Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ытах та ку ӗҫе политика енчен шухӑшласа тумасан, кунта вара, факт, ҫапла… ҫапла пулса тухать: «Кам хӑтӑлма пултарать, хӑтӑл!», «Колхозран тухса тар!» — текен сигнал панӑ пек пулать.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ытах хуҫи хӑй пирӗн хута кӗрет пулсан, мӗне курса пирӗн аякалла пӑрӑнмалла-ха?Раз сам хозяин стал нам в защиту, то чего же нам на сторону лезть?
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Манӑн, хуҫа, суя хутсем кӗсьесем туллиех, ытах та йывӑр килсе тухсан вара, ӗненмесен, ҫак мандата кӑларса кӑтартатӑп.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эсӗ агитаци тума килнӗ, ытах кулаксенчен хӑраса ӳкрӗн пулсан, наган илсе ҫӳре, анчах ӑна ҫиелтен ҫакса ҫӳреме ан хӑйнӑ пултӑр.Ты приихав агитировать, а колы кулакив злякався, так имий наган, но наверху его не смий носить.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кондратько, малтанхи пекех васкамасӑр, уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсем тӗлӗшпе тата хуторти пуянрах хресченсем тӗлӗшпе, ытах та вӗсем кӗтмен ҫӗртен вӑрлӑхлӑх тырӑ пуҫтарас ӗҫре кутӑнланса тӑма е ҫав ӗҫе мӗнле те пулин хирӗҫ тӑма шухӑш тытсан, мӗнле лини тытса пыма кирлине палӑртса хучӗ, агитколонна ытти ял Совечӗсенче ӗҫленӗ чухне туяннӑ опытран хӑш меслечӗсем витӗмлӗрех пулнине кӑтартса пачӗ, хӑй пӗрмаях ҫемҫен калаҫать, ертсе пыракан ҫынла калаҫас тени, вӗрентсе калас тени асра та ҫук, калаҫнӑ хушӑра пӗрре Давыдовпа, тепре Разметновпа, унтан тата Нагульновпа канашласа илет?
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мана Кондратько тесе чӗнеҫҫӗ, ытах та, манӑн йӗкӗтсем мана Квадратько тесе чӗнни ҫинчен каласа парсан, эсир вӗсене тархасшӑн ан ӗненӗр, мӗншӗн тесен вӗсем манӑн ытла та чарусӑр, иртӗнме юратаҫҫӗ, калама сӑмах та тупаймӑн… — терӗ вӑл аслати пек хулӑм сасӑпа, алӑкран хӑяккӑн хӗсӗнкелесе кӗрсе.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ну, ытах, камӑн та пулин арӑмне хапсӑнма шутлатӑр, пурпӗрех хӑй шутланӑ пек пулас ҫук…Ну, жену чью бы он ни пожелал, все одно этого дела не было бы: никакая, самая последняя, ему не…
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ытах, тытӑннах пулсан, эсир халӗ революци туса хунӑ пулӑттӑрччӗ, тытӑнмастӑр ҫав, ҫаплах тем хыҫаланатӑр, ниепле те вырӑнтан хускалаймастӑр, тата темле, пӗр харӑссӑн мар, урӗк-сӳрӗккӗн пыратӑр…
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ытах эсир ӗҫе ҫав еннелле пӑрса яратӑр пулсан, эпӗ нимӗн шарламасӑр тӑма пултараймастӑп!
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ак тухса пӑх-ха, Сима, ытах ӗненместӗн пулсан…
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ну мӗн вара, ытах та вӑл хӑрать пулсан, эпӗ хуллен кӑна кайса илӗп, — шанӑҫсӑртарах каларӗ Игорь.— Ну что же, если он трусит, я пойду и незаметно возьму, — сказал нерешительно Игорь.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ытах пӗлесех тесен, кайран ав унтан ыйт, мӗн чавалашса ҫӳренӗ вӑл унта?Если хочешь больше знать, вот у него спроси потом, зачем ходил он туда?
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ытах та кунта лекрӗмӗр пулсан, атя мӗн те пулин тӑвар.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара каҫсерен истанилле вӗренсе пыратӑп: «Ҫапла, тӗрӗс, сан умӑнта эпӗ тивӗҫлӗхӗм пирки ирӗкре-ха. Ытах эсӗ таврӑнмасассӑн эпӗ выртӑттӑм та вилнӗ пулӑттӑм», тетӗп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытах мӗн те пулин пӗлетӗн пулсан — кала, пӗлмесен — ан чӗн.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ытах та кам та пулин кружок занятине каярах юлсан, вӑл ун пек чух кӗсйинчен фамильнӑй ылтӑн сехетне кӑларать, циферблат ҫине тинкерсе пӑхать, унтан килнӗ ҫын ҫине макӑрса ярас пек хуйхӑллӑн пӑхать, лешӗ, намӑсланнипе ниҫта кайса кӗреймест, сехет хупӑлчине шарт! тутарать, сехетне, нимӗн чӗнмесӗр, каялла чикет.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӑмах май каласан, эп сан арӑму та мар-ха, ытах хӑвна ҫапла айванла тытан пулсан, тытӑп та урӑххине качча тухӑп.Кстати, я ещё не твоя жена, и, если ты будешь так глупо вести себя, я вот возьму и выйду за другого.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ытах эсӗ васкатӑн пулсан, эпир тепӗр чухне калаҫӑпӑр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Сивцевӑра сире пин хут лайӑх пулать те, ытах санӑн ху патӑнтах юлмашкӑн витӗмлӗ сӑлтавсем пулсан, эс ӑна татсах кала, ӗҫӗ те пӗтрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытах эсир памасан, эсир мана мӗн ҫырса яни каллех ултав тесе шухӑшлӑп эпӗ.Если вы не дадите, я буду думать, что это снова ложь — то, что вы мне писали.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951