Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ятлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ятлӑ (тĕпĕ: ятлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятлӑ ҫынсен амӑшӗсем Глеба пӗри те килӗштермен ялта.

Все матери знатных людей в деревне не любили Глеба.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Пурнех те кӑмӑла кайман ҫакӑ, хӑшпӗр арҫынсем вара ятлӑ ентеше Глеб Капустин килсе касса татасса чун пек кӗтнӗ.

Многие этим были недовольны, но многие, мужики особенно, просто ждали, когда Глеб Капустин срежет знатного.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Хӑна пӳлӗмӗнче ҫап-ҫутӑ, хулари ятлӑ ҫынсем пурте унта пуҫтарӑннӑ.

Гостиная была великолепно освещена, и в ней собрались все, кто только имел какой-нибудь вес в городишке.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том «Урӑ ҫынсен ҫамрӑк тусӗсем» ятлӑ ҫӗнӗ пӗрлешӗве кӗчӗ, мӗншӗн тесен пӗрлешӳ членӗсене кӑкӑр ҫине ҫакса ҫӳреме питӗ селӗм значоксем параҫҫӗ.

Том вступил в новое общество «Юных трезвенников», привлеченный блестящим мундиром.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан стенара, кравать пуҫ вӗҫӗнче, «вилӗм хуралҫи» ятлӑ нӑрӑ-сехетҫӗ усала систерсе тик-так тунисем илтӗнсе кайрӗҫ.

Потом раздалось зловещее тиканье жука-могильщика в стене, рядом с изголовьем кровати.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Тӑвӑл шуйттанӗ» ятлӑ хура та вӑрӑм, лутра карап ҫинче, мачта тӑрринче ҫӳлте хура ялав вӗлкӗштерсе пырса, вӑл тӑвӑллӑ тинӗссем тӑрӑх епле мӑнкӑмӑллӑн ҫӳре-ши?

Он будет со славой носиться по бурным морям и океанам на своем длинном, узком черном корабле под названием «Дух бури», и наводящий ужас черный флаг будет развеваться на носу!

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн тусӗ Джо Гарпер ятлӑ.

Этот закадычный друг был Джо Гарпер.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсир тата мӗн ятлӑ?

А вас?

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсир мӗн ятлӑ?

А как вас зовут?

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Мана ӗнтӗ эсӗ каласа паратӑнах, — тесе сӑмах хушрӗ ҫак хушӑра дама, — Христосӑн малтанхи икӗ вӗренекенӗ ҫапла ятлӑ пулнӑ…

— Я знаю, мне он скажет, — вмешалась дама, — Первых двух апостолов звали…

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каласа пар-ха пире, малтанхи икӗ апостолӗ мӗн ятлӑ пулнӑ?

Может быть, ты скажешь нам, как ввали тех двоих, которые были призваны первыми?

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Судья, Том пуҫӗ ҫине аллине хурса, ӑна аван ача терӗ, тата: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтрӗ.

Судья погладил Тома по голове, назвал его славным мальчиком и спросил, как его зовут.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эмми Лоренс ятлӑ хӗрача ҫавӑнтах Том чӗринчен тухса ӳкрӗ, унта вӑл пӗр йӗр тавраш та хӑвармарӗ.

Некая Эми Лоуренс мгновенно испарилась из его сердца, не оставив по себе даже воспоминания.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Аслӑ Миссури» ятлӑ пӑрахут пулнӑскер хӗвел ҫинче тарласа, тӑрӑшса ӗҫленӗ хушӑра ӗҫрен тухнӑ художникӗ сулхӑнра, пичке ҫинче, урине сулласа ларчӗ, улма чӑмларӗ, айвансене тытмашкӑн хатӗрленчӗ.

И пока бывший пароход «Большая Миссури» трудился в поте лица на солнцепеке, удалившийся от дел художник, сидя в тени на бочонке, болтал ногами, жевал яблоко и обдумывал дальнейший план избиения младенцев.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том патне ҫывхарсан, Бен урам варрвнче чарӑнса тӑчӗ те хӑй пынине систерсе, ерипен сыхланарах ҫаврӑнма тапратрӗ, мӗншӗн тесен вӑл шыв ӑшӗнче тӑхӑр хут тарӑнӑш пыракан «Аслӑ Миссури» ятлӑ пӑрахут епле ишнине кӑтартасшӑн тӑрӑшрӗ.

Подойдя поближе, он убавил ход, повернул на середину улицы, накренился на правый борт и стал не торопясь заворачивать к берегу, старательно и с надлежащей важностью, потому что изображал «Большую Миссури» и имел осадку в девять футов.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эсӗ мӗн ятлӑ? — тесе ыйтрӗ юлашкинчен Том.

После чего Том начал: — Как тебя зовут?

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Киле час таврӑнмарӗ, каҫхи апата лариччен Джим ятлӑ негр ачине ыран валли вутӑ татса пама ҫеҫ, тӗрӗссипе каласан, хӑй мӗн хӑтланса ҫӳрени ҫинчен каласа пама ҫеҫ ӗлкӗрче вӑл.

Он еле успел вернуться домой, чтобы до ужина помочь негритенку Джиму напилить на завтра дров и наколоть щепок для растопки; во всяком случае, он успел рассказать Джиму о своих похождениях, пока тот сделал три четверти работы.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тепӗр пухура В.У. ятарлӑ пенси илме хисеплӗ ят кирлӗ пулнипе хӑйне «Культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятлӑ тума тархасласах ыйтрӗ.

На другом собрании В.У., попросил ему дать «Заслуженного работника культуры", чтобы, имея почетное звание, получить повышенную пенсию.

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

«Тӗнчери чӑвашсем» ятлӑ блог пур манӑн, ушкӑнра интереслӗ ҫынсем нумай.

Помоги переводом

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

- Мария ятлӑ пулнӑ манӑн анне.

Помоги переводом

Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней