Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пасара (тĕпĕ: пасар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрмантан чупса тухатпӑр та сысна пӑхакансем патне е пахча-ҫимӗҫ сутма пасара каякан хӗрарӑмсем патне ҫӗмӗрттерсе пыратпӑр, анчах никама та тӗкӗнместпӗр.

Выбегали из леса и бросались на погонщиков свиней или на женщин, которые везли на рынок зелень и овощи, но никогда никого не трогали.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тӗнчери мӗнпур ӳсентӑрантан, чӗрчунтан кӗвенте авса пасара кайса сутӗччӗ,— хуҫа ӗмӗтсӗрлӗхне палӑртса ҫырать писатель.— Тӗнчери пур ырлӑх-пурлӑхпа хӑй ҫеҫ усӑ курӗччӗ, ыттисене шӑл хушшине хумалӑх та ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗ памӗччӗ».

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑшӗсем тата ҫывӑхри Преображенски текен пасара та кайса килнӗ, тет, теприсем вара ҫӗр каҫма тухса каякансем те пулнӑ имӗш.

Некоторые умудрялись попадать как-то на близлежащий Преображенский рынок, а другие — уходить на ночь по делам сугубо личным.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӗнтӗ ыран, ҫула май Тӗп пасара кӗрсе, унӑн укҫипе мӗн те пулин илесси ҫеҫ юлать.

Видно, придется завтра по пути домой заехать на Центральный рынок и купить что-нибудь на вырученные деньги.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫавӑн пекех ун ҫинчен, мешочниксем пек пулса, вагон ҫивиттисем ҫинче ларса пыракансем те, анчах хулана ҫитсен, пасара мар, миххисене хӑйсем пӗлекен урамсемпе ҫуртсем енне йӑтса каякансем, аван пӗлнӗ.

Знали и те, кто под видом мешочников приезжал на крышах поездов и держал путь не на базар, а нес мешки до записанных в своей памяти улиц и домов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пасара кайма каярах юлнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл, бидонне хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хурса, хваттерсем тӑрӑх ҫӳреме тухса кайрӗ.

На базар было идти уже поздно, и, взвалив бидон на плечи, она отправилась по квартирам.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Суту-илӳ тӑвакан спекулянткӑсем, хаваслӑн ахӑлтатса, пасара пахча ҫимӗҫӗсем тултарнӑ корзинкӑсем, ашпа, риспа тата купӑстапа пӗҫернӗ кукӑльсем хурса тултарнӑ ывӑссем ҫӗклесе кайнӑ.

И торговки-спекулянтки с веселым гоготом тащили на рынок корзины с фруктами и лотки жареных пирожков с мясом, с рисом и с капустой.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Кунта турра кӗлтӑвакан карчӑксем пур; ӗҫкӗ ӗҫекен карчӑксем пур; пӗр вӑхӑтрах ӗҫкӗ ӗҫекен, турра та кӗлтӑвакан карчӑксем те пур; ӑнланса илмелле мар майсемпе тӑранса пурӑнакансем, Калинкин кӗперӗнчен пасара ҫити, унта вунпилӗк пуса сутас тесе, кӑткӑсем пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк сӗтӗрекен карчӑксем пур; пӗр сӑмахпа каласан, унта этемлӗхӗн чи телейсӗр тӗпӗ нумайрах пурӑнать, пӗр политика экономӗ те вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатмалли мелсем шыраса тупайман пулӗччӗ.

Тут есть старухи, которые молятся; старухи, которые пьянствуют; старухи, которые и молятся и пьянствуют вместе; старухи, которые перебиваются непостижимыми средствами, как муравьи таскают с собою старое тряпье и белье от Калинкина мосту до толкучего рынка, с тем, чтобы продать его там за пятнадцать копеек; словом, часто самый несчастный осадок человечества, которому бы ни один благодетельный политический эконом не нашел средств улучшить состояние.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Ку урампа кӳршӗ ял ҫыннисем тата хамӑр ялсем те пасара иртнӗ, ҫавӑнпа ку тупра ҫул ҫинче сахал мар.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫатни, вӗре ҫӗлен тата ытти те // Евгений Андреев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 20 стр.

— Эпӗ пӗрре Серафимӑпа пасара кайнӑччӗ, курса тӑрантӑм унта — чут хӑсса яраттӑм.

— Я с Серафимой ездила как-то разок на рынок, насмотрелась — чуть не вырвало.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сасартӑк Ксюша тӗрлӗ-мерлӗ халӑх хушшинче Мажарова курах кайнӑ, ҫавӑнтах хӑй пасара мӗншӗн пынине те маннӑ, хӗвӗшсе тӑракан ҫынсем хушшинче, ӑна куҫран ямасӑр, ерипентерех утма пуҫланӑ.

Неожиданно в разномастной толпе Ксюша увидела Мажарова и, сразу забыв о том, что привело ее на рынок, стала медленнее двигаться в людском водовороте, не теряя его из виду.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксюша вырсарникун пасара кайса килме шутланӑ, унта магазинта ҫук япаласене те туянма пулнӑ.

В ближайшее воскресенье Ксюша решила сходить па барахолку, где всегда можно было купить то, чего нельзя достать в магазинах.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫур ҫул та иртмен, вырсарникун пасара тӗреклӗ пукансем, кӗреплесем, йӗтӗрсемпе килти хуҫалӑхра кирлӗ ытти япаласем туха пуҫланӑ.

Не прошло и полугода, как на воскресных базарах начали появляться крепко сколоченные табуретки, и грабли, и скалки, и иные предметы, необходимые в домашнем обиходе.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хамӑрӑнне пасара тухса мӗн те пулин сутма тивсен те, ӗне тытатпӑрах!..

— От себя что оторву, на базаре продам, а за кормилицу нашу будем держаться!..

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Юнашар утса пынӑ май Кошевой унӑн черӗпӗнни пек шӑртлӑ сухалӗ ҫине пӑхса илчӗ, хӑй ӑссӗн шухӑшларӗ: «Вӗлереттӗн те пулӗ, пасара ҫури!»

Кошевой, шагая рядом с ним, глянул на его ежистую, вздыбленную щетину, подумал: «А ить убил бы, хорек!»

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пасара куҫӗ тӗслӗ ҫивӗч куҫӗсем ыйхӑпа ӗнтӗркенӗ чухнехи пек сӳрӗккӗн ҫуталса пӑхаҫҫӗ, пичӗ ҫине тӗтӗм пек кӑвак сухал шӑртланса тухнӑ.

Хориные, с остринкой, глазки его сонно светились, на щеках серела дымчатая щетина.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Акӑ ӗнер ӗмӗтленнӗ пӗчӗк телей ҫитсе те тӑчӗ, — вӗсем пасара каякан упӑшкипе арӑмӗ пек, иккӗш урапа ҫинче лараҫҫӗ, хирте — пӗр чун та, пӗр сасӑ та ҫук, урапа кустӑрмисем анчах шӑлтӑртатаҫҫӗ.

Ну, вот и сбылось то маленькое счастье, о котором вчера мечтали, — они сидели вдвоем на бричке, как могут только сидеть муж и жена, выезжая рано поутру на базар.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пасара ҫитиччен ку хӑйма тарӑн нӳхрепре пулнӑ, йывӑҫ ывӑссемпе витнӗ кӑкшӑмсенче тытӑннӑ, ӑна йывӑҫ кашӑкпа пухнӑ, пӗр кӑкшӑмран тӑватӑ кашӑкран ытла илмен, чӑн ҫавӑн пек хӑйма пулнӑ ку.

Да, черт возьми, это была именно та сметана, которая, прежде чем попасть на базар, побывала в глубоком погребке, отстоялась в кувшинах, накрытых дощечками, — именно та сметана, которую собирают непременно деревянной ложкой и не более как по четыре-пять ложек из каждого кувшина.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей пӗчӗкренех хӑйма юратнине каласа хӑварас пулать, ҫавӑнпа вӑл пасара пырса кӗрсен куҫне хупсах сӗт ретне тупма пултарнӑ.

Надобно сказать, что он с детства любил сметану, а поэтому, подойдя к базару, мог бы с закрытыми глазами разыскать молочный ряд.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пасара, лӑпӑ ӑшне хупса, тӑрантарса самӑртнӑ тӑватӑ мӑшӑр кӑвакал илсе кайрӗ, вӗсене сутрӗ те, лавккана кӗрсе, арӑмне валли чечеклӗ ҫитсӑ илсе тухрӗ; киле кайнӑ тапраннӑччӗ ҫеҫ вӑл (урипеле урапа тукунне тӗренлесе тевӗрш хытарса тӑратчӗ), — ҫав самантра ун патне пӗр ют ҫын пырса тӑчӗ.

В кошелке отвез на базар четыре пары кормленых уток, продал; в лавке купил жене ситцу в цветочных загогулинах и совсем собрался уезжать (упираясь в обод ногой, затягивал супонь), — в этот момент подошел к нему человек, чужой, не станичный.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней