Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Анчах уншӑн ӑна каҫарас пулать, — вӑл пиртен пилӗкҫӗр ҫул каялла пурӑннӑ вӗт; пире питӗ ирсӗр пек, намӑслӑ пек туйӑнакан япала ун чухне килӗшӳсӗр япала шутланман.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах юрату паракан илӗртӳ, — ӑна ытлашши нумай ҫынах туйса курайман-ха, — тӗрӗссипе, ҫын пурнӑҫӗнче вӗлтлетсе иртсе каякан япала пулмалла мар вӑл, пурнӑҫӑн ҫак йӑлтӑркка ҫути шырав, ӗмӗт тапхӑрне ҫеҫ (ӑна хӗре лайӑх пӑхма тӑрӑшни, ҫураҫни тейӗпӗр) ҫутатмалла мар, ҫук, ку тапхӑр, чӑннипе, ырӑ, илемлӗ шурӑмпуҫ ҫеҫ, кунтан малтан, кун умӗн пулакан япала пулмалла, ун ӑшшипе ҫути вара ӳснӗҫемӗн ӳссе пыраҫҫӗ, уйрӑмах ӑшши вӑрах ӳсет, кӑнтӑрла иртсен те-ха вӑрахчен ӳсет.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӳлӗмсем те нейтральнӑйпа нейтральнӑй маррисем ҫине пайланнипех тӑраҫҫӗ; нейтральнӑй мар пӳлӗмсене пӗр-пӗрин патне ыйтмасӑр кӗмелле мар текен правило та, пӗрремӗш ыйту ҫине «ан ыйт» тесен, ыйтӑва тепӗр хут памалла мар текен правило та ҫаплипех юлчӗ; ҫакӑн пек ответ хӑвӑнтан мӗн? ыйтни пирки ним те шухӑшлаттарманни, ӑна манса каясси те юлчӗ, юласса вара вӑл: ответ памалла-тӑк — ыйтма та кирлӗ пулман, ыйтмасӑрах, малтанах каласа пама май пулнӑ, — текен шухӑшпа юлнӑ; каламан япаларан вара нимле интереслӗ япала та пулас ҫук.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Апла мар пуль ҫав, е калаҫасса калаҫнӑ пуль те, ҫав сӑмахсене илтнӗ пулин те, пӗр-пӗрне ӗненмен, ӗненессе вара акӑ мӗншӗн ӗненмен: ытти япаласем ҫинчен, тен, ҫак япала ҫинчен те, вӗҫӗмсӗрех урӑхла калаҫнине илтнӗ; ахаль пулсан, мӗнле ҫавӑн чухлӗ асапланнӑ-ха эсир?
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна вӑл, яланхи пекех кашнинчех сахал сӑмахсемпе, анчах витмелле каларӗ, улттӑмӗш стакан чей тултарчӗ, унта юлашки хӑймана ячӗ, юлнӑ печенине илчӗ, — дамӑсем паҫӑрах чей ӗҫсе тӑраннӑ ӗнтӗ, — пуҫ тайрӗ те, ҫав япаласене илсе, ҫисе киленме каллех кабинета кайрӗ, кунта вӑл кӑштах диван ҫине выртса савӑнма та шутларӗ, — кун пек диван ҫинче кашниех ҫывӑрать ӗнтӗ, анчах та вӑл Рахметовшӑн питех те киленмелли япала пулнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах идиллие тума йывӑр тени вӑл ҫав тери юрӑхсӑр сӑмах: вӑл пур ҫыншӑн та тенӗ пекех лайӑх япала, апла ҫеҫ те мар, пулма пултаракан, питех те пулма пултаракан япала; ӑна тума пӗртте йывӑр мар пулӗччӗ, анчах ӑна пӗр ҫын валли е вунӑ ҫын валли мар, пурин валли те тумалла.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах, кун пек япала нумая пыма пултарайман; вилӗм ҫывхарнӑҫемӗн Крюкова ҫине-ҫинех ыйтса пӗле пуҫланӑ пулӗччӗ; е унӑн чӑнлӑха пӗлме уйрӑм сӑлтав пур тесе каланӑ пулӗччӗ вӑл, е Лопуховпа Вера Павловна вӑл ыйта-ыйта пӗлнинче темӗнле раснах кирлӗ япала пулнине туйса илнӗ пулӗччӗҫ, вара икӗ-виҫӗ эрнерен е, тен; тепӗр темиҫе кунтан ӗҫ кӑшт маларах мӗнле пӗтнӗ, ҫавӑн пекех пӗтнӗ пулӗччӗ, — ун чухне Кирсанов мастерскоя Крюкова кӗтмен ҫӗртен пырса тухнӑ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Яланхи пекех вӗсем, иртнисене аса иле-иле, хаваслӑн калаҫрӗҫ, тӗнчери пур япала ҫинчен те калаҫса илчӗҫ: ун чухнехи историлле ӗҫсенчен пуҫласа (ҫак пӗчӗк кружока Канзасри тавлашуллӑ вӑрҫӑ интереслентернӗ; вӑл вӑрҫӑ ҫурҫӗрпе кӑнтӑр хушшинче пыракан аслӑ вӑрҫӑ умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ, ку аслӑ вӑрҫӑ вара Америкӑра кӑна мар пулмалли, татах та аслӑрах событисем умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ; халӗ политика ҫинчен пурте калаҫаҫҫӗ, ун чухне политикӑпа интересленекенсем питӗ сахал пулнӑ; вӗсен шутӗнче — Лопухов, Кирсанов, вӗсен тусӗсем) Либих теорийӗ тӑрӑх ҫӗрӗҫӗн химилле никӗсӗсем мӗнле пулмалли ҫинчен ун чухне тавлашни таран, историлле прогресӑн законӗсем ҫинчен те, — ун чухне ҫакӑн пек кружоксенче