Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫӗлӗкне васкамасӑр хыврӗ те княҫа чыслӑн пуҫ тайрӗ.
18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Киленсех ӗҫрӗҫ вара хӗрсемпе каччӑсем тин сӗрнӗ сӑрана; васкамасӑр, тутӑ ҫынсем пек, какайне тирпейлӗн иле-иле хыпрӗҫ, пӑттине ҫирӗҫ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑйсене кунӗн-ҫӗрӗн шухӑшлаттаракан ыйтусене васкамасӑр, ӗҫлӗн пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ ваттисем.
7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӗкӗрҫӗсем ҫӗлӗкӗсене тӑхӑнчӗҫ те, кунта тавлашса тӑнин усси ҫук тенӗ евӗр, васкамасӑр, хӑраса ӳкнӗ чухнехи пек пӗр тӗпӗртетмесӗр пӳртрен тухса ҫухалчӗҫ.
4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Тем тесен те кун пеккине пӗрремӗш хут илтетӗп, тусӑмсем, — васкамасӑр, пӗр хыпӑнса ӳкмесӗр калаҫрӗ Элӗк.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ав мӗн чухлӗ вӗсем, Хусан мӑрсисем, пӳлӗме те вырнаҫмаҫҫӗ, —васкамасӑр сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ аслӑ воевода.
16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эп халь кӑна Васильев-Новгородран таврӑнтӑм, — юри тенӗ пекех, васкамасӑр туртса ҫапсан ытларах ыраттарать тенӗ пекех, лӑпкӑн калаҫрӗ Лупин князь.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапла васкамасӑр пырса Тукай ҫыннисем кунӗпе утса та пӗр ҫирӗм ҫухрӑм кӑна кайрӗҫ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пур, Тукай мӑрса, тем те пур, — терӗ тарҫи черккине ӗҫме васкамасӑр.
4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тутарсемпе вырӑссен ушкӑнӗ васкамасӑр сӑрталла, кремль хапхи патнелле утрӗ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хан пӗр сӑмахсӑр ура ҫине тӑчӗ, васкамасӑр пӳлӗм тавра утса ҫаврӑнчӗ, унтан Мухамедьяр патне ҫитсе чарӑнса ӑна куҫран тинкерчӗ.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Урасмет никам та тарма шутламаннине курса васкамасӑр ушкӑна пырса кӗчӗ те кукӑр патак ҫине тӗрӗнсе тӑракан ват ҫын умӗнче чарӑнчӗ.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Кӑна тӗрӗс калатӑн, — терӗ вӑрӑм сухал васкамасӑр хӑйӗн вырӑнӗнчен хускалса.
1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Урасмет тек калаҫса тӑмарӗ, нухай аврипе аттине ҫӑт-ҫат ҫапкаласа васкамасӑр пӳрт йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те тухса кайрӗ.
1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Тэк, тэк… — ним пулман пек васкамасӑр калаҫма тытӑнчӗ Палюк мучи.
Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.
Халех виҫсе пӑхӑпӑр, — васкамасӑр ӗҫлеме тытӑнчӗ тухтӑр.
Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.
Васкамасӑр йӗркипех каяр пуль.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.
Пантелеймон Матвеевич малтан пӑшалне хывса ҫакать, унтан васкамасӑр хывӑнать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Шыв витри йӑтнӑ Ваҫли васкамасӑр кӗрет.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Выльӑх станокран васкамасӑр тухрӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.