Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лиходеев, пурне те пӗлес килнипе аптӑраса ҫитнӗскер, кабина чӳречинчен пуҫне кӑларса: — Земляк, ӗҫсем мӗнле унта? Хӗртетпӗр-и вӗсене? — тесе ыйтать.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Эп ун ҫинчен шухӑшламарӑм та, — тесе, парикмахер ним тума аптӑраса унталла-кунталла пӑхрӗ.Я и не подумал, — парикмахер беспомощно огляделся вокруг себя.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Миките лашана малалла ҫавӑтса каясшӑн пулнӑ, анчах икӗ тӑлӑп тӑхӑннӑ Ваҫили Андрейч пит аптӑраса ҫитнӗ, вӑл утма пултарайман, ҫуна ӑшне аплах кӗрсе ӳкнӗ.
V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Эсир ман плана ҫаплах хирӗҫ тӑратӑр пулсан, малалла мӗн тӑвас пирки мана канаш парӑр, сире эсӗ пысӑк тав тунӑ пулӑттӑм, чӑннипе каласан, эпӗ ним тума та аптӑраса ҫитрӗм.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑп — терӗ вӑл аптӑраса.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Тӗлӗнетӗп эпӗ, мӗн ӗҫсӗр аптӑраса тӑратӑн эс, Софья?
XXII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Президентӑн тӑван килӗ ҫук, ҫавӑнпа ҫӳрет кунта хӑйӗн юлташӗсемпе, ӗҫсӗр аптӑраса.А у Президента нет дома, вот тут и околачивается со своими дружками.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ура сыппи таран шывра тӑраканскер, вӑл чылайччен, ним калама аптӑраса, чӗнмесӗр тӑнӑ.
VIII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Пӗрре вӑл, ура ҫинче тӑма вӑй ҫукраххине кура, ним тума аптӑраса ҫитнипе, пӗчӗк ҫеҫ урапине сарайне лартса хӑварнӑ та кунӗпе ӳпке-пӗвер таврашӗпе сутӑ тӑвакан Роза лотокӗ тавра тата хула варринчи пасарта, хупахсем умӗнче сӗнксе ҫӳренӗ.
VII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Лӑпкӑ та нимӗн тума аптӑраса ҫӳрекен партизансемпе хӗрлӗармейцӑсен сӑн-сӑпачӗсем савӑнӑҫлӑн ҫутӑлса кайрӗҫ.Тишина и апатичное состояние партизан и красноармейцев сменили радость и возбуждение.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Кӗреҫе сухаллӑ стариксем, нимӗн тума аптӑраса, такам ҫапса ҫӗмӗрнӗ пек пулса тӑчӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Шӑлнӗ сасартӑк хӗрелсе кайса нимӗн калама аптӑраса тӑчӗ.
7 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӗҫес шухӑш пырса кӗрсессӗн те вӑл вӗҫмелли майне тупаймасӑр аптӑраса тӑнӑ…
Умсӑмах // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с. — 3–4 с.
Коля аптӑраса ӳкрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ку ҫын хуралта тӑрать пулмалла, лечебница хапхи патӗнче ӗҫсӗр аптӑраса, хӑй ялан пӗр юрра тӑсать:
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫапла ӗнтӗ тем тӑршшӗ вӑхӑта е хӑвшӑн ҫеҫ иртер е, нимӗн тума аптӑраса, хӑҫан сывалса ҫитессине кӗтсе вырт.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ним тума аптӑраса ҫитнипе кӑшкӑрса ярса, Кассий Кольхаун чӗлпӗре туртӑнтарса лартать те ҫав вӑхӑтрах револьверне ярса тытать.С криком отчаяния Кассий Кольхаун натягивает поводья и в то же время хватается за револьвер.
ХСVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Ылхан ҫиттӗр ӑна! — тет Кольхаун, йӑлтах аптӑраса ҫитнипе аллине сулса.— Будь она проклята, несчастная тварь! — восклицает Кольхаун с жестом отчаяния.
ХСI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анчах Кольхаун ҫав тери хӑвӑрт та ҫав тери аптӑраса кайнӑ пекле вӗҫтерсе пынӑ, Зеб ун умӗнче уҫӑ ҫӗртех тарсан та, вӑл ӑна курмастчӗ пулӗ.
LХХХII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кольхаун ним тума аптӑраса, пӗр вырӑнтах каллӗ-маллӗ ҫӳренӗ.Кольхаун растерянно ездил взад и вперед по одному и тому же месту.
LХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.