тытса, уй тӑрӑх савӑнӑҫлӑн чупатчӗҫ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Уй, уй пек, ҫак чикӗсем пачах курӑнмаҫҫӗ, анчах мӗн те пулин ҫӗннине тума шухӑш тытсанах, кашни хутрах, чул ҫине ҫамкапа пырса ҫапӑннӑ пек, вӗсем ҫине пырса ҫапӑнатӑн.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ялпа юнашарах пушӑ уй хуралса выртать; ҫав уя курнипе Василий хӑйне ҫӑмӑллӑн туйрӗ.У самой деревни чернело пустое поле, один вид которого принес Василию облегчение.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗвеланӑҫнелле вара, тӑшман еннелле, таҫта ҫитиех сӗвекрех сӑртлӑ та лапамлӑ уй сарӑлса выртать; уй урлӑ тутӑхса ларнӑ тимӗр карта евӗр курӑнакан вӑрман ларать.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫурҫӗр енче — шыв тӑрӑх анаталла та — горизонт патне ҫитиех сӑртлӑрах уйсем сарӑлса выртаҫҫӗ, унтах, тӗллӗн-тӗллӗн, пӗчӗкҫеҫ ялсем курӑнаҫҫӗ, уй тӳписенче вара, пӗчченшерӗн, ҫӗр ҫулхи юмансем шухӑша кайнӑн тӗлӗрсе лараҫҫӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Уй, уй тӑрӑх ун упӑшкипе, урӑхла каласан, савнӑ тусӗпе Алексей Петрович ҫӳреҫҫӗ, савнӑ тусӗ вара ҫапла калать:Поле, и по полю ходят муж, то есть миленький, и Алексей Петрович, и миленький говорит:
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сулахайра сала ҫумӗпе уй пуҫланать; вӑл инҫене, пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ пек курӑнакан вырӑна ҫитех курӑнса выртать, ҫав уйӑх ҫути сапӑннӑ уйӑн пӗтӗм анлӑшӗнче те ни тапрану, ни сас-чӗв ҫук.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ҫавӑнпа ирхи хӗвел тури уй хапхи тӗлӗнче ҫӗкленсе чи малтан Ункӑ леш енчи сарлака уйсене ҫутатать.
Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
Анчах уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ, теҫҫӗ.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ тенӗ… — Потапов Микулайпа кӑсӑкланнине сиссе, Кулюкка хӑпартлансах кайрӗ.
Пӗлӗтсем купаланма пуҫларӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пытаннӑ ҫӗртен-чупса тухрӗ те вӑл ял еннелле уй урлӑ тӳрӗрен чупрӗ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Аякра пӗр ача, сӳре кӳлнӗ вӑкӑрне хӑваласа, уй тепӗр вӗҫнелле каять.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Кунта пирӗн сенаж хатӗрлеме ятарласа 150 гектар лаптӑк туса хатӗрленӗ суданкӑпа хӗвелҫаврӑнӑш акнӑ уй пур.
Лайӑх запаспа выльӑх апачӗ хатӗрленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... en-3970778
Пушкӑртстанри АПК ресурсӗсем продукци производствин икӗ хут ӳсме ҫитӗҫ, — палӑртнӑ Ильшат Фазрахманов, ПР ял хуҫалӑх министрӗ, ПР Правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ сентябрӗн 13-мӗшӗнче Аургазӑ районӗнче Уй кунӗнче.
Ҫӗр ҫинче фермер хуҫа та, ӗҫчен те // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... te-3963150
Ун чухне ҫак сарлака уй ҫинчи пӗчӗк-пӗчӗк асамат кӗперӗсен илемӗпе киленме пултаратӑр…
Элекҫей мучи йӑмрисем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Хур чӗпписем-мӗнсем ҫухалсан е пӑрӑва калча ҫинчен уй хуралҫи тытса кӗрес пулсан, амӑшӗ ӑна: «Ак, Славика лагере эс яртартӑн, эс айӑплӑ», — тесе тустарма та пултарать.
Путевка // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Пахчи уй пек, темиҫе парник.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Уй хапхинчен кӗнине куртӑм та тӳрех хирӗҫ чупрӑм.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Виҫӗ ҫын уй хапхи патне ҫывхарсан, вӗсене кӳлнӗ ҫара урапа хуса ҫитрӗ.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Авӑ вӗсем уй хапхинчен ялалла кӗреҫҫӗ.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.