Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Ҫавсем хушшинче Иуда йӑхӗнчи Даниил, Анания, Мисаил тата Азария пулнӑ.6. Между ними были из сынов Иудиных Даниил, Анания, Мисаил и Азария.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремия пророк пӗтӗм халӑха хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри каланӑ сӑмахсене, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри халӑха Иеремия урлӑ пӗлтернӗ сӑмахсене, каласа парсассӑн, 2. Осаия ывӑлӗ Азария, Карей ывӑлӗ Иоанан тата ытти чӑрсӑр ҫынсем Иеремийӑна каланӑ: эсӗ тӗрӗссине каламастӑн, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сана: «Египета ан кайӑр, унта ан вырӑнаҫӑр» теме яман; 3. сана Варух, Нирия ывӑлӗ, пире хирӗҫ хӗтӗртет, пире халдейсен аллине парас тет-и вӑл, пире вӗлерччӗр, Вавилона тыткӑна илсе кайччӑр тет-и? тенӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Товия ӗнтӗ Рафаила чӗнсе илсе каланӑ: 2. Азария тӑванӑм, хӑвпа пӗрле пӗр чура, икӗ тӗве ил те Миди ҫӗрне Рага хулине Гаваил патне кай; эсӗ унтан манӑн кӗмӗлӗме илсе килӗн, тата ӑна хӑйне те ман патӑма туя ертсе кил.
Тов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Товия Рафаила каланӑ: Азария тӑванӑм, ҫул ҫинчи калаҫӑва хускатса пӑх-ха, ҫав ӗҫ пурӑнӑҫлантӑрччӗ, тенӗ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Яш ача вара Ангела ҫапла каланӑ: Азария тӑванӑм, эпӗ ҫав хӗре ҫичӗ арҫынна качча панӑ тенине илтнӗччӗ, анчах ҫиччӗшӗ те туй тунӑ каҫах мӑшӑр пӳлӗмӗнче виле-виле выртнӑ-мӗн; 15. эпӗ аттен пӗртен-пӗр ывӑлӗ, ун патне мӑшӑр пӳлӗмне кӗрсессӗн, ҫавсем пек вилсе выртасран хӑратӑп; ӑна шуйттан юратать, вӑл ытти ҫынсене тивмест, ҫав хӗр патне ҫывӑхаракансене ҫеҫ вӗлерет.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Яш ача Ангелтан ыйтнӑ: Азария тӑванӑм, ку пуллӑн пӗверӗ, чӗри, вачӗ мӗн тума кирлӗ? тенӗ.7. И сказал юноша Ангелу: брат Азария, к чему эта печень и сердце и желчь из рыбы?
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Лешӗ каланӑ: эпӗ — Азария, аслӑ Анания йӑхӗнчен, санӑн тӑванах, тенӗ.13. Он сказал: я Азария, из рода Анании великого, из братьев твоих.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Иисус та, Анниуф та, Саравия та, Иадин та, Иакув та, Саватия та, Автея та, Меанна та, Калита та, Азария та, Иозавад та, Анания та, Фалия та, левитсем те халӑх умӗнче Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентсе тӑнӑ, мӗн вуланине ӑнлантара-ӑнлантара Турӑ саккунне вуланӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ездра — священник, кӗнекеҫӗ — йывӑҫран тунӑ ҫӳллӗ вырӑна тӑнӑ; 43. сылтӑм енче унпа юнашар Маттафия, Саммус, Анания, Азария, Урия, Езекия, Ваалсам тӑнӑ; 44. сулахай енче Фалдей, Мисаил, Мелхия, Аофасув, Навария, Захария тӑнӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнта пухӑннӑ священниксенчен ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем ҫаксем тупӑннӑ: 19. Иоседек ывӑлӗ Иисус ывӑлӗсенчен, унӑн тӑванӗсенчен — Мафилас, Елеазар, Иориф тата Иоадан, 20. вӗсем хӑйсен арӑмӗсене уйӑрса яма сӑмах панӑ, ҫылӑхӗсене каҫарттарма сурӑх такисем парне кӳнӗ; 21. Еммир ывӑлӗсенчен — Анания, Завдей, Манис, Самей, Иереил тата Азария; 22. Фесур ывӑлӗсенчен — Елионаис, Массия, Исмаил, Нафанаил, Окодил, Салоя; 23. левитсенчен — Иозавад, Семеис, Колий, вӑлах Калита та, Пафей, Иуда, Иона, 24. юрӑҫсенчен — Елиасав, Вакхур, 25. хапха хуралҫисенчен — Салум, Толван, 26. Израиль халӑхӗнчен вара, Форос ывӑлӗсенчен — Иерма, Иезия, Мелхия, Маил, Елеазар, Асевия, Ванея; 27. Ил ывӑлӗсенчен — Матфания, Захария, Иезриил, Иоавдий, Иеремоф, Аидия; 28. Замаф ывӑлӗсенчен — Елиада, Елеасим, Офония, Иаримоф, Сават, Зералия; 29. Виваий ывӑлӗсенчен — Иоанн, Анания, Иозавад, Амафия; 30. Маня ывӑлӗсенчен — Олам, Мамух, Иедей, Иасув, Иасаил, Иеремоф; 31. Адди ывӑлӗсенчен — Нааф, Моосия, Лаккун, Наид, Матфания, Сесфил, Валнуй, Манассия; 32. Анан ывӑлӗсенчен — Елиона, Асаия, Мелхия, Саввей, Симон Хосамей; 33. Асом ывӑлӗсенчен — Алтаней, Маттафия, Саванней, Елифалат, Манассия, Семей; 34. Вааний ывӑлӗсенчен — Иеремия, Момдий, Исмаир, Иуил, Мафдай, Педия, Анос, Равасион, Енасив, Мамнитанем, Елиасис, Ваннус, Елиали, Сомей, Селемия, Нафания; Езор ывӑлӗсенчен — Сесис, Езрил, Азаил, Самат, Замри, Иосиф; 35. Ефм ывӑлӗсенчен — Мазития, Завадей, Идей, Иуил, Ванея.