Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Керменте (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ вӑл керменте ларать, юнкерсем унта пирӗн йышшисене ҫывӑха та ямаҫҫӗ.

Он во дворце, а юнкеря нашего брата туда не допущают.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ керменте шалти караулта тӑраттӑм.

Я стоял во внутреннем карауле во дворце.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Керменте бассейн пулнӑ патшан, шурӑ мрамортан тунӑ сакӑр кӗтеслӗ, сулхӑн бассейн.

Бассейн был у царя во дворце, восьмиугольный, прохладный бассейн из белого мрамора.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫутӑлас умӗн тин вӗҫленсеччӗ керменте чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ, Израиль патши ӑна Ассири патшин, мухтавлӑ Тиглат-Пилеазарӑн, элчисем ячӗпе ирттерсеччӗ.

Только с рассветом окончился во дворце роскошный пир, который давал царь израильский в честь послов царя Ассирийского, славного Тиглат-Пилеазара.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Лагерьти ачасем «Суук-Су» керменте вырнаҫнӑ «Космос» музейра пулса курнӑ, илӗртӳллӗ космос тӗнчипе паллашнӑ.

Помоги переводом

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

«Паянхи ӑмӑрту ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Илемлӗ те чаплӑ керменте спортсменсене хатӗрленме тата судьясемпе тренерсене ӗҫлеме лайӑх услови туса панӑ. Залра хӑтлӑ пулни хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма тухакан кашни хӗрпе каччӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ку ӑмӑртура мала тухакансем тӗнче чемпионатне хутшӑнӗҫ», - пӗлтерчӗ РФ Спорт аэробикин федерацийӗн президенчӗ Марианна Масленникова.

Помоги переводом

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Патша вара Мардохее керменте ӗҫлеме хушнӑ, ҫакӑншӑн ӑна парне панӑ.

И приказал царь Мардохею служить во дворце и дал ему подарки за это.

Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мардохей патшанӑн икӗ хайранӗпе, Гавафапа тата Фаррапа пӗрле, керменте пулнӑ, вӑл унта ҫав ҫынсен, кермен сыхлакансен, калаҫӑвне илтнӗ те вӗсен вӑрттӑн шухӑшне тӗпчесе пӗлнӗ: вӗсем Артаксеркс патшана вӗлерме хатӗрленеҫҫӗ иккен; вара Мардохей ҫакӑн ҫинчен патшана евитленӗ; патша ҫав икӗ хайрана асаплантарнӑ, лешӗсем хӑйсен айӑпне йышӑнсан, вӗсене вӗлернӗ.

И пребывал Мардохей во дворце вместе с Гавафою и Фаррою, двумя царскими евнухами, оберегавшими дворец, и услышал разговоры их и разведал замыслы их и узнал, что они готовятся наложить руки на царя Артаксеркса, и донес о них царю; а царь пытал этих двух евнухов, и, когда они сознались, были казнены.

Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ведомство коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ «Шупашкар-Арена» пӑр керменте иртрӗ.

Помоги переводом

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменте йӗркеленӗ концерта чӑваш эстрада юрӑҫисем Александр Васильев, Алина Михайлова, Андрей Кузнецов, Валентина Кузнецова, Константин Рязанов, Алексей Шадриков, Алина Варна, Андрей Думилин, ҫавӑн пекех «Асанне-elektrik show», «Дуняша style», «Ҫиларман» ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Пăр çинче – юрăçсем // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» керменте, «Шупашкар-Аренӑра» тата Вӑрнарти «Кристалта» хатӗрленеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней