Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунта метро та, вӑтӑр икӗ хутлӑ ҫуртсем те, театрсем те, выставкӑсем те.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Культурӑллӑ карчӑкчӗ ӗнтӗ: вӑтӑр ҫул ытла шкулта ӗҫленӗ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
— Ыран утӑ патне тухас тенӗ кун пуянсем халӑх ҫаранне вӑтӑр пилӗк теҫеттин ҫавӑрса илнӗ, теҫҫӗ.
Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пичче вӑтӑр лав кирпӗч турттарнӑ, вуникӗ кун хушшинче виҫӗ тенкӗлӗх ӗҫленӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ паянхи пек астӑватӑп, ҫӑварни иртсен, эсӗ пӗр-икӗ кӗренке краҫҫын илтӗн, мӗнпурӗ вӑтӑр пилӗк ҫӑмарталӑх пулчӗ, терӗн.
Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эсӗ кӑштах йӑнӑшнӑ Ӑ-ӑ-ӑ ҫирӗм пиллӗк мар, вӑтӑр пилӗк ҫӑмарталӑх краҫҫын панӑ сана.
Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Иксӗр вӑтӑр ултӑ ҫынлӑ Пирӗн паттӑрла отряд.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Тепӗр кунне тин вара Вӑтӑр ҫынлӑ конвойпа Илсе тухрӗҫ сарайран Пире ирӗксӗр, вӑйпа.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Тӑшман ҫарӗсем пиртен пӗр виҫ-тӑватӑ кун утмалӑхчӗ — ҫӗр ҫирӗм-ҫӗр вӑтӑр ҫухрӑм.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Григорьев вӑтӑр ҫынлӑ ушкӑнпа чӑвашсенчен пӗр-пӗччен темӗнле Буево салине лекрӗ.Григорьев с группой из тридцати человек, один-единственный из чуваш, попал в село Буево.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унтанпа вӑтӑр ҫула яхӑн иртрӗ ӗнтӗ, Григорьев хӑлхинчен ҫаплах ҫав сӑмахсем кая пӗлмеҫҫӗ.С тех пор прошло тридцать с лишним лет, но в ушах Григорьева по сей день звучат эти слова.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Анне вӑтӑр улттӑра вилчӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑтӑр урлӑ каҫнӑ ҫын чӑвашра ватӑ шутланать.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑтӑр градуслӑ сивӗре ҫӗтӗк сӑхманне йӳле янӑ вӑл, хутаҫҫине пуҫӗ айне хунӑ.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сахалтан та пӗр вӑтӑр пиллӗк-вӑтӑр саккӑрсенче.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эпӗ тӗнче тавра виҫҫӗ ҫаврӑннӑ, ялтан вӑтӑр ҫухрӑма ытла кайса курнӑ».Я, к примеру, трижды вокруг земли-то обернулся, да и от своей деревни верст за тридцать побывал.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑтӑр сакӑр пус ҫеҫ хӑварнӑ, кантур чӗппи…
Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кашни хӗршӗн вӑтӑр пилӗкшер пус… мар-ха… хӗрӗх икшер пус пӗтерсен…
Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Вӑтӑр ана.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Вӑтӑр теҫеттин ҫӗр вӑл мӗн чухлӗ пулать?»
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.