Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑршласа (тĕпĕ: шӑршла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тытӑнса пурӑнать-пурӑнать те, унтан, черкке шӑршласа пӑхсанах, пуҫлать вара пӗр уйӑх сӗрем кӑларма!

Держится, держится, а потом, как только рюмку понюхает, и пошел чертить на месяц!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ вӗсене шӑршласа курман.

Я к ним не принюхивалась.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хир чӑххисен шӑршинче пӗр ҫӗре таччӑн ҫыпӑҫса пӗтӗҫнӗ тем тӗрлӗ шӑршӑ сӗвемӗсем те пур, ҫавӑнпа та тилӗ аҫин, ҫавсене шӑршласа тӑранас тесен, тӗмеске ҫинчен анмалла, ҫӑлтӑр пек йӑлтӑртатса выртакан юр ӑшӗнчен урисене кӑлармасӑр, ҫӑмӗ пӑрланнӑ ҫӑмӑл хырӑмне хытхура тӑррисем тӑрӑх сӗтӗрттерсе, пӗр аллӑ чалӑша яхӑн йӑпшӑнса шӑвӑнмалла.

В запахе куропаток так много плотно ссученных оттенков, что лисовину, для того чтобы насытить нюх, надо сойти с кургана и проплыть, не вынимая из звездно искрящегося снега ног, волоча покрытое сосульками, почти невесомое брюшко по верхушкам бурьяна, саженей пятьдесят.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унта Гаев Давыд пырать, раскулачить тунӑ хыҫҫӑн «Христос ячӗпе таса чунлӑ урмӑш ҫын» пулса тӑнӑ чи пуҫтах ултавҫӑ Лапшинов ҫӳрет, ӗҫсем мӗнле пынине шӑршласа пӗлес шутпа, сайра хутран, Яков Лукич Островнов та пыркалать.

Приходил Гаев Давыд и жженый плут Лапшинов, ставший после раскулачивания «Христа ради юродивым», изредка являлся Яков Лукич Островнов нащупывать почву.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тит шӑршласа пӗлнӗ пулмалла та, вӑкӑрӗсене сутма хӑваласа кайнӑ пулас.

Видать, Тит пронюхал, погнал быков сдавать.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Газсем шӑршласа куртӑм, антраса пӗтрӗм.

Газы нюхал, был отравленный.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑш чухне: «Мӗншӗн кӗрешрӗмӗр-ши?» тесе ыйтатӑн та, тар шӑршине шӑршласа курман служащисем ҫав сӑмахран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн тата тӗрлӗрен шурӑ сӗлӗхсем те лӗхлетсе тӑраҫҫӗ.

И когда говоришь: «За что ж боролись?» — то служащие, какие пороху не нюхали, над этим словом надсмехаются, а за ними строит хаханьки всякая белая сволочь!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ман пата ватӑ йытӑ пычӗ (ӑна вӗри шывпа пӗҫертсе янӑ пулас, унӑн ҫурӑмӗ ҫинчи тирӗ кукшаланса юлнӑ), вӑл, ман урана шӑршласа, хуллен, выҫҫӑн уласа илчӗ; эпӗ ӑна ирӗксӗрех хӗрхентӗм.

Подошла ко мне старая собака, с плешью на спине, видимо, ошпаренная кипятком, понюхала ногу мою и тихонько, голодно провыла, наполнив сердце мое ненужной жалостью к ней.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Девяткин, хавасланса ӳкнӗскер, курӑка аллине илчӗ, темшӗн ӑна шӑршласа пӑхрӗ, унтан асӑрханса кӑна ҫурӑмӗ тӑрӑх сӑтӑркаларӗ.

Подзадоренный Девяткин поднял губку, зачем-то понюхал и осторожно провел ею по груди.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька, хурӑн шӑпӑр шӑршине шӑршласа, тӗксӗм ҫенӗх витӗр иртрӗ, алӑк хӑлӑпне тытрӗ.

Санька вошел через полутемные сени, пахнущие березовыми вениками, привычно нашарил скобку на двери.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, сӗткенлӗ ҫӗрӗн, тулӑ хӑмӑлӗн тутине шӑршласа пӑхрӗ, чӗри те ыратса кайрӗ унӑн, юлташӗсене каламалли темӗнле ырӑ-ырӑ сӑмахсем чӗлхе вӗҫне пуҫтарӑнчӗҫ.

Он вдыхал запах влажной земли, стеблей пшеницы, у него щемило сердце, и хорошие, благодарные слова к товарищам роились в его голове.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуҫне каҫӑртса, куҫне хӗссе хӗвел ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ вӑл, йӗри-тавралӑха, хӗвеле, ӑшӑ ҫиле, уҫӑ сывлӑша сӑнарӗ — чӑн-чӑн ҫуркунне ҫитнине ӗненмен пек пулса шӑршласа та пӑхрӗ.

Задрав голову, он долго щурился на солнце, оглядывался по сторонам, принюхивался, словно не доверял, что все это — и солнце, и потеплевший ветер, и влажный душистый воздух — подлинное, весеннее.

1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗҫӗ йӑлтах шӑршласа, ыйтса пӗлнӗ…

Немец-то все пронюхал, выспросил…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ шӑршласа пӑх: виҫӗ целковӑй.

Ты понюхай: три целковых.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мухояров хӑш чухне хӑех пасар тӑрӑх е Милютин лавккисем тӑрӑх йытӑ пек шӑршласа ҫӳрет, чи самӑр чӑхха аркӑ айне хӗстерсе таврӑнать, кӑрккашӑн вара тӑватӑ тенкӗ те хӗрхенмест.

Он иногда сам обходит и обнюхает, как легавая собака, рынок или Милютины лавки, под полой принесет лучшую пулярку, не пожалеет четырех рублей на индейку.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга пуҫне чиксе, чечек шӑршласа пычӗ.

Она шла, потупя голову и нюхая цветы.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Шӑршласа пӑхӑр-ха, мӗнле ырӑ шӑршӑ! — терӗ вӑл, унӑн сӑмсине те сиреньпе хупларӗ.

— Понюхайте, как хорошо пахнет! — сказала она и закрыла нос и ему.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга инкӗшӗн пуҫӗ ыратрӗ; вӑл кабинетӗнче спирт шӑршласа ларчӗ.

У тетки разболелась голова; она сидела в кабинете и нюхала спирт.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл ӳссе ҫитӗнсен, ашшӗ ӑна сиктӗрмеллӗ урапа ҫине хӑйпе юнашар лартса, аллине тилхепе тыттарса фабрикӑна леҫме хушнӑ, вӗсем унтан уй-хире, купцасем патне хулана, ҫынсене курма, кайран мӗнле те пулин тӑм пӑхма кайнӑ; тӑма ашшӗ пӳрнипе тытнӑ, шӑршласа пӑхнӑ, тепӗр чухне ҫуласа та илнӗ, ывӑлне те шӑршлаттарнӑ, ӑна ҫав тӑм мӗнлине, мӗне юрӑхлине ӑнлантарнӑ.

Когда он подрос, отец сажал его с собой на рессорную тележку, давал вожжи и велел везти на фабрику, потом в поля, потом в город, к купцам, в присутственные места, потом посмотреть какую-нибудь глину, которую возьмет на палец, понюхает, иногда лизнет, и сыну даст понюхать, и объяснит, какая она, на что годится.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Шӑпах япӑххи, — терӗ вӑл, шӑршласа пӑхса.

Так и есть, — сказал он, понюхав, —

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней