Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑвас (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна май кӑҫал водительсене чарса асӑрхаттару тӑвас ҫул шыраса илнӗ ГИБДД уйрӑмӗ, 50 хутчен асӑрхаттарнӑ.

Помоги переводом

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Районти футбол федерацийӗн обществӑлла ертӳҫине Андрей Лаврентьева, Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи Андрей Христофоров общественника, ӑмӑртусем йӗркелекен пуҫаруҫӑсене — Европа Кубокӗн кӗмӗл призерне Сергей Афанасьева, «Сельхозхими» пӗрлешӳн генеральнӑй директорне В. Г. Григорьева, пӗр тӑван Батраковсемпе Архиповсене тата ыттисене чун-чӗререн тав тӑвас килет.

От всего сердца хочется поблагодарить руководителя общественной футбольной федерации Андрея Лаврентьева, общественноика, жителя Исаково Андрея Христофорова, организаторов соревнований-серебряного призера кубка Европы Сергея Афанасьева, генерального директора о В. Г. Григорьева, братьев Батраковых и Архиповых и многих других.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Вилес тӑвас пулсан, аннеҫӗм, ан ӗнен.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫавӑнпа та активлӑ хула тӑвас политикӑна ватлӑха хӗрхенсе пӑхассипе шайлаштарни питӗ кирлӗ.

Помоги переводом

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Иртнӗ эрнере пурнӑҫ шайне ӳстерес, тупӑшсене уҫӑмлӑрах тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комисси хӑйӗн ларӑвӗнче килпетсӗр фактсене уҫса пачӗ.

Помоги переводом

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Смена программине пуян та интереслӗ тӑвас опыт пур аслисен.

Помоги переводом

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Усӑ курмашкӑн ансатлатас тата нумай функциллӗ тӑвас тӗллевпе 2013 ҫулта ӑна ҫӗнетсе улӑштарнӑ: хыпарсен рубрикисене йӗркеленӗ, курав хыпарӗсем вырнаҫтарнӑ, комментари памалли майсене кӗртнӗ, электронлӑ ҫырӑнтарупа усӑ курма пуҫланӑ тата ытти те.

В 2013 году его поменяли с целью доступного и многофункционального использования: организовали рубрику новостей, разместили видео, включили средства для комментариев, начали пользоваться электронной подпиской и т.д.

Интернет уҫлӑхӗ тата пичет кӑларӑмӗсем // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Тепри производствӑран пушӑ вӑхӑтра ачасене самолет тӑвас ӑсталӑха алла илме вӗрентет...

Другой в свободное от производства время детей учит мастерству авиамоделизма...

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«инвестор наукӑпа тӗпчев е сӑнавпа конструктор ӗҫӗсене пурнӑҫласан е тата харпӑр хӑй производствине техникӑпа ҫӗнетсе пуянлатсан, ҫав шутра асӑннӑ ӗҫе инвалидсем валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тӑвас тата (е) таварсем туса кӑларас, ӗҫсем пурнӑҫлас, пулӑшу ӗҫӗсем парас тӗллевпе производствӑн энергетика эффективлӑхне пысӑклатсан, е Федерацин «Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен» 2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 7-ФЗ №-лӗ саккунӗн 17 статйин 4-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ тавралӑх хутлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳнине чакарма пулӑшакан ӗҫ е ӗҫсем пурнӑҫласан;".

"проведение инвестором научно-исследовательских или опытно-конструкторских работ либо технического перевооружения собственного производства, в том числе направленного на создание рабочих мест для инвалидов и (или) повышение энергетической эффективности производства товаров, выполнения работ, оказания услуг, или осуществление мероприятия или мероприятий по снижению негативного воздействия на окружающую среду, предусмотренных пунктом 4 статьи 17 Федерального закона от 10 января 2002 года № 7-ФЗ "Об охране окружающей среды";".

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче инвестици ӗҫ-хӗлне патшалӑх пулӑшасси ҫинчен" саккунӗн 7 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Относительность теорийӗ» пире ҫав машинӑна тӑвас тӗлӗшпе пӗр шанӑҫ та памасть.

"Теория относительности" не дает нам ни одного шанса в создании этой машины.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Праҫнике хатӗрленсе ҫынсем хӑйсен кассине тата илемлӗрех тӑвас тесе кил-ҫурт таврашне тирпейлеҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ, умӗсенчи ҫӳп-ҫапа пуҫтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Сӑмахран, ача сачӗсем тӑвас тата реконструкцилессипе ҫыхӑннӑ программа ӗҫе кӗнӗ, «Ача сачӗсем – ачасене» проекта шӑпах вӑл ертсе пынӑ-ҫке.

Помоги переводом

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Шиклӗх туйӑмне сирмелле — пухнӑ информаципе пӗтӗмлетӳсем тӑвас тӗллевпе кӑна усӑ курассине патшалӑх статистикин органӗсем гарантилеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Манӑн пӗрлехи ӗҫшӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева тав тӑвас килет. Вӑл республикӑшӑн тӑрӑшать, ӗҫрен хӑраман маттур ҫынсене пулӑшать. ЧР Правительстви те тав сӑмахне тивӗҫлӗ», — терӗ Алена Аршинова.

Помоги переводом

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тӑвас япалан пуласлӑхне, сутас япалан хаклӑхне ӳстерсе сутма пар.

Дай вещам бытия, продаваемым вещам продажу с высокой ценой.

Кил пуҫӗн кӗлли (3) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.

Анчах тухтӑрӑн пациента усал тӑвас тӗллев ҫук.

Но у доктора нет намерения делать пациенту зло.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Вӑл ҫук чух улах тӑвас терӗм-ха, – шӳтлӗн кулса илчӗ хӗрарӑм.

Пока ее нет, решила сделать посиделки, — шутливо улыбнулась женщина.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫакӑншӑн Андриян Алексеевич Тимирясов тренера тав тӑвас килет.

За это мы поблагодарить тренера Андрияна Алексеевича Тимирясова.

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Тӗрлӗ сӑрӑпа, меслетпе ӳкерчӗксем, тӑмран тата гипсран пӗчӗк скульптурӑсем ӑсталас, ҫут ҫанталӑкра тӗл пулакан ытти материалтан сувенирсем тӑвас пултарулӑха ачасене Надежда Андреева вӗрентсе пырать.

Учит детей разными красками, способами создавать картины, мастерству лепки из глины и гипса маленьких скульптур, умению из встречающихся природных материалов сделать сувениры Надежда Андреева.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Фильм сюжечӗ ҫапларах: 1917 ҫулхи октябрь уйӑхӗ хыҫҫӑн чӑваш ялне Арсланов шахтер килет, ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑвас тӗллевпе пӑлхав ҫӗклет.

Сюжет фильма: октябрь 1917 года, в чувашскую деревню приезжает шахтёр Арсланов, с целью создания новой жизни поднимает бунт.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней