Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун чухне вӑл хӑй те, ытти римлянсем те ҫакна курса тӗлӗннӗ: ҫав ҫапӑҫура вилнӗ вуникӗ пин те виҫҫӗр гладиатортан иккӗшӗ ҫеҫ ҫурӑмран суранланнӑ пулнӑ, ыттисем пурте тӑшманпа хире-хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чухне кӑкӑртан суранланса вилнӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пуянлӑхӗ тӗлӗшпе Римра пӗрремӗш ҫын пулса тӑраканскер, вӑл италиксен вӑрҫинче тата граждансен пӑлхавӗсене путарнӑ чухне Сулла ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ, ун чухне вӑл ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлне, вӑрҫа ӗҫӗнчи паттӑрлӑхне, вӑрҫӑ ӗҫне ертсе пыма пултарнине кӑтартнӑ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Анчах эсӗ хӑвӑн ҫарна римлянсенни пек турӑн пулсан, халь ӗнтӗ, ҫав ҫар тӑватӑ легиона ҫитнӗ чухне, вӑл сакӑр-вунӑ легион пулас пек ӳссе пынӑ чухне, унӑн ҫулпуҫӗ те хӑйӗн авторитетне тытмашкӑн хӑй валли штаб тумалла.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑш чухне ухмаха хывсан та усӑллӑрах пулассине вӑл питӗ лайӑх чухланӑ, хӑш чухне тата темле ӑслӑ ҫынсем тӑвайман ӗҫре те хӑйӗн пултаруллӑхне ӑста палӑртма пултарнӑ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Мундирӗ ҫинче унӑн сакӑр тӳме, тӑххӑрмӗш тӳми икӗ ҫул ӗлӗкрех, ҫӗнӗ чиркӳ уҫнӑ чухнехи уяврах, татӑлса ҫухалнӑ та десятскисем вара ҫавна ҫак таранччен те тупайман; квартальнӑй надзирательсем рапорт панӑ чухне городничий халь те кулленех ҫав тӳме тупӑнмарӗ-и, тесе ыйтса пӗлет.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Этем сӑнлӑ урнӑ тискер кайӑксем, Ливия пушӑ хирӗнчи арӑслансем пек, юн ӗҫесшӗн ҫунаҫҫӗ; вӗсем пусмӑртисен юнне курса киленеҫҫӗ; юрӗ, вӗсем хӑйсен хӗҫӗсене пирӗн хӗҫсене хирӗҫ тӑратчӑрах, ун чухне вӗсем хӑйсен юнӗ пирӗннипе хутӑшса юхнине курма пултарӗҫ, ун чухне вӗсем чурасен те, гладиаторсен те, пусмӑртисен те чӗресем тапнине ӑнланӗҫ…
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗр Румыни тӑрах пынӑ чухне, хӗрӗх градус шӑрӑхра, аллӑшар ҫухрӑм утнӑ чухне те ӑш хыппипе хальхи пек асапланман.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Тепӗр чухне, канфет-печени валеҫнӗ чухне мана пӗчӗк тесе яланах ытларах лекетчӗ.
Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив
Вӗсен хӑш-пӗр чухне ҫиме ҫӑкӑрӗ те ҫитмен, час-часах выртса канмалли ҫурчӗ те пулман, анчах кирлӗ чухне вӗсем мӑнкӑмӑлланса: «Мана ан тӗкӗн, эпӗ Рим гражданинӗ», — теме юратнӑ: ҫав мӑнаҫлӑ ҫапкаланчӑксем, мыскара пулмалли ҫурта ирхине ирех пырса, пуян граждансемпе патрицисем валли вырӑнсем йышӑнса хунӑ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ытти чухне вӑхӑтне ӗҫрех ирттернӗ, ун чухне ӗнтӗ хӑй те вӑл машинӑн пӗр пайӗ вырӑнӗнче пулнӑ.Остальное время он работал, и сознание его было сознание машины.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Хӗллехи тӗксӗм каҫ, пӑрпа витӗннӗ ҫӗр тӑрӑх вӑйлӑ ҫил-тӑман варкӑшнӑ чухне, тӑмана пула никам та килтен тухма хӑяйман чухне, чухӑн пурӑнакан Киш мӗнле майпа ҫӗкленсе кайни ҫинчен, епле вӑл пуринчен те иртсе кайса пуҫлӑх пулни ҫинчен каласа пама питӗ лайӑх вӑхӑт пулнӑ.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.