ҫав законсем ҫинчен асӑнмасӑр пӗр калаҫу та иртмен, — чӑн-чӑнах кӑмӑл туртнине ӑна тума тӑрӑшаҫҫӗ, тӑваҫҫӗ те — фантазилле ӗмӗтсенчен, пурнӑҫланман, пурнӑҫланма кирлӗ те мар ӗмӗтсенчен уйӑрса илесси питӗ паха пулни ҫинчен, — фантазилле ӗмӗтсене вӗсене, вӗри чир чухне шыв ӗҫес килне пек, пӗр ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ: организма сыватмалла, вӑл ӗмӗтсем, организм чирлӗ пулнӑ пирки, чӑн-чӑн кӑмӑл туртнине пӑсса ҫуралаҫҫӗ, — ун чухне антропологилле философи кӑларса тӑратнӑ ҫав тӗп уйрӑмлӑх питӗ кирли ҫинчен те, пурин ҫинчен те, ҫавӑн йышши тата ун йышши те мар, анчах ҫавнашкал япаласем ҫинчен калаҫрӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗнрен пуҫларӑм-ха тата: «ҫыншӑн темӗн тума та хатӗр пулни» — епле ултав япала; эпӗ паллӑ ученӑй пулма та, кафедра илес шухӑша та пӑрахнӑ пек тухать — епле ухмахла япала!
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арҫынна килӗшесшӗн ҫунни вӑл, — эпӗ, килӗшес тесе, айван та ухмахла хӑтланни ҫинчен мар, чӑн-чӑнах килӗшесшӗн ҫунни ҫинчен калатӑп: айван та ухмахла хӑтланни, кирек мӗнле япӑх япалана лайӑх япала пек кӑтартма тӑрӑшни пекех, ҫав тери йӗрӗнчӗк ӗҫ, — арҫынна килӗшесшӗн ҫунни вӑл — хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи ӗҫсене ӑслӑ та йӗркеллӗ туни.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑт мӗнле япала вӑл, йӗкӗт, пӗтӗмпех шухӑшласа пӑхсан, ытла ансат япалах мар.Вот она какая штука, парень, не дюже все это просто, ежели обмозговать все как следует.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пирӗн комиссар пӗр япалашӑн ҫеҫ айӑплӑччӗ — пӗр-пӗр пысӑк яла е казаксен станицине йышӑнсан, вӑл япала пуҫтарма тытӑнатчӗ…
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Никам та хай мӗнле туйнине чухласа илеймест, никам та ун ҫинчен сӑмахпа каласа пама пултараймасть, анчах пурте хӑйсене темле хӑнӑхман япала, чуна ҫӳҫентерекен япала пуснине туяҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
«Ку япалана ҫынсене суккӑрлатма, минретме, йӑлтах пӑсса пӗтерме юри тунӑ тесе ӗнентерсен тин, эп ӑна ӑспа тунӑ япала вырӑнне хума пултаратӑп.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Сасӑсем, хускалса кайса, сӗрлесе шавлани татти-сыпписӗр илтӗнсе тӑнӑ: хӑраса асапланнӑ хушӑра, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр шиклӗн ирттернӗ вӑхӑтра пӗр япала ҫуралнӑ; вилӗмрен чӗрӗлсе тухнӑ, ӗҫлеме хӑнӑхман, пӗлмен шухӑша ҫав япала сисмелле мар хуллен-хулленех пӗр ҫӗрелле пуҫтарса пынӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Эпир юратакан япала, тен, вӑл ҫав тери лайӑхах та пулман-и, анчах ҫирӗм улттӑн-ҫке эпир, ҫавӑнпа хамӑршӑн хаклӑ япалана пирӗн яланах ыттисемшӗн те тап-таса тӑвас килетчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Юрӑсемсӗр пуҫне пирӗн тата темле ырӑ, темле эпир юратакан япала пурччӗ, ҫав япала пирӗншӗн хӗвел вырӑнне пулнӑ-и, тен.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Пурӑнатӑп ҫав япалана шыраса, тунсӑхлатӑп ун пирки, вӑл мӗнле япала иккенӗ хама та паллӑ мар…Вот я живу и эту штуку ищу и тоскую по ней, а что она такое есть — это мне неизвестно…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Анчах юратушӑн темскер, хӑш чухне ниме тӑман япала кирлӗ, ӑна ӑнлантарса та параймӑн, ячӗпе те калаймӑн; манӑн питӗ ырӑ та ҫаврӑнуҫӑсӑр Ильян ҫав япала ҫук вара.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич мӗнле те пулин япала ыйтас пулсанах, япали тупӑнмасан е ҫӗмрӗк пулсан, пӗтӗмӗшпе каласан, килте мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхшӗн Захара «мӗскӗн сӑмахсемпе» ятлаҫма тытӑнсанах, Захар Анисьйӑна куҫ хӗссе илет, пуҫӗпе улпут пӳлӗмӗ енне сулать те пуҫ пӳрнипе унталла тӗллесе, пӑшӑлтатса хушса хурать:
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956