Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑк ҫын ун аллине хӑйӗн аллинчен ямарӗ.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Давыдов ачан чее пит-куҫӗ ҫине пӑхса илчӗ те хӑй те чутах сасӑпа кулса ямарӗ, анчах тӳсӗм ҫитерчӗ, вара ҫырмалли кӗнекинчен васкасах пӗр листа хут татса илчӗ, ӑна ҫӑварне хыпрӗ, учительница еннелле ҫине-ҫине пӑхса, Федоткӑна выляса куҫ хӗссе, чӑмлама тытӑнчӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Мӗнле ют лашасем тата? — Дубцов сасси чӑнласах та тӗлӗннӗ пек пулса янӑранипе Давыдов кӑшт ҫеҫ кулса ямарӗ.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макар лаша хыҫҫӑн чупса пӑхрӗ, анчах лешӗ ӑна ҫывӑха ямарӗ, пӗррех тапса сикрӗ те, мӑн ҫул урлӑ тӳрех хутор еннелле сиккипе тапӑртатса вирхӗнчӗ.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унтан, тӑна кӗрсе, ҫӑварне тӗркелесе чикнӗ, сурчӑкпа исленсе, вӗриленсе кайнӑ юбкине сасартӑк чӗлхипе тӗртсе кӑларчӗ, анчах кӑшкӑрса ямарӗ, васкавлӑн, чыхӑнса тухакан пӑшӑлтатнӑ сасӑпа, йӑлӑнма пуҫларӗ:
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хунямӑшӗ «Апат ҫимесӗр ан кай-ха», — тесе темӗнле чӗнсен те кӗрӳшӗ яхӑнне те ямарӗ.Как ни звала свекровь: «Не уходи не поев пожалуйста» — зять непреклонен.
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
— Чӑн, ӗненме хӗн пулсан та, кӗҫ авланса ямарӗ ҫав.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Мӗнле кӑна ҫутӑлтарса ямарӗ мана Капитолина!
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Анчах мана анне ямарӗ.
29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ялчӗ те кӑшт ҫеҫ макӑрса ямарӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сасартӑк Обломова тӗлӗнмелле ҫӑмӑл, савӑк пулса кайрӗ; вӑл пӳлӗмре кӗтесрен кӗтесе утма пуҫларӗ, пӳрнисене те хуллен шаклаттаркаларӗ, савӑннипе кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӗ; Ольгӑн алӑкӗ патне пычӗ те савӑнӑҫлӑ сасӑпа ӑна хуллен чӗнсе илчӗ:
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл сасартӑк именчӗ, Обломов ун патне ҫывхарсан, кӑштах кӑшкӑрса ямарӗ, ӗнерхи хыҫҫӑн вӑл мӗнле туйни ҫинчен ыйтсан, пӗтӗмпех хӗрелсе кайрӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Эп те пырап санпа!» тесе чутах кӑшкӑрса ямарӗ Женя.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Петя кӑшт ҫеҫ макӑрса ямарӗ.
XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя кӑштах кӑшкӑрса ямарӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вара, кӗрнеклӗн авӑнса, вӑл Анастасия Илларионовнӑн ҫемҫе те тулли аллине чуптурӗ, арӑмӗ ун аллине чылайччен хӑй аллинчен ямарӗ.И, низко наклонившись, он поцеловал пухлую руку Анастасии Илларионовны, а она задержала его руку.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Эппин ан та калаҫӑр манпа, пуҫхӗрлех кайӑр! — терӗм те ҫиленсе, тухсах каясшӑнччӗ, анчах вӑл мана ямарӗ, вара эпир тата икӗ сехет хушши Кира амӑшне епле ытлашши калаҫтарас марри ҫинчен калаҫрӑмӑр…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кораблевӗ пӗр вӗҫӗмрен тултара-тултара ӗҫет, Мария Васильевна вара хӑйӗнне тутанса анчах пӑхрӗ, тултарнӑ черккине те ӗҫсе ямарӗ.и Кораблев наливал и наливал себе, а она только раз пригубила и так и не допила свою рюмку.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах атте мана ниҫта та ямарӗ, халех салтӑнса выртма, ӑшӑрах витӗнме каларӗ.Но отец сказал, что никуда меня не пустит, велел мне немедленно лечь, накрыться потеплее.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Павлушӑпа Лабардан кӑлӑхах ӑна темӗнччен ӳкӗтлерӗҫ, канма кайма ыйтрӗҫ, вӑл яхӑнне те ямарӗ.Напрасно Лабардан и Павлуша упрашивали, чтобы он ушел отдохнуть, он и слушать не хотел.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950