Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр аманнӑ салтакӗ хуҫӑлнӑ урине сӗтӗрсе, хӑех унталла шӑвать.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Халь ӗнтӗ ҫав ҫутӑ тӗтре ҫийӗн, майӗпен, карап пек шуса пырать, ирхи шупкарах хӗрлӗ шуҫӑм ҫуттине хирӗҫ шӑвать вӑл.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл шӑвать, пӗтӗм ӳчӗпе чӗтресе, хӑлхине пӑрланнӑ ҫӗр ҫумне туса итлесе, ҫӗр ҫумнех лӑпчӑнса, пӗр сасӑ кӑлармасӑр, нимӗҫ салтакӗсенчен ҫирӗм метрта, пӗрмай шӑвать те шӑвать…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ӗхлете-ӗхлете, сулахай аллипе тытнӑ Володя урине вӗҫертес мар тесе, ачасем хыҫҫӑн шӑвать, ҫавӑнтах хӑйӗн сылтӑм уринчен тытса шӑвакан колонна вӗҫӗнче Толя Ковалев ҫакланса пынине туять.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӗр шӑппӑн кӑна пӳлӗм тӑрӑх шӑвать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑхӑт мӗнле шӑвать, э? — Хут пӗлни ҫинчен калаҫу пуҫлансанах Володя ҫӗр айӗнчи ҫырӑва аса илчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Куҫӗсемпе шӑвать тейӗн, ҫула майлӑн кунталла пӑха-пӑха илет.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Акӑ ҫав чӳрече шалтан ҫутӑлса кайрӗ, каркӑҫ ҫийӗпе мӗлке шӑвать.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӳсӗр тӗрӗксен ушкӑнӗ, сӑрнайпа параппан сасси май, васкамасӑр, саранча пек чарма ҫук малалла шӑвать.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑхӑт ытла та майӗпен иртет, хӗвел те малалла лӳпперрӗн шӑвать.Время тянулось нестерпимо медленно, и солнце совершало свой путь томительно долго.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑхӑт шӑвать.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Атя, калаҫар, Нестеренко юлташ, атту вӑхӑт шӑвать, факт!Что ж, давай поговорим, товарищ Нестеренко, а то ведь время-то идет, факт!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑмӑллӑн шӑвать вӑл хунавсем хушшипе.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл хӗвелпе хӗрнӗ чул стенасем ҫумне пырса сӗртӗнет, ҫурт ҫийӗнчи тутӑх тимӗр листи тӑрӑх, пылчӑклӑ урамсем тӑрӑх шӑвать, наркӑмӑшла тусанпа тусанланать, шӑршлӑ сывлӑша ҫӑтать, вара, халтан кайнипе ҫуначӗсене уснӑ кайӑк пек, пӗр хускалмасӑр ҫурт ҫийӗсем ҫине, урамри канавсем тӗпне тӑсӑлса выртать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫывхарса килекен каҫ шӑплӑхне сирсе, ӑна хирӗҫ тискер кайӑкӑнни пек усал сасӑ янӑраса пырать, — каҫ ҫапах, хулан пӳрленнӗ суранне хӑйӗн ачаш аллисемпе витсе, намӑса пӗлмесӗр йӑлтӑртатакан пусмӑрланнӑ ҫутӑсене сӳнтерсе шӑвать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ерипен шӑвать карап ытти нумай карапсем хушшипе.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Эпӗ, карчӑк хӑйӗн кукӑр пӳрнеллӗ, чӗтревлӗ аллине тӑсса кӑтартнӑ ҫӗрелле ҫаврӑнса пӑхрӑм та акӑ мӗн куртӑм: унта мӗлкесем шӑвӑна-шӑвӑна иртеҫҫӗ, питӗ нумаййӑн вӗсем; вӗсенчен пӗри, ыттисенчен хулӑнтараххи, шӑвасса та хӑйӗн тӑванӗсенчен аяларах пырса, хӑвӑртрах шӑвать, — вӑл мӗлке, ыттисенчен ытларах ҫӗре ҫывӑх пырса, васкавлӑрах юхакан пӗлӗт татӑкӗнчен ӳкет-мӗн.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫул уҫӑлнине пӗлнӗ пекех, вӑйлӑ та чӗрӗ япала куҫнӑ пек, пӑр малалла шӑвать, кӗтеслӗ-кӗтеслӗ пӑр катӑкӗсем шатӑртатса пӗр-пӗрин ҫине хӑпара-хӑпара каяҫҫӗ, шуса анаҫҫӗ, хӑяккӑн тӑраҫҫӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ вара вӑл пӑчӑ кун пек, юратакансен ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать, унӑн тавралӑхӗнче нимӗн те хускалмасть, сывлӑш та вӗрмест, тесе шутларӑм: юратура та канлӗх ҫук, вӑл та таҫта малалла, малалла… шӑвать… «пӗтӗм пурнӑҫ» пек, тет Штольц.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак вӑхӑтра шӑрӑх майӗпен чакса пырать; ҫутҫанталӑк йӑлтах чӗрӗлме тытӑнать; хӗвел те вӑрман патнелле шӑвать ӗнтӗ.Между тем жара начала понемногу спадать; в природе стало все поживее; солнце уже подвинулось к лесу.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956