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ун хыҫҫӑн Гошаия тата Иудея пуҫлӑхӗсен ҫур йышӗ пычӗҫ, 33. вӗсемпе пӗрле пынисем: Азария, Ездра, Мешуллам, 34. Иуда, Вениамин, Шемаия, Иеремия, 35. трупа тытнӑ священниксем тата Ионафан ывӑлӗ Захария, — Ионафан вара — Шемаия ывӑлӗ, Шемаия — Матфания ывӑлӗ, Матфания — Михей ывӑлӗ, Михей — Закхур ывӑлӗ, Закхур — Асаф ывӑлӗ, — 36. тата унӑн тӑванӗсем: Шемаия, Азариил, Милалай, Гилалай, Маай, Нафанаил, Иуда тата Хананий пычӗҫ, вӗсем пурте Турӑ ҫынни Давид тутарнӑ кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ тытнӑччӗ; вӗсен умӗнчен Ездра кӗнекеҫӗ пычӗ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пичет хуракансем ҫаксем пулчӗҫ: Гахалия ывӑлӗ Неемия пуҫлӑх тата Седекия, 2. Сераия, Азария, Иеремия, 3. Пашхур, Амария, Малхия, 4. Хаттуш, Шевания, Маллух, 5. Харим, Меремоф, Овадия, 6. Даниил, Гиннефон, Варух, 7. Мешуллам, Авия, Миямин, 8. Маазия, Билгай, Шемаия — кусем пурте священниксем.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иисус, Ваний, Шеревия, Иамин, Аккув, Шабе, Годия, Маасея, Клита, Азария, Иозадав, Ханан, Фелаия тата левитсем халӑха саккуна ӑнлантара-ӑнлантара пачӗҫ, ҫав вӑхӑтра ҫынсем хӑйсен вырӑнӗнчех тӑчӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ тыткӑнран чи малтан таврӑннисенӗн йӑх-кӑк ҫырӑвне тупрӑм, унта ҫапла ҫырнӑччӗ: 6. акӑ тыткӑнран таврӑннӑ ҫынсем, вӗсене тыткӑна Вавилон патши Навуходоносор хӑваласа кайнӑччӗ; вӗсем ӗнтӗ Иерусалима, Иудейӑна, — кашнийӗ хӑйӗн хулине таврӑнчӗҫ, 7. вӗсене Зоровавель, Иисус, Неемия, Азария, Раамия, Нахманий, Мардохей, Билшан, Мисфереф, Бигвай, Нехум, Баана ертсе килнӗ.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тата малалла, хӳмен тепӗр сыпӑкне, Азария ҫуртӗнчен пуҫласа кӗтеспе ҫул кукрине ҫитиччен, Хенадад ывӑлӗ Биннуй юсарӗ.24. За ним чинил Биннуй, сын Хенадада, на втором участке, от дома Азарии до угла и поворота.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Малалла Вениаминпа Хашшув хӑйсен ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗҫ; Азария вара — Анания ывӑлӗн Маасеян ывӑлӗ — хӑйӗн ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Езекия патша тата Турӑ Ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Азария хушнипе Хонанияпа унӑн пӗртӑванне Симее пӑхӑнса пурлӑха хураллакансем ҫаксем пулнӑ: Иехиил тата Азазия, Нахаф тата Асаил, Иеримоф тата Иозавад, Елиел тата Исмахия, Махаф тата Бенания.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Садок кил-йышӗнчен тухнӑ аслӑ священник Азария ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫавӑнтанпа, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парнесем илсе килме тытӑннӑранпа, эпир тӑраниччен ҫисе пурӑнтӑмӑр, темӗн чухлӗ юлчӗ те, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне пиллӗх пачӗ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем хӑшӗ-хӑшӗсем — Иегоханан ывӑлӗ Азария, Мешиллемоф ывӑлӗ Берехия, Шаллум ывӑлӗ Езекия тата Хадлай ывӑлӗ Амас — вӑрҫӑран таврӑнакансене хирӗҫ тухнӑ та 13. каланӑ вӗсене: тыткӑна лекнисене кунта ан кӗртӗр — пире уншӑн Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче ҫылӑх пулать.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Аслӑ священник Азария тата ытти священниксем ун ҫине пӑхнӑ та — акӑ тилҫе унӑн ҫамки ҫинче.20. И взглянул на него Азария первосвященник и все священники; и вот у него проказа на челе его.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.