Нумайӑшӗ ҫавӑн чухне мӗлке курнӑ: хӗвел аннӑ чухне Тума хӗрринчен этем ӗлки туха-туха тӑрать, — аллисемпе урисене сарса хунӑ, пуҫӗ ҫинче ҫӳҫӗ ҫулӑм пек.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Хӑш чухне Карло атте пӑхса ӳстерет, хӑш чухне — никам та мар, — тет Буратино.— Когда папа Карло воспитывает, а когда никто, — сказал Буратино.
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Тата унта темскер ман кӑмӑла кайманни, ӑна юратма кансӗрлекенни пурччӗ, — ҫав ҫынна вӑл юрланӑ чухне ҫеҫ мар, урӑх чухне те юратасси килетчӗ ҫав.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн шухӑшӗсем икӗ йӗркепе пыни палӑратчӗ: кӑнтӑрла ӗҫ хушшинче, ҫын ҫинче, унӑн вичкӗн, простой шухӑшӗсем ӗҫлетчӗҫ те ӑнланмалларахчӗ, каннӑ вӑхӑтра каҫсенче вӑл манпа пӗрле хулана, икерчӗсем сутакан кумми патне пынӑ чухне, тата ҫӗрлесенче, ыйхи килмен чухне, пырса кӗрекен шухӑшӗсем ун пек марччӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫнисӗр пуҫне Ефимушка урӑх ним ҫинчен те калаҫмасть, ӗҫлессине те вӑл пӗр тикӗссӗн ӗҫлемест, — хӑш чухне пит аван, хӑвӑрт ӗҫлет, хӑш чухне унӑн ӗҫӗ ӑнмасть, йывӑҫ мӑлатукӗ тӑрӑсене ӳркенсе, тӑрӑшмасӑр ҫыпӑҫтарса хурать, шӑтӑксем хӑварать.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗллехи ҫил-тӑманлӑ кунсенче, ҫӗр ҫинче пурте — ҫуртсем, йывӑҫсем чӗтренсе, макӑрса, уласа тӑнӑ чухне тата хурлӑхлӑ чиркӳ чанӗсем аслӑ типӗри манерлӗ ҫапса тӑнӑ чухне, мастерскоя кичемлӗх, йывӑр тӑхлан хумӗ пек, юхса пырса кӗретчӗ, ҫынсене пусса хуратчӗ, вӗсенче чӗрри мӗнпур, пурне те вӗлерсе вӗсене хупахалла, хӗрарӑмсем патнелле турта-турта кӑларатчӗ, — хӗрарӑмӗсем вара, эрех пекех, пурне те манса каймалли май пулса тӑратчӗҫ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Хӗр чухне эпир вуҫех те хитре мар пулнӑ, ҫакӑ пурте пирӗн арӑм чухнехи пурӑнӑҫпа хутшӑннӑ.— А в девицах мы вовсе некрасивой были, это всё от женской жизни прибавилось нам.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шкулта вӗреннӗ чухнех, пӗчӗк ача пулнӑ чухне вӑл учительницӑна: «Сансӑрах пӗлетӗп», тесе хунӑ.Еще в школе, малышом, он сказал учительнице: «Без тебя знаю».
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Ҫав уйра ҫимӗк чухне хулари мещенсем пуху тӑватчӗҫ; кукамай мана калатчӗ: вӑл ҫамрӑк чухне халӑх Ярилӑна ӗненнӗ, ӑна парне панӑ, тет, — урапа кускӑҫӗ илсе ӑна смалаланӑ пакляпа чӑрканӑ та ту ҫинчен анаталла кустарса ярса, кӑшкӑрса юрӑсем юрласа, вутлӑ кускӑҫ Ока патне кусса ҫитет-и-ха тесе, астуса пӑхса тӑнӑ, тет.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.