Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мрамортан тунӑ рубильниксемлӗ щиток ҫиҫсе тӑрать, чӗн передачӑсем шуса тӑраҫҫӗ, тырӑ вӗрет, пӑлханать, шыв сикки пек юхать, авӑр пек ҫаврӑнать.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ксюша пуҫ тавра ҫавӑрса илнӗ шаль-тутрине сирчӗ те Авдотьйӑн ҫиҫсе тӑракан телейлӗ сӑн-питне курчӗ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗчӗк хӗрӗ йӑл кулать, шӑннӑ кантӑксем ҫинче хӗвел шевли чупать, ҫӑкӑрсем сап-сарӑ пиҫеҫҫӗ, — акӑ халӗ ӗнтӗ Авдотьйӑн пит-куҫӗ те ҫиҫсе тӑрать, ӗнесене шӑвармалли ҫӑра шыва пӑлхата-пӑлхата, ҫинҫе те чӗтревлӗ сассипе юрлать.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Санька Самарцев ҫав формӑпа иккӗмӗш ҫул ҫиҫсе ҫӳренӗ ӗнтӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫапах та ун умӗнче тӑракан салтак — унӑн Эддийӗ, яланах илемлӗ тумланса ҫӳрекен, ылттӑнла ҫиҫсе тӑракан эполетлӑ гварди полковникӗ мар.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫав вӑхӑтра Федя Мазин чупса килчӗ — унӑн сӑнӗ-пичӗ ҫиҫсе тӑрать, питҫӑмартисем ҫинче хӗрлӗ лаптӑксем курӑнаҫҫӗ.Прибежал Федя Мазин, сверкающий, с красными пятнами на щеках.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗрисем — тӑрӑхласа калаҫаканскерсем, кулманскерсем пулчӗҫ, теприсем — хаваслӑ, ҫамрӑклӑх вӑйӗпе ҫиҫсе тӑраканскерсем, виҫҫӗмӗшсем — ялан шухӑша кайнӑ пек лӑпкӑскерсем, — амӑшне вӗсем пурте ӗҫре ҫине тӑракан, ӗҫе ӗненекен пӗрешкел ҫынсем пек курӑнчӗҫ; кашнин хӑйӗн сӑнӗ пулсан та — уншӑн пурте пӗрешкелтерех сӑн-питлӗ пек туйӑнчӗ: пурин те ырхан, лӑпкӑ та ӗҫе пикенсе тума хатӗр уҫӑ сӑн, хура куҫӗсем Эммауса каякан Христос куҫӗсем пек тарӑннӑн, ӑшшӑн та ҫирӗппӗн пӑхаҫҫӗ.
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
«Пӗччен мар вӑл унта!» — шухӑш ҫиҫсе илчӗ унӑн пуҫӗнче.
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ку — хирӗҫ май ҫӳрекен тепӗр поезд пулнӑ; чӳречисенче пуҫсем, шлепкесем, ҫын пичӗсем ҫиҫсе иртсе кайнӑ, хӑрӑм пекех хура питлисем те курӑннӑ.
VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ганя, савӑнӑҫлӑн ҫиҫсе, чие ҫырли пек; телейлӗ куҫӗсене ялкӑштарса ҫаплах юрларӗ:
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вырӑнти Пименӑн пит-куҫӗ каллех ҫиҫсе илчӗ, ҫав самантра вӑл ача пек телейлӗ курӑнчӗ.На лице местного Пимена появилось знакомое уже мне сияние, делавшее это лицо детски счастливым.
Юлашкисем... // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вырсарникунсенче вӗсем арчисенчен пӗтӗм капӑр тумне кӑларса тӑхӑнаҫҫӗ те, кӗмӗл укҫа пек ҫиҫсе, пӗтӗм ҫемйипе яла таврӑнаҫҫӗ.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ку кайран тин паллӑ пулать: отпуска тухнӑ ҫынсем вокзалран тӳрех ҫапла тӑван яла вӗҫтерсе килеҫҫӗ иккен — вӗсем хушшинче офицерсем те пур, погонӗсен ылтӑнӗ ҫиҫсе илет те яла кам килнине пӗлтерсе хӑварать.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Марья Николаевна ҫав тери телейлӗн курӑнать — Санин тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ унран: унӑн пичӗ ҫинче кӑмӑлӗ тулнӑ ача-пӑчасенни евӗр телей ҫиҫсе тӑрать.
XLI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ун пуҫӗнче кӗтмен шухӑш ҫиҫсе илчӗ.
XVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Куҫӗсем те унӑн ҫиҫсе тӑчӗҫ, хӑйӗн кашни утӑмӗ, аллин кашни хусканӑвӗ ытти чухнехи пек мар туйӑнчӗ.И глаза ее сияли, новым впечатлением казался ей каждый шаг, каждое движение руки.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Кашни ҫекундра тенӗ пек йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫсе ярать те миля таран шап-шурӑ кӑтра хумсем курӑнаҫҫӗ, утравсем, — ҫумӑр чаршавӗ витӗр пӑхсан, — тусан купи тейӗн, йывӑҫсем ҫӗре ҫити авӑнаҫҫӗ; унтан аслати шартлатса авӑтса ярать те, аяккалла кӗмсӗртетсе кайса, майӗпен шӑпланать; самант та иртмест, каллех ҫиҫӗм ялкӑшать те, кӗмсӗр-кӗмсӗр! аҫа ҫапать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫиҫӗм ҫиҫсе илнӗ вӑхӑтра хамӑр умра сарлака тӳрӗ юханшыв выртнине куратпӑр, икӗ енче — хысаклӑ чул тусем.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Сасартӑк пуҫра шухӑш ҫиҫсе илчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Катьӑн инкӗшӗ усал карчӑк пулнӑ, ӑна час-часах ҫаптаркаласа илнӗ; Катя ӑна курайман, хӑй ун патӗнчен тухса тарсан, турӑ ирӗкӗнче пурӑнасси ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ; Елена хӑй пӗлмен ҫӗнӗ сӑмахсене хӑраса та хисеплесе итленӗ, Катя ҫине тинкерсе пӑхнӑ, вара унӑн тискер кайӑкӑнни евӗр ҫиҫсе тӑракан хура куҫӗсем, хӗвелпе пиҫнӗ аллисем, хулӑн сасси, ҫурӑлса пӗтнӗ кӗпи те Еленӑшӑн ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑн, кӑштах таса сывлӑш пек пулнӑн туйӑннӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.