Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир, паллах, хӑвӑр хӗрпе ун: упӑшкине ерипен ҫунакан вут ҫинче шаритлеме хавас пулнӑ пулӑттӑр, анчах эсир ӗҫе вӑхӑтра ӑнланса илтер, ӑш вӑрканине ирттерсе ятӑр, эсир хӑвӑр вӗсене шаритлеме пултарас ҫуккине ӑнлантӑр; ҫакӑ вӑл, Марья Алексевна, ӗҫ тума май килменнине ӑнланса илме пӗлни пулать, ку вара ҫав тери пысӑк пахалӑх!
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна, сирӗн ҫак паха енсене йышӑннипе кӑмӑллӑ-и эсир?Довольны ли вы, Марья Алексевна, признанием этих ваших достоинств?
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир, Марья Алексевна, ӑслӑ та вашават хӗрарӑм, ҫав йӑнӑшсене пула эпӗ сире сахалтарах хисеплекен пулас ҫук.Эти ошибки, Марья Алексевна, не уменьшают моего уважения к вам как женщине умной и дельной.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа, Марья Алексевна, эсир лайӑх сӑмахсене ӗненмен, вӗсене айван е суя сӑмахсем вырӑнне хунӑ, ҫапла туса эсир, Марья Алексевна, тӗрӗс тунӑ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир, Марья Алексевна, питӗ лайӑх калаҫма пултаракан ҫынсемпе тӗл пулнӑ, эсир ҫав ҫынсем кашниех е ҫынсене лайӑх сӑмах каласа имретекен чее ҫынсем, е пурнӑҫа пӗлмен, нимӗнле ӗҫе те тытӑнма пӗлмен ҫитӗнсе ҫитнӗ айван ачасем пулнине курнӑ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑн пек шухӑшлани, Марья Алексевна, тӗрӗс пулнӑ, нумай пулмасть-ха, Марья Алексевна, питӗ тӗрӗс пулнӑ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сире ухмаха тӑратса хӑварчӗҫ, анчах, Марья Алексевна, ку вӑл сирӗн ӑс-тӑн ҫинчен эпир начар шухӑшлама пуҫланине нимӗн чухлӗ те пӗлтермест: сирӗн йӑнӑшӑр сире хирӗҫ пымасть.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир, Марья Алексевна, Верочка пурнӑҫӗнче текех пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрас ҫук ӗнтӗ, сирӗн ҫинчен кӗнекере калаҫу урӑх пулмӗ, кӗнекери юлашки ӗҫсем те сирӗншӗн усӑллах пулмарӗҫ, ҫавӑнпа та ҫак калавӑн авторӗ сиртен ҫакӑншӑн ан ӳпкелешӗр тесе ыйтать.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑраннӑ хыҫҫӑн Марья Алексевна хӑй ӑшӗнче «чӑнах, откуп енӗпе каймалла унӑн» тесе шутларӗ.И, проснувшись, Марья Алексевна думает про себя: «Истинно, ему бы по откупной части идти».
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ кӑна, хулӑнрах бумажникне, савнӑ аннем, эпӗ сире парнелеместӗп, мӗншӗн тесен унта хут укҫасем ҫук, унта пӗтӗмпех банк билечӗсемпе вексельсем ҫеҫ, тата кашни билечӗпе кашни вексель, савнӑ аннем, Марья Алексевна, эпӗ сире парнеленӗ бумажникрен чылай хаклӑрах тӑрать!»
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ арҫын калаҫма пуҫлать, ку арҫын вӑл Дмитрий Сергеич: «Савнӑ аннем, Марья Алексевна, ку вӑл пирӗншӗн пулсан, нимӗн те мар!
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӑхать Марья Алексевна Верочка пӳрнисем ҫине, ун пӳрнисем ҫинче — шултра бриллиантлӑ ҫӗре!Смотрит Марья Алексевна на пальцы Верочки, а на пальцах перстни с крупными брильянтами!
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӑхать Марья Алексевна, Верочкӑн платьине чи хаклӑ материрен ҫӗлетнӗ, Верочка вара: «Матери хӑй кӑна 500 т. тӑрать, ку вӑл, анне, пирӗншӗн пулсан нимӗн мӗн те мар: манӑн кун пек платьесем темӗн чухлех; ку акӑ, анне, хаклӑрах тӑрать, — акӑ, пӳрнесем ҫине пӑхӑр-ха!» — тет.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ну, пуҫкасакан! — терӗ Марья Алексевна, кӗрӳшне ӑсатса ярсан.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов каласа пӗтерсен, Марья Алексевна ун пек пуҫкасаканпа калаҫни пустуях пулнине курчӗ, ҫавӑнпа тӳрех туйӑмӗсем ҫинчен калама тытӑнчӗ, Верочка пирӗнпе килӗшмесӗрех качча тухнӑшӑн кӳрентӗм, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл амӑшӗн чӗрине питӗ ыраттарать, терӗ; сӑмах амӑшӗн туйӑмӗпе кӳренӗвӗ ҫинчен пуҫлансан, вӗсем иккӗшӗ те кун ҫинчен шарламасӑр иртсе кайма юраман пирки ҫеҫ калаҫрӗҫ, мӗншӗн тесен йӗрки ҫапла хушать; йӗрке хушнӑ пек калаҫкаласа илчӗҫ — Марья Алексевна: эпӗ хӗре юратакан амӑшӗ, ҫавӑнпа кӳрентӗм, терӗ, — Лопухов: юратакан амӑшӗ пулсан, кӳренмесен те пултарать» терӗ; йӗрке хушнӑ тӑрӑх туйӑмсем ҫинчен ҫителӗклӗ калаҫса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хушнипех тепӗр пункт ҫине куҫрӗҫ, эпир хӗрӗмӗре яланах телей суннӑ, терӗҫ, — ку пӗр енчен, тепӗр енчен вара, ку иккӗленмелли япала мар, терӗҫ; ку тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ калаҫнӑ хыҫҫӑн сывпуллашма пуҫларӗҫ, йӗрке мӗн чухлӗ хушнӑ, ҫавӑн чухлӗ сывпуллашрӗҫ, вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Лопухов, амӑшӗн чӗри ыратнине ӑнланса, Марья Алексевнӑна хӗрӗпе халех тӗл ан пултӑр тесе ыйтать, мӗншӗн тесен ку вӑл халӗ амӑшӗшӗн йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; Марья Алексевна часах акӑ Верочка телейлӗ пурӑнма пуҫлани ҫинчен илтӗ, — вӑл Верочкӑна телей суннисӗр пуҫне урӑх нихҫан та нимӗн те сунман, — вара унӑн чӗри лӑпланӗ, ҫапла вара хӗрӗпе тӗл пулсан кӳренмӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов Павел Константинычпа таврӑнчӗ, — ларчӗҫ; Лопухов Марья Алексевнӑна хӑйӗн сӑмахне итлеме ыйтрӗ, эсир кайран калаҫӑр, терӗ те калама пуҫларӗ, Марья Алексевна ӑна пӳлме хӑтланнӑ чухне Лопухов сассине вӑйлӑ хӑпартса калаҫрӗ, хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерчӗ, вӗсене уйӑрма ҫуккине ӑнлантарса пачӗ, мӗншӗн тесен Сторешниковпа нимӗн те пулмассине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, ҫавӑнпа вара эсир хӑвӑра хӑвӑр чӑрмантарни те кӑлӑхах пулать, тепӗр тесен, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр: укҫа ытлашши пулсан, хӑтланса пӑхма та пултаратӑр: э, мӗнех ҫав, кӳренмелли те ҫук, мӗншӗн тесен Верочка нихҫан та Сторешникова качча тухасшӑн пулман, апла пулсан, ку ӗҫ нихҫан та пурнӑҫланма пултарас ӗҫ пулман, кӑна эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр та куртӑр ӗнтӗ, хӗре вара, кирек мӗнле пулсан та, качча парас пулатех, ку ӗҫ вара ашшӗ-амӑшӗшӗн яланах убыткӑллӑ; парне парас пулать тата туй хӑй те хакла ларать, чи кирли вара парне ӗнтӗ: апла пулсан, Марья Алексевнӑпа Павел Константиныч, тӑкак тумасӑр качча тухнӑшӑн хӗре тав тумалла сирӗн!
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Ӑна нимӗн те тума ҫуккине пӗлет, ирсӗр», — шухӑшларӗ те Марья Алексевна, Лопухова: малтан эпӗ хӗрсе кайрӑм, амӑшӗ-ҫке-ха, халӗ вара лӑпкӑн калаҫма пултаратӑп, терӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна ӗҫе пӗлмест, вӑл пире темӗн те тума пулать, тесе шухӑшлать пулас, эсир акӑ чиновник, сирӗн ӗҫ тумалли йӗркене пӗлмелле.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсӗ тата мӗншӗн каятӑн, ухмах? — кӑшкӑрчӗ Марья Алексевна.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна каллех кӑшкӑрса ярасшӑнчӗ, анчах Лопухов каллех: «Ну, лӑпкӑн калаҫаймастӑр пулсан, эпир каятпӑр», тесе пӳлсе хучӗ.